Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.22 Емĕр асăнмалăх

Тинтерех кăна Çĕр чăмăрĕ çинчи халăх фашистла Германие çапса аркатнăранпа 65 çул çитнине анлăн паллă турĕ. Пурте _ ватти-вĕтти таранччен _ паянхи тата пулас ăрусен телейĕпе малашлăхĕшĕн хăйсен пурнăçне хĕрхенмесĕр çапăçнă паттăрсемпе Çĕнтерỹшĕн ывăнма пĕлмесĕр ĕçленĕ тата кĕрешнĕ тыл ĕçченĕсене кăмăлтан хисеплесе тата чĕререн тав туса пуç тайрĕç. Шел, çав паттăрсенчен ытларахăшĕ хăйне чысланине, чĕререн тухакан ăшă сăмах каланине, хăйсен ĕçĕпе кĕрешĕвне пысăка хурса хакланине илтеймерĕ, çамрăксем хăйсен ырăлăхĕпе хăюлăхне тивĕç пулма, çав тивĕçе ăруран ăрăва çитерме тупа тунине кураймарĕ. Мĕншĕн тесен Аслă Çĕнтерĕве туптанă, уншăн юн тăкнă пин-пин çынран паян хăшĕ-пĕри анчах чĕрĕ. Вĕсенчен те ытларахăшĕ тухса çỹреймест. Хальлĕхе районта сывă пурăнакан вăрçă ветеранĕсем сакăр вун улттăн пулсан, тепĕр юбилее _ хăрушă вăрçă вĕçленнĕренпе 70 çул çитнине _ кĕтсе илекенсен йышĕ татах сайраласси пуриншĕн те паллă. Акă мĕншĕн пиртен кашниех хăйĕнчен хăй çапла ыйтмалла: "Эпĕ асатте-асаннесен, атте-аннесен, тетесемпе аппасен умĕнчи вĕçĕмсĕр пысăк парăма мĕнпе татма пултаратăп тата вĕсен кĕрешỹри паттăрлăхĕпе ĕçри тĕлĕнмелле хастарлăхĕ çинчен ачамсемпе мăнуксем те асра тытчăр тесе пурне те тăватăп-и?" Çапла, çакна тума Тивĕç тата юнпа чунра варăннă Совеç хушать пире. Аслисене хисеплени, вĕсен шанчăкне тỹрре кăларас тени кирек кама та чăн-чăн патриот, çĕр-шыв тата йăх-тĕпрен куçса пыракан чи ырă йăла-йĕрке управçи пулма хистет. Акă, темиçе кун каялла кăна иртнĕ Çĕнтерỹ уявне Елчĕкпе ытти ялсенче вун-вун вăрçăпа ĕç ветеранĕ хутшăнчĕ. Сывлăх енчен нумайăшĕ çăмăл мар мар туять пулсан та хăйсене çирĕп тытрĕç вĕсем, кашниех, хăйĕн парахатарлă шăпипе мăн кăмăлланнăран, çамрăксене мирлĕ пурнăçа хаклама, Тăван çĕр-шыва куç шăрçи пек упрама пехил турĕç. Тỹрех калăпăр, Елчĕк ен, виçĕ Совет Союзĕн Геройне, пин-пин орден-медаль кавалерне çитĕнтернĕ тăрăх, патриотсемпе, йăх-несĕлсен ырă йăли-йĕркине малалла тăсакансемпе пуян. Вĕсем тăрăшнипе халиччен тунă вун-вун палăк-обелиска тĕпрен юсанă, вĕсен таврашĕпе обществăлла вырăнсене тирпей-илем кĕртнĕ. Кăçал кăна икĕ ялта вăрçăра вилнисене чысласа çĕнĕ палăксем хăпартса лартнă. Çĕнтерỹçĕсене халалласа кашни ялта, организаципе предприятирех уяв каçĕсемпе тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç. Кăçалхи парад, çамрăксем факелсемпе утни, таврана илем кỹрсе "салют кĕрлени" те асра юлмалла иртрĕ. Апла пулсан, ватăсене хисеплесси, вăрçă тата ĕç ветеранĕсене кăна мар, ыттисене те тивĕçлипе хисеплес-чыслас йăла ĕмĕртен ĕмĕре куçса пырасса ĕненме, паттăрсен тĕслĕхлĕ эстафети шанчăклă алăра теме никĕс çителĕклĕ. Шкул ачисем, çамрăксем, ĕçлекенсемпе предпринимательсем _ сывлăхлисем пурте!_ вăйсăр, анчах çирĕп те уçă кăмăллă ветерансене кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕр пулни пысăк хака тивĕç. Çав вăхăтрах вăрçă вăхăчĕпе ун хыççăнхи çулсенче вĕреннĕ кашни çамрăк кăна мар, çуллисем те пĕлнĕ "Вĕсем çирĕм саккăрăн пулнă" поэмăпа "Вĕсем пулнă виççĕн" сăвă йĕркисем халĕ те асран тухмаççĕ. Вĕсенче тăшмана хирĕç кĕрешнĕ чухне пĕри вилсен тепри ыттисене çапăçăва малалла ертсе кайни çинчен тĕп-тĕрĕс те витĕмлĕ çырса кăтартнă. Пĕри аманса е вилсе выртсан унăн пăшалĕпе иккĕмĕш, виççĕмĕш салтак атакăна çĕкленни куç умне тухса тăрать. Чăннипе истори кăлтăрмачĕ паян та çаплах çаврăнать. Акă, темиçе кун каялла анчах чи хисеплĕ ветерансенчен пĕри _ Яманчỹрелĕнче пурăннă Петр Кондратьевич Комиссаров пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Вăл вун-вун çул ачасене вĕрентсе хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Ял тата колхоз историне тĕпчесе пичетлесе кăларчĕ. Пирĕн хаçатпа та тăтăшах çыхăнса ĕçлерĕ. Унăн ырă тĕслĕхĕпе хастарлăхĕ, малашлăх туртăмĕ хăй пекех маттур та пултаруллă ачисенче, мăнукĕсенче палăрать. Ывăлĕ _ Валерий Петрович _ республикăри Журналистсен Союзне тата Чăваш кĕнеке издательствине ăнăçлă ертсе пырать, Ирина хĕрĕ Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕçрĕ, Светлана мăнукĕ _ "Хыпар" Издательство çурчĕн ăста çыравçи тата художник-фотографĕ... Пурте лайăх пĕлетпĕр, П.К. Комиссаров та, ытти вăрçă тата ĕç ветеранĕсем те яланах пирĕнпе юнашар. Вĕсен ырă тĕслĕхĕ тата пархатарлă пурнăçĕ пире кирек мĕнле йывăрлăха та хăюллăн çĕнтерме, ĕçре ăнăçлăхсем тума хавхалантарса пырать. Анатолий ТИМОФЕЕВ.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика