Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.15 Аттен кутамккине кашăк чикрĕм

 

15.05.2010
"Елчек ен"
К.МУСТУКОВА (Тихонова). Кушкă ялĕ.
1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Елчĕкре Акатуй уявĕ пулнă. Ватти те, çамрăкки те çак уява савăнăçлă сăн-питпе утнă. Манăн атте _ Павел Сергеевич Тихонов та хăйĕн çем-йипе пĕрле уява васканă. Çăмăл атлетсен кросне чупма ĕмĕтленни хавхалантарнă 36 çулхи арçынна. Чăн та, çак ăмăртура пĕрремĕш тухнă вăл. Анчах çĕнтерỹ савăнăçне хăрушă хыпар хупланă. "Вăрçă пуçланнă", _ пĕлтернĕ радиопа. Уява пуçтарăннă халăх вăхăтсăр саланнă. Кунран-кун хурлăхлă салтак юрри янрама пуçлать ялта. Пирĕн аттен те вăрçа кайма ят тухать. 5 ывăлĕпе 3 хĕрĕнчен, мăшăрĕнчен уйрăлса фронта тухса каять вăл. Ачасенчен асли Леонти _ вун пиллĕкре, кĕçĕнни Илюш 6 уйăхра тăрса юлнă. Эпĕ, виççĕри хĕр ача, атте вăрçа кайнă куна тĕлĕкри евĕр астăватăп. Чупса пырса унăн кутамккине йывăç кашăк чикни асра юлнă. _ Мавра, ан пăшăрхан. Нимĕçсене çĕнтерсен киле, тен, чипер-сывах таврăнăп, _ çапла каласа хăварнă вăл аннене лăплантарса. Анчах та çывăх çыннăмăра кĕтсе илеймерĕмĕр эпир, 1942 çулхи çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче атте Мускава хỹтĕлесе вилни çинчен пĕлтерекен хута илтĕмĕр. Мĕн тери пысăк хурлăх илсе килчĕ пире çак виçĕ кĕтеслĕ пĕчĕк конверт. 1943 çулта 17 тултарнă Леонти тетене те салтака илеççĕ. Çĕпĕре, хĕç-пăшал туса кăларакан завода хураллама пỹрет ăна шăпа. Анне 7 ачине выçă лартас мар тесе ырми-канми ĕçленĕ. Хырăма тăрантас тесе крахмал, чăкăт курăкĕн вăррипе тĕрлĕ кĕпçе пуçтарма çỹреттĕмĕр. Ытти нумай ачасем евĕрех нушаллă ỹсрĕмĕр. Çăмăл мар пурнăç 7-мĕш класс хыççăнах колхоз ĕçне кỹлĕнме хистерĕ. Малтанах выльăхсем валли çĕр улми пĕçерме шанчĕç мана. Кайран сурăхсем, сыснасем пăхрăм. 28 çул техничкăра тăрăшрăм. Ялти Н.Мустуковпа çемье çавăрса 4 хĕр те 1 ывăл пăхса ỹстерме пỹрчĕ пире шăпа.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика