Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Раççей историйĕ, паянхи пурнăç

00:00 18 октября 2012 г.

 

17.10.2012
"Елчек ен"
Кăçал, Раççей историйĕн çулталăкĕнче, пирĕн район паллă событисемпе пуян: района йĕркелени 85 çул, район хаçачĕ тухма пуçланăранпа 80 çул... Çавăн пекех хаçатра вăй хунă ĕçтешĕмĕрсен юбилейĕсемпе те йышлă çак çул. Вĕсенчен пĕри - "Колхоз ялавĕ" хаçат коллективне ертсе пынă журналист, Патреккелте çуралса ỹснĕ, унтах пурăннă Александр Георгиевич Миллин (псевдонимĕ - А.Алгер) пурăннă пулсан кăçалхи раштав уйăхĕнче 85 çул тултармаллаччĕ. Район хаçачĕн ĕçĕнче паллă йĕр хăварнă журналист, писатель ячĕпе "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ тата А.Г.Миллин çемйи вулакансем хушшинче пултарулăх конкурсĕ йĕркелеççĕ. Конкурс тăватă жанрпа иртет: калав, очерк, тĕрленчĕк, фельетон. Кашнийĕ хăйĕн жанрне тивĕçтермелле. Калавсемпе очерксем машинкăпа çапнă тăватă страницăран, тĕрленчĕксемпе фельетонсем икĕ страницăран пысăк пулмалла мар. Калавсемпе фельетонсен темисем ирĕклĕ, очерксемпе тĕрленчĕксенче - районăн пултаруллă çыннисем, Раççей, район, ял, хаçат историйĕ, аталанăвĕ тата ытти те. Чи лайăх ĕçсем "Елчĕк ен" хаçатра пичетленеççĕ. Мала тухакансене дипломсем, кашни номинаципе виçшер преми (1пин, 700 тата 500 тенкĕ) кĕтеççĕ. Конкурса кашни вулакан хутшăнма пултарать. Хаçат редакцине ярса паракансен материалсене "Конкурс - 2012 çул" ятпа палăртмалла. Ĕçсене раштав уйăхĕн 10-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Конкурс итогĕсене А.Г.Миллин çуралнă кунĕ тĕлне (раштав уйăхĕн 28-мĕшĕ) пĕтĕмлетеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика