Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.15 Микулай тете _ виçĕ вăрçă ветеранĕ

Микулай тете _ виçĕ вăрçă ветеранĕ

15.05.2010
"Елчек ен"
Федор ПУПИН, çар службин ветеранĕ, отставкăри офицер. Шупашкар хули.
Присоединенное изображение
Николай Капитонович Капитонов 1895 çулхи çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Турхан ялĕнче çуралнă. Курнавăшри чиркỹ прихучĕн шкулне "пиллĕк" паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕшĕн Мухтав хучĕ илме тивĕç пулнă вăл. 1915 çулта салтак ретне тăнă каччă. Ун чухне пĕрремĕш тĕнче вăрçи пынă. Николай Капитоновича çар ретне илнĕ. Теччĕрен чăваш каччине Чĕмпĕр хулине янă. Çак хулара вăл çамрăк салтаксен курсĕнче вĕренме пуçлать. Кайран кĕçĕн командирсене хатĕрлекен шкулта 6 уйăх вĕренсе ефрейтор ята илет. Чĕмпĕрте çĕнĕрен йĕркеленĕ 110-мĕш Камский полк йышне илсе вăрçа яраççĕ Н.Капитонова. Вăрçăра пирĕн ентеш кĕçĕн унтер-офицер, каярах аслă унтер-офицер ятне илет. Тăрăшулăхне кура отделени командирне, унтан взвод командирне лартаççĕ ăна. 110-мĕш полк Молодечно тата Сморгонь хулисен хушшинче çапăçнă. Пысăк паттăрлăхпа палăрнăшăн пĕр-ремĕш тĕнче вăрçинче Николай Капитонович Георгий хĕресне тивĕçет. 1917 çулхи кăрлач уйăхĕнче Н.Капитонов килне таврăнать. Хăйсен ялĕн хĕрĕпе Евдокия Андреевна Михайловăпа çемье çавăрать. Çапах та çемьеллĕ пурнăçпа нумаях савăнса пурнаймасть вăл, 1918 çулхи кĕркунне ăна каллех вăрçа илеççĕ. Тăхăнмалли тата апат-çимĕç çителĕксĕр пулнăран чылай нуша курать вăрçăра Микулай. Урине тăм илтерсе госпитальте вăрах вăхăт сипленет. Килне 1920 çулхи кĕркунне тин таврăнать вăл, районти чылай ялти шкулсенче çар ĕçне вĕрентме пуçлать. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçлансан Ленинград фронтне лекет Н.Капитонов. Йывăр аманса икĕ уйăх госпитальте сипленнĕ хыççăн тăван ялне таврăнать. Малтанах колхозри тĕрлĕ ĕçре, кайран хурт-хăмăр утарĕнче тăрăшать. Шаннă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа тата çын хушшинче хăйне сăпайлă тытса ял çинче ырă ят хăварнă виçĕ вăрçа хутшăннă Микулай пичче.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика