Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.12 Асра юлакан уяв

Асра юлакан уяв

12.05.2010
"Елчек ен"
Ĕнер район администрацийĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисен канашлăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин ертсе пынă. Канашлура Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине районта мĕнле уявланине хак панă. Аслă Çĕнтерĕве хатĕрленсе ирттерес енĕпе йĕркеленĕ районти комисси председателĕ Л.Левый канашлура палăртнă тăрăх, хатĕрленỹ ĕçĕсене çулталăк пуçламăшĕнчех тытăннă. Ялсенче, район центрĕнче ку енĕпе нумай ĕç туса ирттернĕ. Уява йĕркелекенсем умĕнче икĕ тĕп задача тăнă: вăрçă ветеранĕсене чысласси, уява халăх йышлă хутшăннă май, çынсен канăвне тивĕçлипе йĕркелесси. Оргкомитет, çавăн пекех яваплă çынсем умри тĕллевсене ăнăçлă пурнăçланă. Район пуçлăхĕн çумĕ Л.Левый Елчĕкри культурăпа кану центрĕн (В.Портнова), халăха социаллă пулăшу паракан пай (И.Аникина) тата центр (Л.Александрова), Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕн (В.Вастулова) ĕçченĕсене, уява йĕркелесе ирттерме хутшăннă ытти çынсен ĕçне пысăк хак пачĕ, тав турĕ. Аслă Çĕнтерỹ уявĕ умĕн Элекçей Тимешĕнче тата Çĕнĕ Пăвара вăрçăра пуç хунă ентешсене халалласа çĕнĕ палăксем уçнă. Юлашки вăхăтра Элекçей Тимешĕнче çак ĕçпе пĕрлех ялти клуба тĕпрен юсанă. Ялти предприниматель пулăшнипе ача-пăча площадки уçнă. Çĕнĕ Пăвара палăка Ю.Титов предприниматель укçи-тенкипе туса лартнă, йĕри-тавра тимĕр карта тытнă, тирпей-илем кĕртнĕ. Район пуçлăхĕ предпринимательсене пархатарлă ĕçшĕн тав турĕ. Çĕнтерỹ салючĕсем яма пулăшу панă предпринимательсем те тав сăмахне тивĕçлĕ. Уяв кунĕнче районти тĕп лапам нихçанхинчен хитре пулнă. Ăна илемлетес тĕлĕшпе вуншар çын тăрăшса ĕçленĕ. Район пуçлăхĕ чи тăрăшуллисене _ район администрацийĕн техника работникĕсене П.Амурова тата С.Борисова Тав хучĕсем пачĕ. Çавăн пекех вăл район пуçлăхĕн çумне _ йĕркелỹ комиссийĕн председательне Л.Левыя, халăха социаллă пулăшу паракан пай ертỹçине И.Аникинăна уява йĕркелес енĕпе тăрăшса ĕçленĕшĕн тав турĕ. Канашлура район пуçлăхĕ уявра асра юлмалли самантсене, çитменлĕхсене, вĕсене пĕтермелли майсене палăртса хăварчĕ.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика