Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.06.19 Паттăр салтак вилĕмсĕр

Паттăр салтак вилĕмсĕр

19.06.2010
"Елдчек ен"
П.ПЕЧКОВ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ.
Андрей Васильевич Кунаков Аслă Елчĕк ялĕнчи çурма тăлăх çемьере çитĕннĕ. Унăн пĕртен-пĕр пиччĕшĕ çамрăклах кăнтăрти пĕр хулана тухса кайнă. Ялта Андрейăн урăх пĕр тăван та пулман. 7 класс пĕтерсен ăна ялти библиотекăн заведующийĕ пулма уйăрса лартнă, каярах хастар комсомолеца ялти пуçламăш комсомол организаци секретарĕ пулма суйлаççĕ. Кăмăллă, çынпа хирĕçмен çын пулнă вăл. Парти кандидачĕ ретне те илнĕ тăрăшуллă çамрăка. Совет Çарне тăрсан вăл Латвири Лиепая хулинчи 67-мĕш стрелковăй дивизин 281-мĕш полк-не лекет. Андрей кунта партин ретне кĕрет. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçлансан Андрея разведчиксен ушкăнне çирĕплетеççĕ. Лиепая хулинче Ан-дрей темиçе разведчикпа пĕрле тăшман тăракан вырăна сăнама кайсан вĕсене фашистсем хупăрласа илеççĕ. Разведчиксем хăйсен патронĕсем пĕтичченех сахал мар тăшмана пĕтереççĕ. Йывăр суранланнă разведчиксем тыткăна лекеççĕ. Фашистсен капитанĕ тыткăна лекнĕ 400 ытла салтака строя тăма приказ парать. Вăл хаяр сасăпа: "Коммунистсем, пĕр утăм мала тухăр!" _ тесе кăшкăрать. Кĕпи-тумĕ юнланса пĕтнĕ, самаях йывăр суранланнă Андрей Кунаков строй умне тухса тăрать. Урса кайнă нимĕç офицерĕ Кунакова хăйĕн чаçĕнчи офицерсемпе салтаксем, чаçри хĕç-пăшал çинчен каласа пама хушать. Анчах Андрей пĕр сăмах та чĕнмест. Фашист Кунакова йывăç çумне çыхса хума, ун çине бензин сапса вут чĕртсе яма приказ парать. Çунма тытăннă Андрей Кунаков: "Совет Çарĕ пур пĕрех сире çĕнтерет!", _ тесе кăшкăрма ĕлкĕрет. Çавăнтах ăнсăр пулать. Паттăр салтака фашистсем чĕрĕллех çунтарса яраççĕ. Çапла вĕçленнĕ Тăван çĕр-шыва чунтан парăннă Совет салтакĕн Андрей Васильевич Кунаковăн кун-çулĕ.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика