Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.06.19 Вăрçă ачисем

 

19.06.2010
"Елчек ен"
Л.ЕНЕДЕРОВА. Тăрăм.
Присоединенное изображение
Аттелĕхĕн Аслă вăрçине Тăрăм ялĕнчен 177 çын хутшăннă, нумайăшĕ вĕсенчен паттăрлăхпа палăрнă. Шел, çак йышран çурри ытла каялла таврăнайман, хăйĕн ăрăвне малалла тăсайман, ачи-пăчине ачашласа ỹстереймен. Вун-вун хĕрарăм мăшăрĕпе ывăлĕсене, пикесем чун савнийĕсене кĕтсе илеймен. Вăрçă çулĕсенче хуйхă тỹсмен, çухату мĕнне туйман çемье çук. Килтен икĕ е виçĕ, унран та ытларах çын вăрçа тухса кайнă. Манăн кукаçипе кукамай 8 ача пăхса ỹстернĕ, вĕсен 3 ывăл та 5 хĕр пулнă. Кукаçипе икĕ ывăлĕ те вăрçăн малтанхи кунĕсенчех фронта тухса кайнă. Хĕрĕсем те çамрăклах ĕçе кỹлĕннĕ, вăкăрпа вăрмана çỹренĕ (арçынсемпе пĕр тан). Кукаçи, Александр Степанович Колсанов, 3 вăрçăра пулнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче вăл Калинин облаçĕнчи Бологое хулинче тăнă, снаряд ешчĕкĕсем ăсталанă. "Атте вăрçăран çулла таврăнчĕ, эпир хирте çемĕл тăваттăмăр. Вăл вăхăтра супăнь çук, атте çỹхе печени татăкĕсем евĕр супăнь илсе таврăнчĕ", _ тет кукаçин хĕрĕ Зоя аппа иртнине аса илсе. Кукаçин ывăлĕ Михаил та вăрçăра пулнă, унтан аманса таврăннă. 1995 çулта вăл йывăр суранĕсене пула çĕре кĕнĕ. Тепĕр ывăлĕ Тимофей вăрçă пуçланичченех Мускав хулинче ĕçлесе пурăннă. 1918 çулта çуралнă пулнă вăл. Çар ретне тăнă. Хаяр тытăçăва сахал мар хутшăнса темиçе хутчен те аманнă. Сывалса тухсан каллех çапăçăва кĕнĕ. Кавалерист пулса çапăçнă вăл. 1943 çулта Тимофей Смоленск патĕнчи çапăçу хирĕнче паттăррăн çапăçса пуçне хунă. Тимук шкулта вĕреннĕ чухне пỹрт умне хурăн йывăççи лартнă. Кайран кукаçи час-часах çапла аса илетчĕ: "Йывăç çỹллĕш пулсан Тимук вăрçа кайрĕ те унтан таврăнаймарĕ". Тимофей Мускавра ĕçлесе пурăннă вăхăтра, 1939 çулта çемье çавăрнă пулнă. Вăрçă пуçланнă çул мăшăрĕ иккĕмĕш ачипе йывăр çын пулса юлнă. Упăшки вăрçăра чухне вăл хăй çуралнă тăрăха, Тутар Республикинчи Нурлат районне таврăннă. Ачисене уралантарсан, упăшкин тăванĕсене шыраса Чăваш Ене _ Тăрăма килнĕ. Кинне Александрпа Фекла Колсановсем ăшшăн кĕтсе илнĕ. Тăвансем çакăн хыççăн пĕр-пĕрин патне кайса-килсе тăраççĕ. Зоя аппа çапла аса илсе каласа пани асра: "Инкене пуçласа килсен кучченеç тесе чỹрече карри шăтăкласа панăччĕ. Кайран хамăн хăнана каймалла пулчĕ те, çав чỹрече карри тăрăх шыраса тупрăм вĕсен çуртне. Вăл тăрăхра чỹрече каррисене шăтăкласа çакманран, урăх пĕр çуртра та шăтăкланă карăсем курмарăмăр". Халĕ Тимофей куккан хĕрĕсем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ. Тăвансем патне час-часах çỹретпĕр, туйсенче пулатпăр. Кăçал вара ялта куккан ачисем пулчĕç. Чи малтанах ялта вăрçăран таврăнайманнисене асăнса лартнă палăк умĕнче пулчĕç вĕсем, ашшĕн ятне вуланă хыççăн куçĕсем шывланчĕç пĕр тăвансен. Александр Колсановăн 3-мĕш ывăлĕ Вавил та (1931 çулта çуралнă) ашшĕпе пиччĕшĕсем пек Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă. Вăл Владивосток хулинче 5 çул çурă çар ретĕнче службăра тăнă, подводник пулнă. Çак тапхăрта ырă енĕпе палăрнăшăн 2 хутчен те тăван яла отпуска янă ăна. Тăван çĕр-шыва хỹтĕлесе тивĕçе чыслăн пурнăçланă асатте-кукаçисем, атте-пиччесем çитĕнекен ăрушăн яланах ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика