00:00 07 апреля 2012 г.
2012 çулхи ака уйăхĕн 1-30 мĕшĕсенче районта ĕç сыхлавĕн уйăхлăхĕ иртет. Ăна ака уйăхĕн 28-мĕшĕнчи пĕтĕм тĕнчери ĕç сыхлавĕн кунне халалланă. Уйăхлăхра тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Унта ĕç сыхлавĕн специалисчĕсемпе канашлу-семинар, ĕç сыхлавĕ енĕпе координаци канашĕн анлă ларăвне ирттерме палăртнă. Çак вăхăтра предприятисемпе организацисенче "Ĕç сыхлавĕн кунне" те йĕркелеççĕ, "Ĕç сыхлавĕн чи лайăх специалисчĕ" конкурсăн итогĕсене пĕтĕмлетеççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсенче техника хатĕрĕсен юсавлăхне тĕрĕслесси малалла пырать, ĕç вырăнĕсенче хăрушсăрлăх техникин йĕркисене пăхăнни, вĕсене аттестацилесси çине те ытларах тимлĕх уйăрĕç. Чылай хуçалăхсенче, предприятисемпе организацисенче ĕç сыхлавĕн кĕтесĕсемпе стенчĕсене йĕркеленĕ. Вĕсене çĕнетесси пирки те шухăшламалла, укçа-тенкĕ уйăрмалла. Районта çак тĕллевсене пурнăçлама, ĕç хăрушсăрлăхне ỹстерме ятарлă мероприятисен планне хатĕрленĕ, яваплă çынсене палăртнă. Ăна пурнăçлакансен ĕç-хĕлне район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый йĕркелесе пырать.