00:00 02 декабря 2010 г.
Сисĕнмесĕрех 2010 çулăн вун пĕр уйăхĕ иртсе кайрĕ. Çак тапхăрта "Елчĕк ен" хаçат редакцине ялти корреспондентсенчен 769 çыру килчĕ. Чи активлă ялкорсем - пирĕн тахçанхи туссем. Вĕсем хăйсен тăрăхĕнчи, ĕçĕнчи çĕнĕ хыпарсене пĕлтерсех тăраççĕ. В.Вастулова, В.Кассирова (Аслă Елчĕк), О.Миронова (Таяпа Энтри), В.Сазонов (Кулпуç), Н.Кудрявцев (Аслă Пăла Тимеш), С.Баринова (Кушкă), В.Московский (Акчел), А.Молоствов, Н.Малышкин (Елчĕк) тата ыттисем пирĕн тачă çыхăну тытаççĕ. Учитель çулталăкĕнче учительсемпе шкул ачисенчен çырусем сахал мар илни те савăнтарать.