Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аваллăх палăкĕсемпе паллашнă

23 августа 2017 г.

Аваллăх палăкĕсемпе паллашнă

Чăваш патшалăх ăслăлăх наукисен институчĕпе К.В.Иванов ячĕллĕ историпе культурологи тĕпчевĕсен фончĕн пĕрлехи йышăнăвĕпе ученăйсем республикăри историпе культурологи тата этнографи объекчĕсене çитсе курма тĕллев лартнă. Хальхинче вĕсен çумне республикăри тухтăрсен пĕлĕвне анлăлатакан институт ĕçченĕсем те хутшăннă. Чăвашсен сăвар-пăлхар несĕлĕсен çул-йĕрĕпе "ученăйсен десанчĕ" чи малтанах Аслă Таяпари X-XIV ĕмĕрсенчи палăк-хулашпа паллашрĕ.

Республикăри паллă ăсчахсене Чăваш патшалăх ăслăлăх наукисен институчĕн директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов ертсе пычĕ. Вăл авалхи сăвар-пăлхар халăхĕсен эткерлĕхне сыхласа упрас, аваллăх историне çитĕнекен ăру патне çитерес тĕллевпе йĕркеленĕ çул-çỹрев пирки чарăнса тăчĕ.

Хăнасене Аслă Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Василиса Сапожникова, культура ĕçченĕсем çăкăр-тăварпа, кăпăклă сăрапа кĕтсе илчĕç. 28 гектар çинче вырнаçнă хулашăн кĕске историйĕпе Владимир Алмантай ăсчах паллаштарчĕ.

- Хамăр халăхăн пĕрремĕш палăкĕ çак вырăн, - палăртрĕ Владимир Алмантай таврапĕлỹçĕ.

Çак хулаш пирки пĕрремĕш хут 1856 çулта С.Е.Мельников тĕпчевçĕ çырса кăтартнă. Пирĕн эрăчченхи икĕ пин çул каялла кунта сăварсен кану вырăнĕ пулнă. XIII ĕмĕрте хулаш йĕри-тавра тăпра купаласа çаврăннă, варрине Кремль ăсталаса хунă пулнă. Йĕри-тавра йывăç пурапа хỹтĕлев ăсталанă. Унăн территорийĕнче кирпĕчрен çурт туса хуни паллă. Вăл Чăваш Енре тупнă пĕрремĕш кирпĕч çурт пулни паллă. Археологсен тĕпчевĕсем çак вырăнта стенан, князь çурчĕн никĕсĕсем кирпĕчрен пулнине çирĕплетнĕ. Çавăн пекех керамика горнĕ, тимĕр изделисем - çăраççи пружини, çĕçĕсем, авса тунă пăтасем, хĕç-пăшал пайĕсем тата ыттисене те тупнă. Хулаш 1000 çул тултарнă май çак вырăнта архитектура комплексĕ туса лартнă.

Район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пай начальникĕ Антонина Александрова районта аваллăх палăкĕсене упраса тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланине каласа пачĕ. Акă, 2004, 2007 çулсенче хулаш территорийĕ-нче регионсем хушшинчи "Тискер уй-хир" фестиваль çỹллĕ шайра иртнĕ.

Аслă Таяпара çуралса ỹснĕ Елена Барская "Савнă ялăм, тăван ялăм" кĕнеке кăларнă. Автор унта хулаш пирки те çырса кăтартнă. Хăнасем унăн кĕнекине хак пама туянчĕç те.

Кунтах халăх музыка инструменчĕсем янăрани аваллăх тĕнчине илсе кĕчĕ тейĕн. Николай Фомиряков таврапĕлỹçĕ 10 тĕрлĕ инструмент ăсталать, вĕсемпе хăех калать. Хальхинче хăнасемпе Аслă Таяпа çыннисем шăхлич, тăм шăхлич, най, шăпăр, тимĕр купăс каланине итлесе киленчĕç.

Аслă Таяпа хулашĕнче асăнмалăх сăн ỹкерттернĕ хыççăн хăнасем Хĕрлĕçыр ялне çул тытрĕç. Кунта та, чăвашсен авалтан пыракан ырă йăлипе, ученăйсен ушкăнне Тăрăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Трофимов, "Алмантай" фольклор ушкăнĕ, ял халăхĕ çăкăр-тăварпа, пыллă сăрапа кĕтсе илчĕç. "Тăван тути пыл тути..." чăваш юрри илемлĕн шăранса ял тăрăх саланчĕ.

"Сувар" фончĕн активисчĕ Владимир Алмантай (Иванов) çак ялта çуралса ỹснĕ. Вăл тăван тăрăх историйĕпе хытă кăсăкланать, ăна тĕпчет. Хĕрлĕçыр ялне Алмантай, Ахилле, Сехи йăхĕсем пуçарса янă иккен. Владимир Николаевич ял историне упраса хăварассипе калама çук пысăк ĕç туса ирттерет. Йăх-несĕле тĕпчесе "Предания старины глубокой", "Сувары - предки чувашей", "Кто мы - сувары-болгары или чуваши" кĕнекесем те пичетлесе кăларнă.

Владимир Алмантай (псевдонимне те хăй тухнă йăх-несĕлĕн ятне илнĕ, "Алмантай" фольклор ушкăнĕ те çавăн ятлах) ялти Кив масар вырăнне тупса тĕпчес енĕпе нумай ĕçленĕ. Ялти ватăсем каланисене тĕпе хурса çак вырăна палăртнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 1993 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Кив масара регион пĕлтерĕшлĕ культура еткерлĕхĕн объекчĕсен шутне кĕртнĕ. Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх, çак вырăнти палăксене Христос тĕнне йышăниччен пурăннă чăвашсен - сăвар халăхĕнчен тухнă чăвашсен вил тăприйĕсем çине лартнă. Çак вырăнта иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче Питĕр хулин археологĕ тĕпчесе ĕç хатĕрĕсем, килте усă куракан япаласем тата ытти тĕрлĕ хатĕр тупнă. Вĕсем Эрмитажра упранаççĕ. Каярахпа та (2007-2008 çулсенче) унта наука экспедицийĕ ĕçленĕ. Вĕсем вил тăприсем çинчи чулсем формипе пăлхар тапхăрĕнчи палăксем евĕр пулнине палăртнă. Вил тăприсем çинчи çырусене араб чĕлхипе çырнă.

2011 çулта Хĕрлĕçыр халăхĕ нимелле тунă Кив масара карта тытса çавăрнă. Унта Çимĕкре ял çыннисем чи малтан хăйсен мăн-мăн аслашшĕ-асламăшне асăнаççĕ.

- Эпир ача чухне кив масарта чулсем выртнине астăватăп. Араб çырăвĕсемлĕ хăш-пĕр палăксем çак вырăнта иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенче те выртатчĕç. Кайран ялти хăш-пĕр çынсем вĕсене çурт никĕсĕсем яма усă курчĕç, çавăн пекех Канаш-Елчĕк çулĕн никĕсне хывнă чух та усă курнă. Ялти ватăсем чирлесен унта кайса пуç таятчĕç, тем самантра ал-ура ыратма чарăнать тетчĕç. 41 çул шкул ачисене аваллăха упрама вĕрентрĕм. Паян ял халăхĕ хăй хăш йăхран тухнине аван пĕлет. Эпĕ Алмантай йăхĕнчен. Пурнăç йывăççине 17 сыпăк таран тунă, - пĕлтерет 88 çулхи Мария Каширина учитель-пенсионер.

Елчĕкре пурăнакан Мария Лобанчикова та çемйипе тăван яла ăсчахсен ушкăнĕ килнине пĕлсе йăх-несĕле пуç тайма килнĕ. Вăл та Алмантай йăхĕнчен.

- Аваллăх палăкĕсен вырăнĕнчен вăй пуçтарса каятпăр, - терĕ К.В.Иванов ячĕллĕ историпе культурологи фончĕн директорĕ Владимир Иванов ăсчах.

Аваллăха упракан, унăн историне тĕпчекен, кăсăкланакан ăсчахсем район центрĕпе паллашмасăр каяс темерĕç. Хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ăшшăн кĕтсе илчĕ, Тĕп лапамри паллă вырăнсемпе, палăксемпе паллаштарчĕ. Петр Краснов депутата район çыннисем лайăх пĕлеççĕ, унран тĕрлĕ сĕнỹ-канаш ыйтаççĕ. Хальхинче те Петр Степанович çынсене хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнма майсем тупрĕ.

Петр Краснов Николай Петровича "Археологическая карта Чувашской Республики" кĕнекен виççĕмĕш томне парнелерĕ. Унта шăпах Елчĕк районĕнчи археологи палăкĕсене кĕртнĕ. Николай Миллин та хăнасене парнесĕр ямарĕ. Вăл "Елчĕк районĕн энциклопедийĕ" кĕнеке парнелерĕ.

Хăнасем Елчĕксемпе ăшшăн сывпуллашса Патăрьел районне çул тытрĕç. Аваллăха упракан, тĕпчекен ушкăна Шупашкарти "Пегас-авто" генеральнăй директорĕ Дмитрий Иванов хальхи йышши автобус уйăрса панă. Вăл хăй те тăван халăх патриочĕ. Вырăсла калаçса ỹснĕскер халĕ тăрăшсах чăваш чĕлхине вĕренет, унăн аваллăхĕпе интересленет, ăсчахсемпе пĕрле çула тухнă.

Хаклав

Владимир АЛМАНТАЙ, тĕпчевçĕ:

- Палăк çинчи çырулăха тĕпе хурса пирĕн несĕлĕмĕрсем пĕр тапхăрта ислам тĕнĕ витĕр те тухнă, икĕ чĕлхе пĕлнĕрен вĕсем вил тăприсем çинчи палăк çине чăвашла мар, арабла çырнă текен шухăш та çуралнă тĕпчевçĕсен. Чăвашсем пулсан та эпир паян вил тăприсем çинчи палăк çине вырăсла çыратпăр. Тен, вăл вăхăтра та çакăн евĕр ỹкерчĕк пулнă?

Тăван ялăмăрта çакăн евĕр археологи палăкĕ ларни хăйне евĕрлĕ ырă пулăм. Аваллăхсăр малашлăх çук. Пирĕн хамăрăн йăх-тымарсен историне пĕлмелле, хисеплемелле. Историе пĕлмесĕр халăхăн малашлăхне упраса хăварма çуках. "Сувар" фонд ĕçĕ-хĕлĕпе эсир "Сувары РФ" сайтра тĕплĕнрех паллашма пултаратăр.

Вячеслав ЕНДЕРОВ, Чăваш патшалăх ăслăлăх институчĕн наука сотрудникĕ:

- Елчĕк районĕ аваллăх историйĕпе пуян. Кунти халăх историне пĕлни, ăна упрама тăрăшни сисĕнет. Юлашки çулсенче район центрĕнче çĕнĕ палăксем нумай ỹссе ларнă. Чылайăшне нимеллех ăсталанă. Апла пулсан ĕмĕрлĕх палăксем çамрăк ăрăва воспитани панă çĕрте пысăк витĕм кỹрĕç. Истори страницисем çырăнсах пыраççĕ Елчĕк енре. Çакă вара пысăк пĕлтерĕшлĕ.

В.КИРИЛЛОВА.

 

Сăнỹкерчĕкре: Хĕрлĕçырти палăксем патĕнче.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика