00:00 01 марта 2011 г.
"Елчĕк ен" хаçат редакцийĕн коллективĕ календарь çинчи паллă уявсене хаваслă ирттерме тăрăшать. Тăван çĕр-шыва хỹтĕлекенсен кунĕнче арçынсем "Айтăр-ха, каччăсем" конкурсра вăй виçрĕç. Коллективри Н.Алексеев, А.Карлин, И.Митрофанов, Г.Вастулов тĕрлĕ конкурссенче палăрчĕç. Хальхи вăхăтра хĕрсем тăрăшсах "Айтăр-ха, хĕрсем" конкурса хатĕрленеççĕ.
Уява пуш уйăхĕн 5-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.