Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хаçат вăйĕ санра, вулакан!

00:00 13 января 2012 г.

Кăçал район хаçачĕн пысăк юбилей _ çурла уйăхĕн 5-мĕшĕнче сакăр теçетке çула хыçа хăварать вăл. Çавăнпа та хамăр вулаканăмăрсене кулленхи интереслĕ хыпарсемпе, пуян содержаниллĕ статьясемпе савăнтарас тесе çанна тата та хытăрах тавăрса ĕçлес тесе ăнтăлса час-часах ялсене тухса çỹретпĕр, вулаканăмăрсемпе тăтăшах тĕл пулатпăр. Паллах, хаçат корресподенчĕсем темле маттур пулсан та тăруках кашни яла çитсе килеймеççĕ. Çавна май пире общество корреспонденчĕсем пысăк пулăшу кỹреççĕ. Вĕсем ярса паракан вырăнти хыпарсем кашни номертех пичетленеççĕ. Иртнĕ çул хаçат редакцине 775 çыру килнĕ. Тĕрлĕ тема хускатать вулакан. Вырăнти лару-тăрупа тăтăшах паллаштаракан хастар авторсене ятран-хушаматран палăртса тав тăвас килет. Акă, район хаçатĕнчен вунă çул аслăрах аслă юлташăмăр, ĕçтешĕмĕр Петр Печков (Аслă Елчĕк) паянхи кун та алла авторучка тытнинчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕн. Калем ăстиех çав Петр Алексеевич, унăн çырăвне илсен чунра ăшăлăх хуçаланать. 90 çулхи ĕçпе вăрçă ветеранĕ шурă хута хуратса çырнинчен ырри мĕн пултăр! Сумлă автор ырă та сывă пулнине, пушă вăхăт тупăнсанах юратнă, хăй вăхăтĕнче чылай çул хаçатра тар тăкнине аса илни çинчен калать-çке вăл. Сывлăхĕ пултăр пирĕн харсăр ялкорăн. Хаçатăн тепĕр чи çывăх тусĕ çинчен чарăнса тăрас килет. Ĕмĕрне журналистикăра ĕçлесе ирттернĕ тепĕр аслă юлташăмăртан - Анатолий Тимофеевран (Елчĕк) пирĕн вĕренмелли нумай. Çичĕ теçетке çула хыçа хăварнă пулсан та Анатолий Артемьевич паян та компьютер умĕнчен каймасть, ĕлĕкхилле авторучкăпа та çырмасть пурнăçран пĕр утăм та кая юлман пичет ветеранĕ, тăтăшах хаçата материал хыççăн материал сĕнет. Статйисем тата мĕнлерех! Тепĕр чухне куççульне тытса чарма çук вĕт. Е тата Шупашкарта пурăнакан сумлă ентешĕмĕре, чыс-хисепе тивĕçнĕ Борис Борлена епле ăшшăн аса илмĕн. Унăн хайлавĕсемпе сăввисене кашни вулакан чăтăмсăррăн кĕтет. Чăннипех те пирĕн авторсен ят-сумĕ пысăк. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Илья Левый юлашки вăхăтра хаçата интереслĕ те витĕмлĕ статьясемпе савăнтарать. Ĕç ветеранĕ ĕçкĕн киревсĕр енĕсене те хускатать, сумлă ял çыннисен пурнăçне сăнлать, обществăри çитменлĕхсене тишкерет... Пĕлтĕр Петр Сидоровăн (Шупашкар), Геннадий Кузнецовăн (Йĕпреç) тарăн содержаниллĕ материалсем сахал мар пичетленчĕç. Сăвă-калавсем çырма вара Александр Сорокин (Елчĕк), Валери Питрав (Шупашкар) ăста пулнине пытараймăн. Вĕсен пултарулăхне вулакансем пысăка хурса хаклани сисĕнет. Ольга Миронова (Таяпа Энтри), Светлана Баринова (Кушкă), Венера Кассирова (Аслă Елчĕк), Васса Краснова (Чăваш Тăрăм), Зоя Степанова (Çуткỹл) учитель-пенсионерсем вĕренĕвĕн, çемьен, ял хуçалăхĕн çивĕч ыйтăвĕсене хускатаççĕ. Хаçатпа чылай çул çыхăну тытакан Валентина Вастулова (Аслă Елчĕк), Елена Игнатьева (Тỹскел), Нина Левая, Елизавета Баринова (Çирĕклĕ Шăхаль), Антонина Михеева, Людмила Маркова, Галина Веникова, Эльвира Артемьева (Энтепе), Николай Малышкин, Анатолий Молоствов, Виктор Демьянов, Людмила Зайцева (Елчĕк), Елена Никифорова (Çуткỹл), Лидия Егорова (Çĕнĕ Пăва), Владислав Пинер (Кỹлпуç), Вячеслав Захаров (Анатри Тимеш), Кругловсем (Курнавăш), Людмила Енедерова (Тăрăм), Николай Вершков, Тамара Захарова, Галина Енейкина (Патреккел), Татьяна Михайлова (Ĕнел), Олег Марков (Тĕмер), Зинаида Михеева (Хăвăлçырма), Николай Кудрявцев (Аслă Пăла Тимеш), Владимир Московский (Акчел), Николай Александров (Çĕнĕ Аркаланкасси) иртнĕ çул та пирĕнпе çыхăнăва татмарĕç. Вулакансем калав-повеçсене те ăшшăн йышăнаççĕ. Номертен-номере пичетленекен калавсене чăтăмсăррăн кĕтнине çырупа та, шăнкăравласа та пĕлтереççĕ. Пĕлтĕр "Елчĕк енре" Иван Медведев, Арсений Тарасов, Геннадий Максимов паллă çыравçăсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарма кăмăл турĕç. Пирĕн йышра çамрăксемпе шкул ачисем те сахал мар. Марина Кумячева (Анатри Тимеш), Татьяна Щукина (Энтепе) студентсем пулсан та сăвă-хайлав çырма çул уçса панă тăван район хаçатне манмаççĕ, çĕнĕ ĕçĕсемпе савăнтараççĕ. Елчĕк, Энтепе, Хăвăлçырма, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕсенче вĕренекенсем те заметкăсем çырма ăста. Хăшĕсем класĕпех алла авторучка тытма е электронлă адреспа çыру çырма ỹркенмеççĕ. Ыран калем ăстисен пысăк уявĕ. Чăваш пичечĕн кунĕ ячĕпе хамăрăн кашни вулакана, вĕсем пирĕн çулран-çул йышланса пыраççĕ, кашни шанчăклă ялкора, пичет ĕçĕнче тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă мĕн пур тус-юлташа чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç, ăнăçу сунатпăр. 80 çул тултаракан тусăрпа малалла та пĕрле утасса, çирĕп çыхăну тытасса шанатпăр. Кăçал Раççей историйĕн çулталăкĕ. Район та юбилейсемпе пуян çак çул. Елчĕк районĕ йĕркеленсе кайнăранпа 85 çул, район хаçачĕ тухма тытăннăранпа 80 çул çитет. Ытти паллă датăсем те сахал мар. Апла пулсан ялти корреспондентсен çырмалли, аса илмелли, историпе кăсăкланмалли тупăнатех. Çырăр пирĕн пата, кĕрсе тухăр, шăнкăравлăр. Хаçат вăйĕ вăл санра, вулакан. В.КИРИЛЛОВА, çырусен пайĕн корреспонденчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика