Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » "Елчĕк ен" паттăрсене ăмăртăва чĕнчĕ

00:00 03 ноября 2011 г.

"Елчĕк ен" паттăрсене ăмăртăва чĕнчĕ

03.11.2011
"Елчек ен"
А.НИКОЛАЕВ.
Присоединенное изображение

 Шăмат кун Елчĕкри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче кире пуканĕ йăтассипе "Елчĕк ен" хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн 12-мĕш турнир иртрĕ. Пирĕн районта кире пуканĕн спорчĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчех аталанма тытăннă. 1954 çулта Елчĕкре ку енĕпе пĕрремĕш спорт ăмăртăвĕсем йĕркеленнĕ. Çак çултан пуçласа паянхи кунчченех çулсерен çитĕннисем, çамрăксем хушшинче район чемпионачĕ, тĕрлĕ турнир иртет. Вĕсенчен пĕри _ район хаçачĕн парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ турнир. Вăл çитĕннисене те, çамрăксене те, спорт ветеранĕсене те пуçтарать. Кăçалхи турнира районти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче вĕренекенсем, çитĕннисем, спорт ветеранĕсем пурĕ 82 çын хутшăнчĕç. Кире пуканĕ спортне юратакансене ăмăрту пуçланас умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Левый, "Елчĕк ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Алексеев, Чăваш Республикинчи кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн председателĕ Ю.Карпов, федерацин яваплă секретарĕ, спорт журналисчĕ П.Сидоров саламларĕç, ăмăртура çитĕнỹсем сунчĕç. Хĕрсем хушшинчи ăмăрту виçĕ ỹсĕмре иртрĕ. Вĕсем 16 тата 12 кг кире пуканĕсене сулласа йăтрĕç. 1994-1995 çулсенче çуралнă хĕрсем хушшинче 53 кг çитичченхи виçере Энтепе шкулĕнче вĕренекен М.Сергеева çĕнтерчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче А.Лаврова тата А.Орлова (Елчĕк шкулĕ). 58 кг çитичченхи виçере Курнавăш шкулĕнчи Н.Авксентьева палăрчĕ. 58 кг йывăртарах виçере М.Никитина (Елчĕк) мала тухрĕ. Иккĕмĕш вырăнта _ И.Иванова (Курнавăш). 1996 çулта çуралнă тата унран кĕçĕнрех хĕрсен ушкăнĕнче ăмăрту çивĕч иртрĕ. 53 кг çитичченхи виçери 9 хĕр ача хушшинче чи лайăх кăтарту Энтепе шкулĕн командинчи Е.Егорован. Вăл 12 кг кире пуканне сулахай алăпа 70, сылтăммипе 49 хут сулласа йăтса турнир çĕнтерỹçи пулса тăчĕ. Хăвăлçырма шкулĕнче пĕлỹ пухакан А.Волкован кăтартăвĕ _ 96 очко, Т.Порфирьеван (Курнавăш) _ 72 очко. 53 кг йывăртарах виçере çĕнтернĕ Л.Михеева (Энтепе) сулахай тата сылтăм алăсемпе пурĕ 128 хутчен сулласа йăтма пултарчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене К.Шаурбина тата М.Веселина (Курнавăш) пайларĕç. 1993 çулта çуралнă тата унтан аслăрах хĕрсен ушкăнĕнче В.Николаева, иртнĕ çулхи çĕнтерỹçĕ, 129 очко пуçтарма пултарчĕ. Елчĕк шкулĕнче вĕренекен унăн тантăшĕн Е.Еремееван кăтартăвĕ _ 122 очко. 1994-1995 çулсенче çуралнă каччăсем 24 кг кире пуканне сулласа йăтрĕç, кăкăр çинчен тĕртрĕç. Хăйсен виçисенче çак атлетсем çĕнтерчĕç тата призерсен йышне кĕчĕç: 58 кг. 1. Д.Веков (Курнавăш). 63 кг. 1. Н.Николаев. 2. Д.Соловьев. 3. П.Смирнов (Курнавăш). 68 кг. 1. В.Семенов (Елчĕк). 73 кг. 1. И.Федоров. 2. А.Ласточкин. 3. П.Нягин (Елчĕк). 78 кг. 1. И.Кириллов. 2. И.Плешков (Елчĕк). 85 кг. 1. А.Федоров. 2. В.Иванов (Курнавăш). 85 кг йывăртарах. 1. А.Марков (Энтепе). 2. К.Каринкин (Елчĕк). 3. Н.Круглов (Курнавăш). 1996 çулта çуралнă тата çамрăкрах арçын ачасен ушкăнĕнчи виçесенче те турнир çĕнтерỹçисен ячĕсене çĕнсе илессишĕн çивĕч кĕрешỹ пычĕ. 53 кг виçере Энтепе шкулĕнчи Э.Миронов Курнавăш шкулĕнчен килнĕ А.Соловьевран пĕр очко ытларах пуçтарчĕ, çапла майпа "Елчĕк ен" хаçат турнирĕн çĕнтерỹçи пулса тăчĕ. Виççĕмĕш вырăнта _ Е.Савельев (Энтепе). Ку виçере 8 атлет кĕрешрĕ. 58 кг виçере те помост çине 6 атлет тухрĕ. Анчах Елчĕк шкулĕнче вĕренекен А.Кожевниковпа тан кĕрешекен тупăнмарĕ. Вăл 16 кг икĕ кире пуканне кăкăр çинчен 18 хутчен тĕртрĕ, сулахай тата сылтăм алăсемпе 117 хут сулласа йăтрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене К.Васильев, А.Мясников (Курнавăш) йышăнчĕç. 63 кг виçере Курнавăшсем палăрчĕç: И.Юхмин тата А.Егоров. Виççĕмĕш вырăнта _ С.Голубев (Тăрăм). 68 кг çитичченхи тата унтан йывăртарах виçесенче В.Чернов (Таяпа Энтри) тата С.Титов (Елчĕк) çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш вырăнта _ А.Журавлев (Елчĕк). Шел пулин те, помост çине тухнă арçынсем йышĕпе çамрăксенчен сахалтарах пулчĕç. Хăйсен виçисенче Д.Курчин, И.Кривов (Курнавăш), А.Павлов, А.Николаев (Елчĕк) çĕнтерчĕç. Çак кун ветерансем те помост çине тухрĕç. 60 çула çитичченхи спорт ветеранĕсен ушкăнĕнче Ĕнел ялĕнче пурăнакан А.Анисимов кире пуканне сулахай тата сылтăм алăсемпе чи нумай сулласа йăтрĕ. Иккĕмĕш вырăнта _ Энтепери шкул директорĕ В.Марков. 60 çултан иртнĕ спорт ветеранĕсенчен Н.Яковлев та (Тăрăм) кире пуканне вылянтарчĕ çеç. Кире пуканне илемлĕ йăтакан икĕ спортсмена та палăртрĕç. Çак ята И.Кулькова (Тăрăм) тата Д.Чернов (Елчĕк) тивĕçрĕç. Командăсен тупăшăвĕнче вăтам шкулсен ушкăнĕнче Елчĕк шкулĕнче вĕренекенсем пĕрремĕш, Курнавăшсем иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Физкультура коллективĕсен ушкăнĕнче те вĕсем çак йĕркепех вырнаçрĕç. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсен ушкăнĕнче Энтепесем çĕнтерчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ Таяпа Энтри тата Тăрăм шкулĕсенче вĕренекенсем. Уйрăм виçесенче çĕнтернĕ йывăр атлетсене 2012 çулхи пĕрремĕш çур çулшăн "Елчĕк ен" хаçата тỹлевсĕр çырăнтарса параççĕ. Ăмăрту вĕçленсен Чăваш ял хуçалăх академийĕн аслă преподавателĕ, кире пуканĕ йăтассипе Европа чемпионĕ, спорт ветеранĕсем хушшинче тĕнче чемпионĕ Б.Глинкин çамрăк спортсменсемпе мастер-класс ирттерчĕ. 

Сăн ỹкерчĕксенче: турнир участникĕсем;

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика