Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.06.26 Хурланатпăр, астăватпăр

 

26.06.2010
"Елчек ен"
А.ФЕДОРОВ.
Присоединенное изображение
 Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Асăнупа хурлану кунĕнче ирхине, районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ умĕн, Елчĕк ялĕнче Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 çулсенчи Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умĕнче митинг иртрĕ. Унта район, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем Н.Миллинпа В.Сайкин чечек кăшăлĕ хучĕç. Каçхине вара районти тĕп стадионта "Асăну çурти" акци пулчĕ. Вăхăт малалла шăвать. 69 çул каялла, çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче, фашистла Германи пирĕн çĕр-шыв çине сĕмсĕррĕн тапăнса вăрçăпа пырса кĕнĕ. Тăван çĕре хỹтĕлеме совет халăхĕ кар тăнă. Вăрçă хирне тухса кайнисенчен чылайăшĕ киле таврăнайман. Вĕсене нихăçан та манас çук. Çĕр çинчи миршĕн тата янкăр тỹпешĕн çапăçнă, этем пуласлăхĕшĕн хăйсен пурнăçне шеллемен паттăрсене асăнчĕç те районта тĕрлĕ мероприятире. Районти тĕп стадионта хурлăхлă, вăрçă вăхăтĕнчи юрăсем янăраççĕ. О.Архипова, Лилия тата Иван Шурбинсем вилнисене асăнса юрă юрланă май çуллахи сцена çине "Единая Россия" партин вырăнти политканашĕн ертỹçи Е.Михайлова тухать. Вăл Аслă вăрçăра пуç хунисене асăнса çурта çутать. Стадиона пухăннисен аллинче те çунакан çуртасем. Тĕрлĕ хурлăхлă юрăсем чылайччен янăраççĕ. Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи пайĕн ертỹçи А.Маурин тата Елçчĕкри Александр Невский ячĕпе тăракан чиркỹ настоятелĕ Александр атте Аттелĕхĕн Аслă вăрçин паттăрĕсене ырă ятпа аса илчĕç, вĕсем Асăнупа хурлану кунĕнче пĕрле пулма кирлине уйрăммăн палăртрĕç. Тĕп стадионта пухăннисем вăрçă хирĕнче пуç хунă паттăрсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика