Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.19

Тем те курнă, тем те тỹснĕ

19.05.2010
"Елчек ен"
Кристина ВИНОГРАДОВА.
Присоединенное изображение
Акчел ялĕнче пурăнакан Агриппина Ивановна Московскаяна çак тăрăхрисем пурте паллаççĕ. Утса çỹренĕ чухне ăна сывлăх сунмасăр иртекен çын пулман, ватти-вĕтти те хаклă çыннăмăра хисепленĕ. Халĕ вара сумлă ветеран тухса çỹреймест. Ялта ирттерекен Ваттисен кунĕнче епле хаваслăччĕ вĕсем мăшăрĕпе _ Николай Ефимовичпа. Ĕмĕрне ачасене вĕрентес ĕçе панă Агриппина Ивановна. Ĕç стажĕ пĕчĕк мар унăн _ 43 çул. Пенсие тухсан тата пилĕк çул ачасене вĕрентнĕ пултаруллă педагог. 1923 çулхи çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Пăва районĕнчи Алексеевка ялĕнче кун çути курнă Агриппина Эрастова (хĕр чухнехи хушамачĕ). Ашшĕ, Иван Михайлович, çĕр ĕçĕпе аппаланнă. Амăшĕ, Клавдия Ильинична, ялти пуçламăш класс ачисене вĕрентнĕ. Туслă та йышлă çемье саланасси çинчен шухăшлама та пултарайман. Пĕр çултах ултă пĕр тăван ашшĕпе амăшĕсĕр тăрса юлнă. Усал чире çĕнтереймен çамрăк мăшăр. Асли, Агриппина, 14 çулта, кĕçĕнни - тăваттăра. _ Çывăх çыннăмăрсем çут тĕнчепе сыв пуллашни пирĕншĕн калама çук пысăк хуйхă пулчĕ. Ача çуртĕнче çитĕнтĕмĕр. Пĕр тăвансенчен эпĕ кăна пурăнатăп. Манран кĕçĕнреххисем те çĕре кĕчĕç,_ ассăн сывланă май куçĕсенчен сисĕнмесĕрех шăпăртатрĕ куççулĕ çывăх кунсенче 87 çул тултаракан ватăн. Шупашкарти ача çуртĕнче воспитани илнĕ хыççăн Агриппина хулари педагогика училищине вĕренме кĕрет. 1942 çулта кĕçĕн классен учительницин дипломне илсен ăна Елчĕке ĕçлеме яраççĕ. Кунта Патреккелти çичĕ çул вĕренмелли шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме пуçлать. Вăрçă вăхăтĕнчи терт-нушана ас тивмеллипех ас тивнĕ педагог. Классенче сивĕ, хутмалли çук. Пỹлĕме кăштах та пулин ăшăтас тесе вут-шанкă пуçтарма та, вăрман касма та кайнă. Ачасене кĕнекесем çитмен, тетрадьсем пирки тĕлленме те пулман. Кĕнекесенчи пушă йĕрсем çине çыртарнă вĕренекенсене. Ачасем выççине, тăхăнма тумтир çуккине курасси пĕрре те çăмăл мар. Темле нушалансан та нăйкăшман учительница та, ачасем те. Вĕсем пĕлнĕ: малашлăх çутă, ашшĕсемпе пиччĕшĕсем, аслашшĕсем нимĕç захватчикĕсене çĕнтерсе ырă пурнăç парнелеççĕ вĕсене. Шкул ачисем те çу кунĕсенче тăван хуçалăхра ырми-канми ĕçленĕ. Агриппина Ивановна та çу уйăхĕсенче колхоз хирĕнче пилĕк авнă. Пĕр вăхăт ача садĕнче те вăй хунă. Учительница общество пурнăçне активлă хутшăннă. Яланах ял çыннисемпе юнашар пулнă. Хăй чăвашла пĕлменнишĕн мĕн чухлĕ ỹкĕнмен-ши вăл? Тăватă çултан пур пĕр чĕлхене алла илнĕ хастар педагог. 1958 çулта аслă пĕлỹ илнĕ вăл. Вăрçă вĕçленсен икĕ çултан Акчел каччи Николай Московский яла таврăнать. Çав çулхинех Патреккеле ĕçлеме килнĕ учительницăпа паллашать. Çамрăксен хушшинче таса та çепĕç юрату çуралсан вĕсем çемье çавăраççĕ. Сăмах май каласа хăварам, унтанпа 63 çул иртсе кайнă. _ Ĕмĕр иртнине сиссе те юлаймарăмăр,_ теççĕ Московскисем. _Эх, мĕншĕн пурнăç тени çав тери хăвăрт иртет-ши? Вăрçă ветеранĕсенчен ялта пĕччен тăрса юлтăм вĕт,_ тет Николай Ефимович. Хисеплĕ фронтовика районта палламан çын та çук пулĕ, çавăнпа паян ун çинчен питех аса илмерĕм. Агриппина Ивановнăпа Николай Ефимович виçĕ ача çитĕнтернĕ, пурне те аслă пĕлỹ панă. Ывăлĕсемпе хĕрĕ те ашшĕпе амăшнех хывнă, пурте ĕçре чапа тухнă. Мăнукĕсемпе те хĕпĕртеççĕ ветерансем. Епле савăнмăн, Алексей мăнукĕ илемлĕ юрăсем шăрантарса республика тулашĕнче те палăрчĕ. Ытти мăнукĕсем те асламăшпе асламăшнех хывнă-тăр: музыкăпа туслă. Агриппина Ивановна тăрăшулăхне пула панă наградăсем йышлă. Вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн тивĕçнĕ наградăран пуçласа "Ĕçре палăрнăшăн" медаль тата ыттисем...  Патреккел шкулĕ. Сăн ỹкерчĕкре: А.Московская.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика