Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.12 Çĕнĕ палăксем уçрĕç

Çĕнĕ палăксем уçрĕç

12.05.2010
"Елчек ен"
Е.ГЕННАДЬЕВА.
 Аттелĕхĕн Аслă вăрçине халалланă мероприятисем районта çу уйăхĕн 8-мĕшĕнчех пуçланчĕç. Çак кун ялсенчи вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксен умĕнче вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене чысласа митингсем йĕркелерĕç. Икĕ ялта вара Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнĕ куна халалласа çĕнĕрен хута янă палăксене уçрĕç. Элекçей Тимешре пурăнакансемшĕн çак кун уйрăмах асра юлчĕ. Кăçал çак ялта палăрăмлă чылай улшăну пулса иртнĕ. Культура çуртне, унта вырнаçнă ремесласен çуртне, акушерпа фельдшер пунктне юсаса çĕнетнĕ, Аттелĕхĕн Аслă вăрçинчен таврăнайманнисене асăнса çĕнĕ палăк лартнă. Палăка лартас ĕçре Л.Григорьев предпринимательпе "Прогресс" АХО директорĕ П.Скворцов пысăк пулăшу панă. Палăка савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Ăна уçма район пуçлăхĕ Н.Миллин, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Сайкин, "Прогресс" АХО директорĕ П.Скворцов, Л.Григорьев предприниматель, ялти ветерансем (виççĕн çеç юлнă вĕсем), тыл ĕçченĕсемпе ял халăхĕ, ытти хăнасем хутшăнчĕç. Кашниех вĕсем ветеран-фронтовиксене, тыл ĕçченĕсене Аслă Çĕнтерỹ туса панăшăн пысăк тав сăмахĕ каларĕç, ырлăх-сывлăх, канлĕ ватлăх, телей сунчĕç. Ветерансен ячĕпе М.Алюкин, ял халăхĕн ячĕпе В.Нестраканова сăмах илчĕç. Ял халăхĕшĕн çакăн пек пысăк парне туса панă ертỹçĕсене пысăк тав сăмахĕсем каларĕç вĕсем. Ялти хăтлăха çĕклес тесе А.Антонов уйрăм предприниматель те сахал мар вăй хунă. Культура çурчĕ умĕнчи пушă лаптăкра вăл ачасене выляса савăнма ача-пăча площадки йĕркеленĕ. Çак кунах район пуçлăхĕ Н.Миллин Çĕнĕ Пăвара тĕпрен юсаса хута янă палăка уçма та хутшăннă. Ветерансемпе тыл ĕçченĕсене пысăк уяв ячĕпе саламланă май вĕсене, ял халăхне ырлăхпа сывлăх суннă. Ял çыннисем палăка хута ярас ĕçре пысăк пулăшу панă ЗАО НПО "Промсервис" (тĕп директорĕ Ю.Титов) тата "Ритуальные услуги" (ертỹçи Л.Григорьев) предприятисене пысăк тав сăмахĕсем каланă. Уява Елчĕк тата Курнавăш ял тăрăхĕсенчи культура çурчĕсен ĕçченĕсен тата асăннă ялсенчи шкулсенче вĕренекенсен юрри-ташши илемлетнĕ.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика