Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кĕнеке пичетленсе тухрĕ

00:00 04 октября 2012 г.

Кĕнеке пичетленсе тухрĕ

Елчĕк районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем паянхи пурнăç таппинчен юлмасăр, саманапа тан утма тăрăшаççĕ. Кашни çулах çурла уйăхĕн вĕçĕнче районти педагогсен пĕрлехи канашлăвĕ иртет. Унта вĕрентỹпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене хускатаççĕ. Тăван чĕлхе вĕрентекенсем те секци ларăвĕнче харкам хăй ĕç опытне çутатасси, пичет изданийĕ хатĕрлесси пирки калаçу пуçарнăччĕ. сăмаха çилпе вĕçтермерĕç. Кăçалхи юпа уйăхĕнче "Ячĕ юлчĕ ĕмĕре" ятпа кĕнеке çапăнса тухрĕ. Ăна чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа кăларнă. Кĕнекене Елчĕк районĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене хатĕрленĕ докладсем, сценарисем, урок планĕсем, сăвăсемпе юрăсем кĕнĕ. Ухсай юбилейне паллă тума шкул ачисем те хастар хутшăннă. Вĕсен ĕçĕсемпе те паллашма пулать çырнисен пуххинче. Ăна пухса хатĕрлекенĕ - Таяпа Энтринчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта вăй хуракан Е.В.Алексеева. Кĕнекене "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ кун çути кăтартнă.

Н.ЛЕВАЯ, Çирĕклĕ Шăхальти вăтам шкул.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика