Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.12 Аслă Çĕнтерĕве паллă тунă

Аслă Çĕнтерĕве паллă тунă

12.05.2010
"Елчек ен"
 Аслă Елчĕк ялĕнче вăрçă пырса тивмен пĕр çемье те юлман. Фронта 600 çын тухса кайнă, вĕсенчен 228-шĕ каялла тăван яла таврăнайман. Аслă Çĕнтерĕве халалланă уяв митингне Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Афанасьев уçнă. Вăл ветерансене уяв ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, нумай çул пурăнма ырă суннă. Çавăн пекех ĕçпе вăрçă ветеранĕсене Ленин ячĕллĕ ЯХПК председателĕ В.Падуев, шкул директорĕ З.Обручкова, ялти ветерансен канашĕн председателĕ Е.Ахмерова саламланă. Ветерансен ячĕпе П.Печков (сăн ỹкерчĕкре) тухса калаçнă. Вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăнă. Çамрăк армеецсем, учрежденисемпе организацисен ертỹçисем, шкул ачисемпе ветерансем палăк умне гирляндăсемпе чечек кăшăлĕсем, чĕрĕ чечексем хунă. Максим атте вилнисене асăнса панихида ирттернĕ, ветерансене иконсем парса тухнă. Тĕп лапамра вăрçăпа тыл ветеранĕсем валли салтак кухни йĕркеленĕ. Культура çуртĕнче уяв концерчĕ нумая тăсăлнă. Курнавăшри тĕп площадьре Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнине халалласа ирттернĕ митинга ялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕн çумĕ Э.Смирнова уçса пуçтарăннисене пысăк уяв ячĕпе саламланă. Историпе краеведени халăх музейĕн заведующийĕ А.Смирнов, шкул директорĕн çумĕ Т.Николаева Çĕнтерỹ ахаль килменни çинчен чарăнса тăнă. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ П.Смирнов ветерансен ячĕпе ăшă сăмахсем каланă май халь çеç кăларнă кĕнекине презентациленĕ. Ял çыннисен пурнăçĕпе паллаштаракан кĕнекене автор халь пурăнакан тăватă ветерана парнеленĕ. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчен Аттелĕхĕн Аслă вăрçине 1360 çын тухса кайнă. Вăрçă хирĕнчен 683 ентеш таврăнайман. Вĕсене асăнса ял тăрăхĕнчи кашни ялтах митингсем иртнĕ, ветерансене пысăк уяв ячĕпе саламланă. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕнче 13 ветеран пурăнать. Аслă Пăла Тимеш ялĕнчи Николай Святитель чиркỹн настоятелĕ Алексей атте вилнисене асăнса панихида ирттернĕ. Тăрăм ял тăрăхĕнчен Аттелĕхĕн Аслă вăрçине 631 çын тухса кайнă, вĕсенчен 323 салтак юнлă вăрçă хирĕнчен каялла таврăнайман. Паян ку тăрăхра 7 ветеран пурăнать. Ял тăрăхĕнче вăрçă хирĕнче пуçне хунă паттăр салтаксене асăнса лартнă палăксем тăваттă. Уявра вĕсен умне ял çыннисем йышлă пуçтарăннă. П.Михайлов, П.Андриянов, В.Кузьмин ветерансем вăрçă кунĕсене, çывăх юлташĕсене аса илнĕ. Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнĕ ятпа панă юбилей медалĕсене ял тăрăхĕнче пурăнакан 106 ветеран тивĕçнĕ. Хăвăлçырмари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулпа культура ĕçченĕсем тăрăшнипе ялти асăну палăкĕпе юнашар "Çĕнтерĕве _ 65 çул" парк уçнă. Хаваслă уява вăрçă ветеранĕ А.Галкин, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Кошкин, шкул ачисем, ватти-вĕтти йышлăн пуçтарăннă. Парк ялти чи илемлĕ вырăн пуласса шанать ял çынни.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика