Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.06.04 Хĕвел тухăç чиккинче

Фашистсем пуçарса янă тискер вăрçăра кашни çемьерен тенĕ пекех кам та пулин çапăçнă. Кушкă ялĕнчен фронта кайнă 204 çынран 104-шĕ хаяр çапăçу хирĕнче пуçĕсене хунă. Павел Васильевич Баринов çемйинчен фронта тăватă ывăлĕ _ Степан, Петр, Николай тата Иван тухса кайнă. Степанпа Ивана Анăçри фронтсене, Петрпа Николая Инçет Хĕвел тухăçне янă. Çĕр-шывăн нимĕçсемпе çапăçма питĕ йывăр пулнине пăхмасăрах Инçет Хĕвел тухăçĕнче те лайăх хĕç-пăшалланнă çарсем тытса тăма тивнĕ. Мĕншĕн тесен Совет Союзне хирĕç тепĕр çĕр-шыв _ Япони вăрçă пуçлама хатĕрленсе çитнĕ. Николай Баринов Кушкăри çичĕ çул вĕренмелли шкула пĕтерсенех (14 çулта) повестка илнĕ. Çамрăк çыннăн кĕске вăхăтра пуçтарăнса ФЗО шкулне вĕренме каймалла пулнă. Ăçта илсе каяççĕ, кама вĕренме, паллах, никам та каламан. _ Ятарласа çĕлетнĕ тумтир пачĕç, анне кутамккана сухари, çăкăр, сахăр, кукăль чикрĕ, унтан тăвансем ăсатса ячĕç, _ каласа парать Микуль пичче. Канашра Николай пек çамрăксене пĕр вагона лартаççĕ. Поезд темиçе талăк каять, юлашкинчен Хабаровск хулине пырса çитет. Вырăсла пĕлмен çамрăка йывăр пулнă, юрать-ха унпа пĕрле хăйсен ялĕнченех тепĕр ача Николай Самарин та çак ушкăна лекнĕ. Хабаровскра çамрăксене общежитие вырнаçтараççĕ, платнике вĕрентсе карапсем тăвакан предприятие ĕçлеме яраççĕ. _ Пурте питĕ туслă пурăнтăмăр, _ сăмахне тăсать Микуль тете, çав вăхăта аса илсе. _ Уйрăмах Н.Самарин маншăн тăван пекехчĕ. Анчах пурнăçĕ кĕске пулчĕ унăн, вăрçăра вилчĕ, _ хурланать ветеран. Нимĕç фашисчĕсем вăрçă пуçланă тĕле Николай вун çичĕ çулта çеç пулнă-ха. Вун саккăр тултарсан (1942 çулхи кăрлач уйăхĕнче) ăна Совет Çарне илеççĕ. Хабаровск хулинчи Киров районĕнчи çар комиссариачĕ Н.Баринова артиллериста вĕренме ярать. Ун хыççăн ăна отделени командирĕ туса хураççĕ. Пирĕн çĕр-шывăн Хĕвел тухăç чиккинче лару-тăру яланах пăлхануллă пулнă, Аттелĕхĕн Аслă вăрçи вăхăтĕнче вара уйрăмах тимлĕ пулмалла пулнă. _ Яппун салтакĕсем çỹллĕ марччĕ, хăйсем питĕ вăр-вар та хытă чупатчĕç. Вĕсем чикĕ урлă каçса темиçе çухрăма кĕрсе кайни те пулнă. Кашнинчех тытса арестлеттĕмĕр, каялла хăваласа кăлараттăмăр. Килтен килекен хыпарсем те савăнтармастчĕç. 1942 çулта Çтаппан тете хыпарсăр çухални, 1943 çулта Иван шăллăм Днепр шывĕ урлă каçнă чух вилсе юлни чĕрене чăтма çук ыраттаратчĕç, _ куçне шывлантарать вăрçă ветеранĕ. Нимĕçсене çапса аркатнă хыççăн Совет Союзĕ 1945 çулхи çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Японие хирĕç вăрçă пуçлать. Николай Баринов çак вăрçăра Корейăна çитиех каять. Вăрçă пĕтсен те киле часах таврăнаймасть, Корейăри пĕр хулара ăна ытти салтаксемпе пĕрле пысăк завода хураллама хăвараççĕ. 1947 çулхи пуш уйăхĕнче Николай Павлович Баринов демобилизаци йĕркипе килне таврăнать. Командовани паттăр салтака "Японие çĕнтернĕшĕн" медаль парса чыслать. Тăван яла килсенех Николай колхозра ĕçлеме пуçлать. Пĕр ĕçе те тиркемест: платниксен бригадин бригадирĕ, кладовщик пулать. Тỹрĕ кăмăллă ĕçчен сахал мар диплома, премие тивĕçет. Николайпа Дарья Бариновсем пĕрлешсе çемье çавăрнăранпа кăçал 62 çул çитет. Пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăнаççĕ вĕсем, ултă ача пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Аслă хĕрĕсем Иринăпа Мария сакăр класс пĕтерсенех фермăра ĕçлеме пуçланă. Виççĕмĕш хĕрĕ Светлана çĕвĕçе вĕренсе тухса юратнă ĕçĕнче вăй хурать. Ватăсем Владимир ывăлĕн çемйипе пурăнаççĕ. Йĕкĕреш хĕрĕсенчен пĕри Татьяна Хусанти ветеринари институтне пĕтернĕ, Валентина химик-технолог специальноçне алла илнĕ. Мăнукĕсем те савăнтараççĕ. Тĕрлĕ çĕрте вĕренсе пурте аслă пĕлỹ илсе пыраççĕ. Илья, Андрей, Алексей мăнукĕсем хальхи вăхăтра Раççей çарĕнче службăра тăни уйрăмах мăнаçлантарать ветеран салтака. С.БАРИНОВА. Сăн ỹкерчĕкре: Николайпа Дарья Бариновсем.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика