Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Вăрмарта - журналистсем валли семинар-канашлу

00:00 28 мая 2012 г.

Вăрмарти потребительсен обществин никĕсĕ çинче массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсен семинар-канашлăвĕ пулса иртнĕ. Ăна Чăвашпотребсоюз правленийĕ, Чăваш Республикинчи Культура министерстви тата республикăри Журналистсен Союзĕ йĕркеленĕ. Семинар-канашлăва "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Алексеев та хутшăннă. Республикăри потребительсен кооперацийĕ малалла аталанса пырать. Çакă Вăрмар райповĕн ĕçĕ-хĕлĕнче аван курăнать. Районта кăçалхи 4 уйăхри суту-илỹ калăпăшĕ 76900 пин тенкĕпе танлашать. Çав шутран 60 проценчĕ, е 57588 пин тенки районти потребительсен обществине тивет. Районта суту-илỹ тата обществолла апатланура çĕнĕлĕхсем нумай. Семинар-канашлу кунĕ район центрĕнче пиццери уçăлнă. Маларах "Органика" магазин районта тата республикăра туса кăларакан таварсемпе суту-илỹ тума пуçланă. Магазинсене самообслуживани йĕркипе ĕçлесси çине куçарса пыраççĕ. Халĕ унта çак майпа 17 магазин ĕçлет. Çакă тавар туянакансене уйрăмах килĕшет. Нумай магазинсем тĕрлĕ таварпа суту-илỹ тунипе пĕрлех халăхран ял хуçалăх продукчĕсем - сĕт, аш-какай, улма-çырла, эмел курăкĕсем, юрăхсăра тухнă полиэтилен пленкисем тата ытти чĕр тавар туянаççĕ. Çăкăр завочĕ 100 тĕрлĕ продукци туса кăларать. Семинар-канашлăва хутшăннисем районти тĕрлĕ магазинсенче, çăкăр заводĕнче пулса курнă, çĕнĕлĕхсемпе паллашнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика