00:00 29 декабря 2012 г.
2012 çул Раççей историйĕн çулталăкĕ пулчĕ. Пурнăçри пур самант та историе çырăнать. Район хаçачĕн кашни утăмĕ, ырă ĕçĕ халăх асĕнче юлать. "Елчĕк ен" хаçат иртнĕ çул 80 çулхи юбилейне паллă тунипе асра юлчĕ. Хаçат тухма пуçланăранпа сакăр теçетке çул хыçа юлнине паллă туса унта тăрăшнă ĕçтешĕмĕрсен юбилейĕсемпе те пуян пулчĕ иртнĕ çул. Вĕсенчен пĕри - "Колхоз ялавĕ" хаçат коллективне ертсе пынă журналист, Патреккелте çуралса ỹснĕ, унтах пурăннă Александр Георгиевич Миллин (псевдонимĕ - А.Алгер). Пурăннă пулсан иртнĕ çулăн раштав уйăхĕнче 85 тултармаллаччĕ вăл. Район хаçачĕн ĕçĕнче паллă йĕр хăварнă журналист, писатель ячĕпе "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ тата А.Г.Миллин çемйи вулакансен хушшинче пултарулăх конкурсĕ йĕркеленĕ. Калав, очерк, тĕрленчĕк çыракансен конкурсне вулакансем йышлăн хутшăннă. "Миллионерсем" калав çырса Александр Сорокин (Елчĕк) пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ. Александр Васильевич конкурса темиçе ĕç те тăратнă. Иккĕмĕш вырăна Наталья Филиппова (Елчĕк) "Хĕрарăм куççулĕ" калавпа тивĕçнĕ. Оксана Филимонова (Патреккел) "Шăпаран иртеймĕн" калавĕпе вулакансене тыткăнланă. Вăл - виççĕмĕш вырăнта. Очерк çыракан авторсенчен чи пултарулли - Анатолий Тимофеев (Елчĕк) - пичет ветеранĕ. Конкурсăн тĕп сăнарĕ - Раççей историйĕ, паянхи пурнăç пулнăран ĕç çыннисен сăнарне темиçе очеркра та илемлĕн сăнарласа панă вăл. "Чĕкеç, чĕкеç, чĕкеçĕм, эсĕ кил-çурт телейĕ", "Ăста строитель, пултаруллă ертỹçĕ", "Ят-сум хăй тĕллĕн килмест", "Ĕçре туптаннă чăтăмлăх" тата ытти очерксен ярăмĕшĕн пĕрремĕш приза тивĕçнĕ. А.Миллина аса илсе çырнă "Яланах шыравра" хайлавĕ те вулама интереслĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Клавдия Леонтьева (Елчĕк). Вăл та истори очеркĕсем сахал мар пичетленĕ. "Чун-чĕреллисен пĕрлешĕвĕ" очеркĕ районти комсомол историйĕн çул-йĕрне çутатнипе палăрнă. Курнавăшри Николай Круглов "Йывăр çулсем", "Пĕр çемьери пек" очерксемшĕн виççĕмĕш вырăна тухнă. "Калас сăмахсене калаймарăм" тĕрленчĕкшĕн Николай Богданов (Кивĕ Арланкасси) пĕрремĕш, Валентина Вастуловăпа - "Тĕрĕс çул суйлама пулăшать", Венера Усанова (Шăмалак) "Пурнăç урапи çаврăнать" ĕçĕсемшĕн иккĕмĕшпе виççĕмĕш призсене пайланă. Хаçат страницисенче Раççей историйĕн çулталăкне халалласа çырнă сăвăсем те нумай кун çути курнă. Олег Марков (Тĕмер), Галина Енейкина (Патреккел), Владислав Пинер (Кỹлпуç) хавхалантару призĕсене тивĕçнĕ.