Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.19 Ватăсем канашланă

Ватăсем канашланă

19.05.2010
"Елчек ен"
Е.КРЫЛОВА.
Присоединенное изображение
Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăра "Елчĕк район халăхĕн Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерĕве çывхартассине хывнă тỹпи" ятпа наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем, ĕç ветеранĕсем хутшăнчĕç. Вăрçă, ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право хуралĕн службин ветеранĕсен районти канашĕн ертỹçи С.Терентьева пуçтарăннисене иртсе кайнă паллă уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей, канлĕ ватлăх сунчĕ. Пуçтарăннисен умĕнче чи малтанах Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн ертỹçи В.Вастулова сăмах илчĕ. 1941-1945 çулсенче пичетленнĕ "Колхоз ялавĕ" хаçатăн кăларăмĕсенчи историлле материалсемпе усă курса хатĕрленĕ "Тылра та фронтри пекех" доклачĕпе паллаштарчĕ Валентина Григорьевна. Çак йывăр çулсенче ял çыннисем хастар ĕçленине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пычĕ вăл. Чăн та, çăмăлпа килмен Аслă Çĕнтерỹ. Тылри халăх пысăк пулăшу панăран ирсĕр фашиста çапса аркатма пултарнă фронтра пурнăçĕсене хĕрхенмесĕр çапăçакан салтаксем. Елчĕк халăхĕ те çĕр-шыври ытти халăх пекех ырми-канми тăрăшса "Йăлтах _ фронт валли, йăлтах _ Çĕнтерỹшĕн" лозунга тĕпе хурса пурăннă. Вăрçă çулĕсенче Елчĕксем фронта сахал мар тĕш тырă, аш-какай, пыл, хаклă йышши металлсем, укçа-тенкĕ, 1567 мăшăр çăм атă, 675 кĕрĕк (сурăх тирĕнчен кĕрĕк, çăмĕнчен çăм атă хатĕрлекен ятарлă мастерскойсем уçăлнă районти чылай ялсенче вăл вăхăтра), 5676 сурăх тирĕ, тăватă пин ытла мăшăр çăм чăлха, 56 пăт махорка, алсишсем, тимĕр-тăмăр тата ыттине те ăсатнă. "Марс" хуçалăх ертỹçи А.Гаязов хăйĕн укçипе самолет туяннă, Елчĕкри МТС служащийĕсем "Чăваш Ен тракторисчĕ" танк колоннине тăвас ĕçе уйрăмах пысăк тỹпе хывнă. Çакăн пирки хаçатра маларах çырнăччĕ. Çак пархатарлă ĕçе пурнăçлассинче аслисене ачасем те пысăк пулăшу панă. Курнавăшри историпе тăван тавралăх халăх музейĕн ертỹçи А.Смирнов хăйĕн "Вăрçă тата ачасем" ятпа хатĕрленĕ докладĕнче шăпах вĕсем пирки çырса кăтартнă. Вăл та вăрçă вăхăтĕнче тухнă хаçатсемпе анлăн усă курнă. К.Леонтьева тавра пĕлỹçĕ вара вăрçă вăхăтĕнче чир-чĕрпе ырми-канми кĕрешнĕ медицина ĕçченĕсен пархатарлă ĕçĕсем, медработниксем пирки каласа кăтартрĕ. Хăрушă тиф, корь, кăрчанкă тата ытти чирсемпе кĕрешнĕ вĕсем. Халăх вăрçă вăхăтĕнче арканнă ял-хулана ура çине тăратас ĕçе те хастар хутшăннă. Çак тĕллевпе районтан пурĕ 2800 пуç лаша, 4080 пуç ĕне, 8240 пуç сысна, 10295 пуç сурăх, 5 пин ытла хур, тĕрлĕ техника ăсатнă. Кушкăра пурăнакан И.Трофимов та сăмах илчĕ конференцире. Вăл Кушкă ялĕ çинчен историлле пуян материал хатĕрленĕ. Вăрçă пуçланнă çул ялта миçе хуçалăх пулнине, миçе çын пурăннине, вĕсенчен миçĕ çын вăрçа тухса кайнине, хăшĕсем вăрçăран таврăнайманнине (çулĕсене те палăртнă) тĕплĕн кăтартса схемăсем тунă. Пĕр çемьерен тăватă ывăл таврăнайманни те пулнă ялта. Сăмахран, Александр Блинов çемйинчен 5 ывăл вăрçа тухса кайнă, вĕсенчен пĕрне анчах каялла çаврăнса килме пỹрнĕ. Çак пархатарлă ĕçе пурнăçлас умĕн чылай архивра ларнине палăртрĕ Илья Матвеевич. Райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Н.Малышкин асаттесемпе кукаçисен ырă тĕслĕхне тĕпе хурса районта çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕç мĕнле пыни пирки каласа кăтартрĕ. Конференцире ытти чылай ыйтăва та хускатрĕç ватăсем. Район пуçлăхĕ Н.Миллин, районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан уйрăм ертỹçи И.Аникина вĕсен ыйтăвĕсем çине тĕплĕн хуравларĕç. Конференцие пуçтарăннисене Елчĕкри "Солнышко" ача садне çỹрекенсем те саламларĕç, Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнине халалласа хатĕрленĕ концерчĕпе паллаштарчĕç. Ватăсем тĕрлĕ мероприяти ирттерме спонсорла пулăшу панăшăн "Елчĕкри сыр хатĕрлекен завод" ОАО, "Санти" ООО, Елчĕкри 40-мĕш номерлĕ аптекăна, райадминистрацин вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн профсоюз комитетне, Елчĕкри техникăпа инвентаризаци бюровне пысăк тав сăмахĕ калаççĕ. Сăн ỹкерчĕкре: конференцире.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика