Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.29 Салтак арăмĕ

Хаяр вăрçă пуçлансан Нина аппан мăшăрне те Тăван çĕр-шывшăн çапăçма çара илсе кайрĕç. _ Кĕт мана, ачасене упра, часах эпĕ Çĕнтерỹпе таврăнăп, _ терĕ юратнă упăшки каяс умĕн мăшăрне, пĕчĕк ачисене çупăрласа. Анчах вăрçă вăраха тăсăлчĕ. Яла хуйхăллă хыпарсем те килме пуçларĕç. Мĕскĕн хĕрарăмсем, вĕсен ачи-пăчисем вĕри куççульпе мĕнле татăлса йĕнине хăйсем кăна пĕлеççĕ... Кашни кун кĕтсен те вăрçă хирĕнчен Нина аппан упăшки пĕр çыру та ямарĕ. Шанăçа çухатмарĕ пулин те, Нина аппа хуйха ỹкрĕ. Акă пĕррехинче мăшăрĕ Смоленск патĕнчи çапăçусенче хыпарсăр çухални çинчен хут килчĕ. Ĕненмерĕ çакна Нина аппа. "Пулма пултараймсть, вилнĕ темен вĕт-ха", _ пăшăлтатрĕç ун чухне тутисем. Шанчăк кăштах хĕмленчĕ-ха. 1943 çулта ун упăшкипе пĕрле çапăçнă юлташĕ госпитальтен сывалса тухнă хыççăн яла килсен Нина аппа патне кĕрсе тухрĕ. Упăшки пĕр атакăра йывăр аманса вăрçă хирĕнче вилнине, ăна Смоленск çывăхĕнчи масара пытарнине пĕлтерчĕ. Йывăр кунсем пуçланчĕç Нина аппашăн. Выçлăхне те, нушине те чăтса ирттерме хатĕрччĕ вăл. Çамрăклах кăкăр ачисемпе тăрса юласса нихăçан та шутламан, хăй те çирĕм виççĕре çеçчĕ. Халĕ вара хĕрарăм ĕçне те, арçын ĕçне те тума тиврĕ: вăрман та касрĕ, суха пуç та тытрĕ, ака та турĕ, çынпа пĕрле хуйха-суйха сирме тăрăшрĕ... _ Эпĕ кăна мар вĕт-ха. Тăлăх арăмсем _ çур ял. Ман пепкесене çитĕнтермелле, çын тумалла, _ тесе чунне йăпатрĕ. Сăнĕ-пуçĕпе те, кĕлеткипе те хитреччĕ Нина аппа. Сарă çỹçĕ, кăн-кăвак куçĕсем такама та илĕртмелле, йăл кулли вара шăнкăртатса юхакан çăл куç пекех такам чунне те çемçетме пултараççĕ. Хăш-пĕр арçынсем çураçма та пынă, качча илесшĕн пулнă. "Шăпаран иртеймĕн, хам мăшăрăма манаймастăп, ăна çеç юратнă", _ тесе каланă вĕсене Нина аппа, алăк çине кăтартса. ... Çапла иртрĕç çулсем. Нина аппа халĕ ватă çын, сакăр вунă çултан та иртнĕ. Вăл мăнукĕсемпе савăнать. Унăн хĕрĕсем тăван яла качча кайнă, ача-пăчаллă, çемьеллĕ. Нина аппан пичĕ те пĕркеленнĕ, çỹçĕсем те кăлкан евĕр, кăвак куçĕсем çеç çамрăк чухнехине аса илтерсе тунсăхлăн пăхаççĕ... Ватă пулсан та, каçсерен сенкер экран умĕнче ларать, хаçат-журнал вулать. Уйрăмах вăрçă çинчен киносем курма юратать, вĕсене кашнийĕнчех куççулĕсене шăлса пăхать. _ Хăрушă вăрçă манăн çамрăклăха пĕтерчĕ, савнă, юратнă мăшăрсăр хăварчĕ. Ачасем тăлăх ỹсрĕç. Урăх нихăçан та ан пултăрччĕ вăл çĕр çинче, _ тет тарăн шухăша кайса салтак арăмĕ. Валерий ПЕТРОВ. Лаш Таяпа.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика