Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.15 Вил тăприне тупрăмăр

Вил тăприне тупрăмăр

15.05.2010
"Елчек ен"
Николай Печков. Шăмалак.
Вăрçă _ çухату. Кашни çемьене пырса çапрĕ çак нуша. Пирĕн аттене _ Шăмалакра пурăннă Андрей Кириллович Печкова вăрçа 1942 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче илсе кайнă. Анне пилĕк ачипе (тăватă ывăл та пĕр хĕр) тăрса юлнă. 1944 çулта атте хыпарсăр çухалнине пĕлтерсе виçĕ кĕтеслĕ çыру килнĕ, ăçта çапăçса вилни пирки çырура пĕр сăмах та пулман. Пурнăç çăмăл килмерĕ. Пилĕк ачана ỹстерме аннене уйрăмах йывăр пулчĕ. Патшалăх умĕнчи парăма тỹлейменшĕн пĕртен-пĕр ĕнене çавăтса тухса кайнине лайăх астăватăп. _ Пусă шывĕ ĕçĕр, крахмал çийĕр, _ тесе каласа хăварчĕç пире ун чухне. Тавах Турра, крахмалпа ỹссен те эпир, тăватă арçын ача, салтака юрăхлă пултăмăр. Кăштах хам çинчен çырса пĕлтерем. 1960 çулта эпĕ салтак ретне тăтăм. Ракетчик пулса çĕр-шыв чиккине сыхларăм. Хĕсмет хыççăн пĕр ялти Юлия Никитична Егоровăпа пĕрлешсе çемье çавăрсан чылай çул Кавказра пурăнтăмăр, ывăлпа хĕр пăхса çитĕнтертĕмĕр. Нумаях пулмасть тăван яла куçса килтĕмĕр. Кавказра пурăннă чухне вăрçăран таврăнайман атте пирки хыпар пĕлес тесе тĕрлĕ архива çырусем ятăм, çапах та татăклă хурав кĕтсе илеймерĕм. Çулталăкран çыру илтĕм. Молдавине çыру çырма сĕнсе адрес палăртнăччĕ унта. Аттене тупас шанчăкпа çунатланса çак адреспа çыру çыртăм. Кăштах вăхăт иртсен хурав илтĕм. Ак телей. Тупăннă аттен ячĕ. Мана Молдавине йыхравланă çырура. Пĕр тăвансемпе пĕрле тỹрех унта çул тытрăмăр. Тăванла масарти мрамор плита çинче хамăрăн аттен хушаматне курсан мĕн тери савăнтăмăр эпир, унăн ачисем. "Андрей Кириллович Печков минометчик 1944 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче паттăрла вилĕмпе вилнĕ", _ тесе çырнă унта. Днестр шывĕ урлă каçнăшăн медаль илме тивĕç пулнă вăл. Днестр шывĕ урлă каçсан вилнĕ. Пурĕ виçĕ пин ытла çынна пытарнă çак тăванла масара. "Елчĕк ен" хаçатăн кăçалхи 13-мĕш номерĕнче "Ăçта-ши аттен вил тăприйĕ?" статья пичетленнĕччĕ. Унăн авторне хампа çыхăнма сĕнес килет (адрес редакцире). Тен, унăн ашшĕн ячĕ те пур çав тăванла масарта.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика