1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Фашистла Германи Совет Союзĕ çине вăрă-хурахла килсе тапăннă. Пĕтĕм халăх çĕршыва хÿтĕлеме çĕкленнĕ. Пĕрремĕш кунранах хаçат содержанийĕ улшăннă. Вăл Хĕрлĕ Çар нимĕç захватчикĕсене хирĕç кĕрешнине, район çыннисем фронта пулăшнине, йывăр условисенче районти колхозсем, предприятисемпе организацисем мĕнле ĕçленине, хамăр ентешсен вăрçăри паттăрлăхне çутатма тытăннă.
Фашистсем пирĕн Тăван çĕршыва хирĕç вăрçă пуçланине пĕлсенех Елчĕк районĕнчи ялсенче митингсем пулса иртнĕ. Сăрьел ялĕнчи колхозниксен митингĕнче граждан вăрçинче хĕрлĕ партизан пулса çапăçнă, икĕ вăрçă участникĕ С.Гарифуллин хăй ирĕкĕпе фронта каясси çинчен пĕлтернĕ. Хаçат утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Елчĕк пасарĕн территори-йĕнче 10 пин çынлă митинг пулса иртни çинчен хыпарлать, унта хутшăннă кашни ял представителĕсем «Пĕтĕмпех фронт валли, пĕтĕмпех çĕнтерÿ валли» лозунгпа ĕçлеме йышăннă.
Аттелĕхĕн Аслă вăрçин çулĕсенче Елчĕк районĕ фронта 8361 çын ăсатнă, вĕсенчен 3795 çын каялла таврăнайман. Хаçатра ĕçленĕ журналистсем полиграфистсем те вăрçă вучĕ витĕр тухнă. Елчĕк район хаçатне йĕркелесе яракан журналистсенчен пĕри Ксенофонт Антонович Воробьев Александр шăллĕпе вăрçăн малтанхи кунĕсенчех хăйсен ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. 1942 çулхи чÿк уйăхĕнче Мускав патĕнче пынă хаяр çапăçусенчен пĕринче К.Воробьев йывăр аманнă. Вăрçă инвалидне Çĕнĕ Эйпеç ялĕнчи колхоз председателĕ пулма суйланă, ун хыççăн хаçатăн ответлă секретарĕнче вăй хунă.
Шупашкарти «Çамрăк большевик» хаçат редакторĕ Павел Семенович Щипцов та çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче тепĕр хут салтак шинелĕ тăхăнать, Подольскри çар училищинче вĕренет. Фашистсем Мускав патне çывхарсан курсантсем тĕп хулана хÿтĕлекенсен ретне тăраççĕ. Пĕр çапăçура журналист йывăр аманать. Вăрçа батальон штабĕн начальникĕн должноçĕнче вĕçлет.
1939 çулта хаçатăн ответлă секретарĕ пулса ĕçленĕ Василий Александрович Наумов (Наган Ваçлейĕ) 1941-1943 çулсенче Аттелĕхĕн Аслă вăрçин фрончĕсенче малти линире çапăçнă, йывăр аманнă. Паттăрлăхшăн ăна III степень Мухтав орденĕпе наградăланă.
«Колхоз ялавне» 1933-1934 çулсенче ертсе пынă ответлă редактор Павел Данилович Данилов Тăван çĕршыва хÿтĕлеме 1942 çулхи пуш уйăхĕнче тухса кайнă. Дон, Брянск, I тата II Прибалтика, I Белорусси, I Инçет Хĕвелтухăç фрончĕсенче нимĕç захватчикĕсене, яппун самурайĕсене хирĕç тупă расчечĕн командирĕ пулса çапăçнă. Икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, 5 медаль илме тивĕç пулнă. П.Д.Данилов фронтра та район хаçатне çырса тăнă. 1942 çулхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче тухнă «Колхоз ялавĕнче» унăн «Пĕр ял патĕнчи çапăçу» статйи пичетленсе тухнă. Автор унта хăй хутшăннă çапăçу çинчен çырса кăтартнă.
Филипп Матвеевич Майков ответлă редактора вăрçа каймалла мар бронь панă. Хăйне фронта яма темиçе хутчен те ыйтнă вăл. Юлашкинчен унăн ыйтăвне тивĕçтернĕ. 1941 çулхи юпа уйăхĕн 26-мĕшĕчченех, фронта тухса кайичченех, хаçата редакциленĕ çĕршыв патриочĕ. Миномет батарейин политрукĕ Мускава хÿтĕленĕ, Малоярославец хулине ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенче аманнă. Сывалнă хыççăн стрелковый батальон замполичĕ Сталинграда тата Ленинграда хÿтĕлеме хутшăннă. Нева çинчи хулана хÿтĕленĕ чухне йывăр аманнă. Вăрçа вăл Хĕрлĕ Ялавлă Полоцки 67-мĕш гварди дивизийĕн йышĕнче миномет батарейин командирĕ пулса вĕçленĕ. Ăна Тăван çĕршыв вăрçин I степень орденĕпе, медальсемпе наградăланă.
Ф.М.Майков Тăван çĕршыва юратнине, унăн чун хавалĕ иксĕлми пулнине вăл ВКП (б) Елчĕк райкомĕн секретарĕ С.В.Макаров патне янă çыруран аван курăнать: «Большевикла салам, Степан Васильевич! Июнĕн 12-мĕшĕнчен эпир каллех фронтра, каллех фашизма хирĕç паттăррăн кĕрешетпĕр. Пире, гвардеецсене, Тăван çĕршыв чи ответлă вырăна, ăçта ытларах хăрушлăх - унта ярать. Эпĕ халĕ Харьков направлени-йĕнче. Кунта ирсĕр тăшманпа калама çук хаяр çапăçусем пыраççĕ. Тăшман пире хирĕç 10 пехота, 5-6 танк дивизийĕсене ярса мĕнле те пулин çĕнтерÿ тăвасшăн. Вăл кăнтăр енчен наступлени пуçласа Атăл патне тапаланасшăн. Кавказа илесшĕн, Баку нефчĕшĕн çунать.
- Выçă кашкăр, ме, тыт, хып, нефть вырăнне тăхлан пуля!
Юнлă çапăçусенче пултăмăр. Пирĕн полк пĕр çапăçура тăшманăн 37 танкне (150 танкран), 2 пин ытла салтакне тураса тăкрĕ. Ку çапăçура эпĕ те 17 бандита леш тĕнчене ăсатрăм.
Хаяр кĕрешÿсенче хамăн чылай юлташсене çухатрăм. Вилĕмпе хăюллăн кĕрешсе калама çук хĕн условисенчен чĕрĕ тухрăм. Çăмăл амантăм. Нимех те мар, çапăçма чармасть.
Хаяр тытăçусем малалла. Тăшман çĕнтерÿ тăвас тесе пĕтĕм вăйне хурать, анчах пысăк çухату тÿсет. Пĕр кун хушшинче вăл Харьков направленийĕнче 180 танк çухатрĕ.
Иккĕмĕш фронт уçăлассине хытă кĕтетпĕр. Тен, эсир çак çырăва илнĕ çĕре вăл уçăлĕ те. Вара тинех фашистсен хăйсем пыйтлă йĕмĕсене çĕклесе Украина çĕрĕ çинчен шакалсем пек тарма тивет. Вăл вăхăт инçе мар.
Степан Васильевич! Хăвăр пĕлетĕр, питĕ пурăнас килет, вĕçĕмсĕр пурăнас килет, Тăван çĕршывшăн, халăхшăн пĕтĕм вăя хурса ĕçлес килет. Кам пĕлет, тен, Тăван çĕршывшăн, халăхшăн пыракан хаяр çапăçура вилме тивет. Анчах пуриншĕн те çакă паллă: эпир вилес-мĕн пулсан, пире Тăван çĕршыв, халăх манас çук. Эпир вара тĕрĕслĕхшĕн, халăх ĕçĕшĕн кĕрешсе вилетпĕр. Паллах, вилме ухмах та пĕлет. Пирĕн тĕллев - сывă пулса тăшмана çапса аркатасси.
Кунта тырăсем вăйлă. Çумăр час-часах çăвать.
Юрать, Степан Васильевич, хальлĕхе сывă юлатăп, тен, ыран çапăçăва кĕрĕпĕр, чĕррĕн тухма та тивмĕ.
Редакцире, райкомра ĕçлекенсене пурне те манран хĕрÿллĕ салам кала. Вăхăт пулсан, çыру çырăр, ытларах район хыпарĕсем çинчен.
Салампа сирĕн çывăх юлташăр Майков. 1942 çул, июнĕн 30-мĕшĕ».
Вăрçă паттăрĕ демобилизаци йĕркипе района 1946 çулхи çу вĕçĕнче таврăнать. Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче ăна «Колхоз ялавĕ» хаçатăн ответлă секретарьне çирĕплетеççĕ. 1947 çулхи ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче ВКП (б) Елчĕк райкомĕн секретарьне суйлаççĕ. Сурансене пула 1951 çулта пурнăçран уйрăлса каять. Ун чухне вăл 35 çулта çеç пулнă.
1934-1938 çулсенче ответлă редакторта ĕçленĕ Петр Осипович Осипов та фронта 1941 çулта кайнă, Мускавран Берлина çитнĕ. Полкри политработник пулнăскер, салтаксене сăмахпа та, паттăрлăхпа та хавхалантарса пынă, орденсемпе медальсене тивĕçнĕ.
Мирлĕ ĕçе пуçăнсан хаçат редакцине ĕçлеме килекенсем хушшинче ĕнерхи фронтовиксем сахалăн мар. Хаçатăн 1947-1948 çулĕсенчи ответлă редакторĕ Николай Филиппович Филиппов 1940 çулта финн вăрçине хутшăннă, 1942-1944 çулсенче нимĕç захватчикĕсене хирĕç çапăçнă. Фронтран аманса таврăнсан «Красная Чувашия» хаçатăн пай ертÿçи, Красноармейски район хаçачĕн ответлă редакторĕ пулнă.
1941-1944 çулсенче хаçатра литсотрудник, ответлă секретарь, 1949-1950 çулсенче ответлă редактор, каярахпа редактор çумĕ пулса ĕçленĕ Иван Трифонович Петров (Кивĕ Эйпеç) фронта вăрçăн пĕрремĕш çулĕнчех кайнă, йывăр аманнă. Çапăçури паттăрлăхшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Аслă Пăла Тимеш ял Совет председателĕнче, парти райкомĕнче ĕçленĕ. Сăпайлăхпа, тăрăшулăхпа палăрнă. 1966 çулта И.Т.Петрова «Хисеп палли» орденпе чысланă.
Хаçатăн пулас редакторĕ Петр Михайлович Михайлов (Хĕрлĕ Çыр) фронта 17 çул тултарсан тухса кайнă. 1943-1945 çулсенче I, IV Украина фрончĕсенче радист пулнă. Çапăçусем вăхăтĕнче 106-мĕш стрелковый корпусри 959-мĕш çыхăну батальонĕн аслă радистне чаçсемпе подразделенисем хушшинче çыхăнăва пĕр кăлтăксăр йĕркелесе тăнăшăн «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», ытти медальсемпе наградăланă.
Михаил Павлович Челяков редактор Совет Çарĕн ретĕнче 1943-1950 çулсенче тăнă. Инçет Хĕвелтухăç фронтĕнче яппун самурайĕсене хирĕç пынă вăрçа хутшăннă, виçĕ медаль илме тивĕç пулнă.
Патреккелте çуралса ÿснĕ Николай Сергеевич Доброхотов (1956-1958 çулсенче район хаçатне редакциленĕ) тăватă çула яхăн вăрçăра çапăçнă. Кăнтăр-Хĕвеланăç, Сталинград, II Украина фрончĕсенче паттăрлăх кăтартнăшăн Тăван çĕршыв вăрçин I степень, III Мухтав орденĕсем, «Паттăрлăхшăн», «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн» медальсем илме тивĕç пулнă.
Хаçатпа шкулта вĕреннĕ вăхăтра çыхăну тытма пуçланă, 1957-1962 çулсенчи унăн ответлă секретарĕ Петр Алексеевич Печков Совет Çарĕнче 1940-1945 çулсенче службăра тăнă, вăрçа хутшăннă. 1943 çулта Орелпа Курск пĕкки патĕнчи çапăçусем пуçланас умĕн ăна, пысăк квалификациллĕ радиста, икĕ çыхăну ротинчи радистсене вĕрентсе хатĕрлеме шаннă. Задание ăнăçлă пурнăçланăшăн фронт командующийĕ К.Рокоссовский генерал алă пуснă Хисеп грамотипе чысланă.
Вăрçă умĕн тата ун хыççăн хаçатпа активлă çыхăну тытнă Аркадий Васильевич Богданов, Михаил Федорович Ефремов, Леонид Алексеевич Иголкин (Кивĕ Арланкасси), Пантелеймон Ананьевич Казаков (Кивĕ Эйпеç), Иван Димитриевич Мижеров, Александр Алексеевич Дмитриев, Владимир Тимофеевич Димитриев, Петр Васильевич Сидоров (Лаш Таяпа), Василий Иванович Иванов (Кĕçĕн Таяпа), Олимпий Алексеевич Сазонов (Кÿлпуç), Ефим Михайлович Молоствов (Аслă Елчĕк), Семен Кириллович Кириллов (Вырăскасси), Мария Васильевна Ястребова, Николай Ефимович Московский (Акчел), Петр Кондратьевич Комиссаров (Яманчÿрел), Борис Романович Романов (Таяпа Энтри), Георгий Ксенофонтович Данилов (Кипеç), Петр Владимирович Владимиров (Вăрăмхăва), Василий Иванович Купцов (Тип Тимеш) тата ыттисем Аттелĕхĕн Аслă вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă.
Вăрçă çулĕсенче хаçат кашни номерте Совинформбюро пĕлтерĕвĕсене, «Фронтран килнĕ çырусем» рубрикăпа материалсем пичетленĕ. Акă, 1942 çулхи çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче тухнă номере Н-ски мотострелоксен батальо-нĕн çар комиссарĕ фронтран янă статьяна вырнаçтарнă. Унта Аслă Таяпара çуралса ÿснĕ В.М.Немцев паттăрлăхĕ çинчен çырса кăтартнă. Пирĕн ентеш, рота политрукĕ наступлени вăхăтĕнче боецсене хăйпе пĕрле атакăна çĕкленĕ, тăшман позицине чи малтан вăркăнса кĕнĕ. Çак çапăçура В.Немцев пĕччен 10 гитлеровеца тĕп тунă. Командовани ăна «Паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă. Вăрçă хыççăн В.М.Немцев парти райкомĕн иккĕмĕш секретарĕнче, колхоз председателĕнче ĕçленĕ.
Тепĕр номертех хаçат «Вилĕмсĕр паттăрлăх» статья пичетленĕ. Ăна малти линирен çар журналисчĕ Т.Майоров ярса панă. Унта Кĕçĕн Патреккелте çуралса ÿснĕ, вăрçăччен учительте ĕçленĕ В.И.Арбузов пулеметчик паттăрлăхĕ çинчен çырса кăтартнă. Вăл ертсе пынă пулемет расчечĕ фашистсен йышлă ушкăнне малалла куçма паман. Çапăçу темиçе сехете пынă. Расчетран командир пĕччен юлнă. Йывăр аманнăскер, вăл позицирен кайман, пулемет умĕнчех вилнĕ. Анчах тăшман та малалла иртеймен.
Хаçатăн вăрçă çулĕсенче тухнă номерĕсене тишкернĕ май, вĕсенче фронтовиксем ял çыннисем патне янă çырусене час-часах тĕл пулма тивет. 1943 çулхи нарăс уйăхĕн 14-мĕшĕнче пичетленнĕ номерте çар училищин курсанчĕ Василий Дмитриевич Дмитриев ентешĕсем - М.Горький ячĕллĕ колхоз ĕçченĕсем патне янă çыру кун çути курнă. Унта вăл çар курсанчĕсем хăйсене уйăхсерен тÿлекен укçана Оборона фондне хывни, хăй 350 тенкĕ пани çинчен хыпарлать, ентешĕсене тата лайăхрах ĕçлеме, пĕтĕм вăйпа фронта пулăшма сĕнет. Училищĕрен вĕренсе тухсан В.Дмитриев офицер фашистсене хирĕç паттăр çапăçнă, çар наградисене тивĕçнĕ. Çартан демобилизаци йĕркипе таврăнсан Василий Дмитриевич Хусанти юридика институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. КПСС Чăваш обкомĕнче, шалти ĕçсен органĕсенче ĕçленĕ, милицин Шупашкарти ятарлă вăтам шкулне ертсе пынă. Пенсие тухсан милици полковникĕ В.Д.Дмитриев «Наедине с собой» ятлă пысăк кĕнеке пичетлесе кăларнă, темиçе повесть çырнă.
1942 çулхи çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче «Колхоз ялавĕ» хаçатра «Ывăнма пĕлмесĕр ĕçлĕр, тантăшсем» статья пичетленнĕ. Ăна Елчĕк районĕнчен Хĕрлĕ Çара кайнă комсомолкăсем М.Тихонова, О.Шашкова, Р.Константинова, Д.Петрова, М.Дементьева, А.Павлова, Т.Новикова, Н.Смирнова, А.Козлова çырнă. Унта вĕсем хĕр-тантăшĕсене колхоз уй-хирĕсенче çур акине активлă хутшăнса ĕçлеме, фронта кайнă арçынсем вырăнне тăма, фронт валли ытларах тыр-пул, аш-какай, пахча çимĕç хатĕрлесе пама, çар ĕçне вĕренме чĕнсе каланă.
«Колхоз ялавне» 1942-1946 çулсенче редакциленĕ Александр Федорович Чернов (Çирĕклĕ Шăхаль) каярахпа аса илнĕ тăрăх, Г.Алтынов, В.Кузьмина, А.Шелтуков, В.Иванов, И.Тенюшев ялкорсем вăрçă хирĕнчен те хаçата çырсах тăнă, вĕсен çырăвĕсем район хаçатĕнче пичетленнĕ.
Пурнăçран уйрăлса кайнă Василий Иванов (Кĕçĕн Таяпа), Петр Сидоров (Лаш Таяпа), халĕ Кивĕ Арланкассинче пурăнакан Аркадий Богданов мирлĕ вăхăтра çарта тăнă тата вăрçă çулĕсенче ялтан ярса паракан район хаçатне чăтăмсăррăн кĕтни çинчен аса илсе каласа панине пĕрре çеç мар илтнĕ эпир, паянхи хаçатçăсем.
Тăватă çул хаçат номертен-номере районти ĕç çыннисен хастар ĕçĕ, вĕсем фронта пулăшни, апат-çимĕç, техника, лашасем, ăшă тумтир, укçа-тенкĕ парса пулăшни çинчен çырнă.
1942 çулхи юпа уйăхĕнче Елчĕкри машинăпа трактор станцийĕнче ĕçлекенсем республикăри МТСсенчи механизаторсене, рабочисемпе служащисене «Тракторист Чувашии» танк колонни йĕркелемешкĕн укçа-тенкĕ хывма чĕнсе каланă. Вăл республикăри, районсенчи хаçатсенче пичетленсе тухнă. Елчĕк МТСĕнче ĕçлекенсем хăйсем кăна 152 пин тенкĕ укçа пуçтарнă. Район хаçачĕ «Комсомолец Чувашии» çар самолечĕсен эскадрильи, «Боец всеобуча», «Колхозник Чувашии», «Народный учитель» танк колоннисем, «Комсомол Чувашии» бронепоезд тумашкăн укçа пуçтарни çинчен çырсах тăнă. 1943 çул пуçламăшĕ тĕлне Елчĕк районĕнче пурăнакансем танксен колоннисем тума çеç 1167700 тенкĕ укçа пуçтарнă. «Марс» колхоз председателĕ А.Гаязов хăй 50 пин тенкĕ хывнă. Çаксем çинчен район хаçачĕ кăрлач уйăхĕнче тухнă икĕ номерĕнче пĕлтернĕ. Нарăс уйăхĕн 18-мĕшĕнчи номерте вулакансене «Марс» колхоз членĕсем 300 пин тенкĕ тата 360 пăт тырă, А.Гаязов унчченхи 50 пин тенкĕ çумне тата 50 пин тенкĕ, 36 пăт тырă хушса Оборона фондне пани пирки пĕлтернĕ. Каярахпа çак укçа-тенкĕпе тата тырăпа вăл Чăваш АССРĕнче çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов летчик валли çар самолечĕ туяннă.
Тăхăнмалли ăшă япаласем, шăратнă çу, аш-какай, çăмарта, махорка, ытти япаласем пуçтарассине кашни колхозра, предприятипе организацире йĕркеленĕ. Çакăн çинчен «Колхоз ялавĕн» кашни номерĕнче çутатнă. Укçа-тенкĕ, япаласем пуçтарас ĕçе çитĕннисем çеç мар, ачасем те хутшăннă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Елчĕк районĕ çар валли 1567 мăшăр çăм атă, 675 кĕрĕк, 5676 сурăх тирĕ, 4 пин ытла ăшă чăлха, 56 пăт махорка, нумай алсиш, пит шăлли тата ытти япала хатĕрлесе панă.
Фашистсен пусмăрĕнчен хăтарнă облаçсенчи халăх хуçалăхне ура çине тăратма Елчĕксем 2800 лаша, 4080 ĕне, 8240 сысна, 10295 сурăх, 5 пин ытла хур, ял хуçалăх техники нумай ăсатнă.
Халăх хуçалăхĕн кашни отраслĕнче фронта кайнă арçынсене хĕрарăмсем, стариксем, çула çитмен çамрăксем улăштарнă. Сăмахран, Елчĕк МТСĕнчи 125 трактористран 75-шĕ хĕрарăмсемпе хĕрсем шутланнă. Вĕсем тыр-пул туса илнине, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнине, хатĕрлев пункчĕсене ял хуçалăх продукчĕсем леçнине, оборона сооруженийĕсем тунине, вăрман каснине хаçатра пичетленнĕ материалсем тăрăх пĕлме пулать.
«Колхоз ялавĕ» хаçат редакцийĕпе типографире ĕçлеме кадрсем, хут, сăрă, полиграфи оборудованийĕсем çитмен, анчах хаçатпа палăртнă кунсенче вулакансем паллашнă. Вăрçă çулĕсенче хаçата чылай вăхăт икĕ çын - ответлă редактор, ответлă секретарь кăларса тăнă. Ответлă редактор çумĕн, литсотрудник (1942 çулта) должноçĕсене чакарнă. Апла пулин те, ответлă редактора парти райкомĕпе райсовет ĕç тăвкомĕн йышăнăвĕпе час-часах ял хуçалăх ĕçĕсене тĕрĕслесе тăма уполномоченнăй туса янă. Унта вăл тепĕр чухне уйăха яхăн та пурăннă.
Ф.Майков вăрçа тухса кайсан ответлă редактор ĕçĕсене Питтĕпелĕнче çуралса ÿснĕ Иван Степанович Васильев туса пыма тытăннă. Çут тĕнчере 30 çул анчах пурăннăскер, пултаруллă журналист, ăста тăлмач, общество ĕçĕнче хастар пулнипе халăх асĕнче юлнă вăл. Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн Иван Степанович Лаш Таяпари вăтам шкулта учительте ĕçленĕ, Хĕрлĕ Çарта пулнă. Унтан чире пула килне яраççĕ. Çамрăклах сăвă-калав çырнă, хаçатсемпе тачă çыхăну тытнă çамрăка 1941 çулхи пуш уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Колхоз ялавне» литсотрудника илеççĕ, çурла уйă-хĕн 26-мĕшĕнче ответлă секретаре куçараççĕ. Чÿк уйăхĕнче хаçатăн ответлă редакторĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыма райсовет ĕçтăвкомĕн оргинструктор пайĕн заведующине Осип Васильевич Васильева çирĕплетеççĕ пулин те редакци ĕçне И.С.Васильевăн йĕркелесе пыма тивет. Унсăр пуçне вăлах ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн бюровĕн членĕ, çар комиссариачĕ çумĕнчи пĕтĕмĕшле çар вĕрентĕвĕн политрукĕ. 1944 çул пуçламăшĕнче ăна ВКП (б) Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕн Чарыковăн пулăшаканĕ пулма Шупашкара куçараççĕ. Тăватă çул ВКП (б) Чăваш обкомĕнче ĕçлет вăл. Канăçсăр ĕç унăн сывлăхне татах хавшатнă, 1948 çулта ĕçе пăрахма тивнĕ. Апла пулин те, Э.Казакевичăн «Çăлтăр» повеçне, Л.Толстойăн «Казаксем» повеçне чăвашла куçарса пичетлет.
ВКП (б) Елчĕк райкомĕн бюровĕн йышăнăвĕпе 1942 çулхи кăрлачăн 16-мĕшĕнче «Колхоз ялавĕ» хаçатăн ответлă редакторĕ пулма Александр Федорович Чернова (Çирĕклĕ Шăхаль) çирĕплетнĕ. Вăл çак ялта 1907 çулта çуралнă. Канашри партипе совет шкулĕнчен, 1939 çулта Шупашкарти коммунистсен аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Çав çулах хаçатăн ответлă редакторĕн çумĕнче ĕçлеме пуçланă, 1940-1941 çулсенче Аслă Таяпари тата Çирĕклĕ Шăхалĕнчи шкулсенче ачасене вĕрентнĕ. Александр Федорович хаçата чи йывăр çулсенче редакциленĕ. Партипе совет органĕсем вăрçă çулĕсенче редакци коллективĕ умне лартнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçласа пынă. 1946 çулта ăна Çирĕклĕ Шăхалĕнчи колхоз председательне ĕçлеме янă. Каярах, çак йĕркесен авторне каласа панă тăрăх, выçăллă-тутăллă пурăннă ял халăхне çÿлти органсем хушасса кĕтмесĕр çĕнĕ тухăçран тырă валеçсе панăшăн судпа айăпланă, тĕрмене хупнă.
1941-1947 çулсенче хаçатăн ответлă секретарĕнче Н.Ф.Соколов, И.С.Васильев, И.Т.Петров, М.Т.Егоров (Çĕнĕ Пăва), Н.А.Алексеев (Тĕмер) ĕçленĕ.
Вăрçă çулĕсенче типографинче ĕçсене йĕркелесе пыма Е.С.Колсанова аслă наборщицăна шаннă. Тÿрĕ кăмăлпа, вăрçă вăхăтĕнчи çирĕп йĕркене пăхăнса ĕçленĕ вăл. Çакăншăн ăна хаçатăн ответлă редакторĕн А.Ф.Черновăн приказĕпе темиçе хутчен те тав тунă, преми панă. Çак йывăр çулсенче наборщиксем тата печатниксем пулса Гордеев, М.Иванова, А.Карасев, П.Панкратов, А.Измайлова, П.Еремеев, А.Васильева, бухгалтерта К.Дрожкина (эвакуаципе Калинин облаçĕнчен килнĕ), Е.Шашкова (Тÿскел) вăй хунă.
Типографире ĕçлеме вăл вăхăтра питĕ йывăр пулнă. Унăн çуртне лайăх хутса ăшăтман, хаçата алă вĕççĕн пуçтарнă, пичет машинине алăпа çавăрса ĕçлеттернĕ. Час-часах хаçат кая юлса - тепĕр чухне 22-23 сехетсенче çеç çапăннă. Ирхине 8 сехетре ĕçе вăхăтра çитмелле пулнă. 5 е 10 минут кая юлсан явап тыттарнă. Çавăнпа техника работникĕсем маларахри çулсенчи пекех питĕ хăвăрт улшăнса тăнă.
1942 çулхи авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче Елчĕк типографине техслужащи пулса ĕçлеме кĕнĕ Çĕнĕ Эйпеç хĕрĕ Лидия Ивановна Трофимова (хĕр чухнехи хушамачĕ Воробьева). Тепĕр çулхине ăна наборщица вĕренекенне куçарнă. Çапла майпа 1943 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа 1975 çулччен, 32 çул типографире наборщица, аслă наборщица пулса ĕçленĕ. Шаннă ĕçе тивĕçлипе пурнăçласа пынă вăл. Хастар ĕçшĕн тав сăмахĕсене, хисеп хучĕсене тивĕçнĕ Лидия Ивановна. Хисеплĕ ветеран, Елчĕкри редакципе типографи урамĕнче пурăнаканскер, йывăр ĕçпе çыхăннă çулсене халĕ те хумханса аса илет.