Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.29 Пĕчĕк Настя

Аслă Таяпари ача садне çỹрекенсем Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕпе Анастасия Александровна Красновăпа тĕл пулчĕç, хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Нина Ильина, Марина Угольникова воспитательсем тĕрлĕ юрă вĕрентнĕ ачасене. Кĕçĕн класра вĕренекенсем вăрçă çинчен хывнă юрăсене Анастасия Александровна ячĕпе шăрантарчĕç. _ Мĕн чухлĕ çын пуçне хуман-ши хаяр вăрçăра? Пире телейлĕ пурнăç туса парассишĕн хунă вĕсем пуçĕсене. Ун чухне вырсарни кунччĕ. Эпĕ вăрмантан таврăнтăм та вăрçă пуçланни çинче илтрĕм, _ çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне Анастасия Александровна. _ Пĕтĕм ял халăхĕпе ăсатрĕç мана, çамрăк хĕре, вăрçă хирне. Миçе çĕр аманнă салтака сĕтĕрсе тухман-ши вăрçă хирĕнчен? Пĕвĕмпе эпĕ пĕчĕккĕ пулнă, анчах та шăла çыртса салтаксене пулăшнă. Госпитальте хамăр районти Акчел салтакне те сыватма тỹр килчĕ. Сывалса тухнă салтаксем çыру та яратчĕç. Конверт çине "Пĕчĕк Настьăна" тесе çыратчĕç. Анастасия Александровна яппун вăрçине те хутшăннă. 1945 çулта чỹк уйăхĕнче анчах киле таврăннă. Мĕн канăва тухичченех ялта библиотекарьте ĕçленĕ. Н.ИЛЬИНА, воспитатель.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика