Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.22 А.Гаязов ячĕпе _ палăк

 

22.05.2010
"Елчек ен"
Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнĕ ятпа Сăрьел ялĕнче Абдулла Гаязов ячĕпе палăк уçнă. Абдулла Гаязовича ентешсем çеç мар, çĕр-шыв пĕлет. Вăл ăста организатор пулнă, "Марс" хуçалăха ертсе пынă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин çулĕсенче фронта 178 пăт тырă панă, "Колхозник Чувашии" танк колонни тума 105 пин тенкĕ хывнă. Унсăр пуçне А.Г.Гаязов хăйĕн шучĕпе самолет туяннă, ăна Совет Союзĕн Геройне А.В.Кочетов летчик-истребителе панă. Унăн ячĕ районти Ĕç Мухтавĕн кĕнекине çырăннă. Палăк уçма Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рыбкин, ялти сумлă çынсем йышлăн хутшăннă. Ырă та пархатарлă ĕçе пурнăçлама ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Чувашсетьгаз" ОАО тата "Чувашрегионгаз" ООО генеральный директорĕ К.Мифтахутдинов, Елчĕкри "Ритуальные услуги" предприятин ертỹçи Л.Григорьев пысăк пулăшу панă.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика