00:00 07 апреля 2012 г.
Почта çыхăнăвĕн ĕç-хĕлĕ нумай енлĕ: хаçат-журнал çырăнтармалла, ял çыннине тĕрлĕ таварпа тивĕçтермелле, укçа-тенкĕ куçармалла, посылка-бандероль ямалла, тĕрлĕ пулăшусемшĕн тỹлевсем илмелле тата ытти те. Вĕсене пурнăçланă май, почта çыхăнăвĕ паракан пулăшусен пахалăхĕ мĕнле шайра? Çак тĕллевпе "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ Федерацин почта службин Чăваш Республикинчи управленийĕн пуçарăвĕпе кăçалхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче 13 сехетрен пуçласа 16 сехетчен "тỹрĕ лини" йĕркелет. Унта районта пурăнакансем почта çыхăнăвĕн уйрăмĕсем халăха паракан пулăшусен пахалăхĕ çинчен 2-51-81 телефонпа ыйтса пĕлме, тулли хуравсем илме пултараççĕ. Çавăн пекех эсир хăвăра кăсăклантаракан ыйтусене yal-pressa@cbx.ru электронлă почтăпа е Елчĕк ялĕ, Первомайски урамĕ, 16-мĕш çурт адреспа ярса пама пултаратăр. Вĕсенче "Тỹрĕ лини" темипе çыхăннă ыйту" паллă кирлĕ. Хуравсене "Елчĕк ен" хаçатра пичетлеме палăртнă. "Елчĕк ен" хаçат редакцийĕ.