Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.12 Сирĕн умăрта ĕмĕрех парăмра

Сирĕн умăрта ĕмĕрех парăмра

12.05.2010
"Елчек ен"
Е.ПЕТРОВА
Присоединенное изображение
 Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ _ пĕтĕм халăх мăнаçлăхĕпе астăвăм кунĕ, унăн манăçми паттăрлăхĕпе çирĕплĕхĕн, ĕненĕвĕпе чăтăмлăхĕн символĕ. Çĕр-шыв историйĕнчи манăçми çутă та сăваплă кун мĕн чухлĕ аяккарах кайса пырать, унăн пĕлтерĕшĕ çавăн чухлĕ ỹссех пынăн туйăнать. Аслă Çĕнтерỹ кунĕ пирĕншĕн пуриншĕн те хаклăран та хаклă уяв. Çĕнтерỹ çĕр-шыв халăхĕшĕн çăмăлпа килмен. 1418 талăка пынă Аттелĕхĕн Аслă вăрçи инкек кỹмен çемье çук çĕр-шывра, кашни çыннах çывăх çыннинчен ĕмĕрлĕхех уйăрнă вăл. Пирĕн районтан çеç çак ылханлă вăрçа 7 пин ытла вăй питти çын тухса кайнă, вĕсенчен çурри вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Çитĕнекен ăрусен ирĕклĕхпе ырă пуласлăхĕшĕн, тăнăç пурнăçĕшĕн. Шел пулин те, вăрçă вучĕ витĕр тухнă ветерансен те йышĕ чакса пырать. Кăçалхи Çĕнтерỹ уявне районти 87 ветеран анчах кĕтсе илме пултарчĕ. Вăл йышран Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче _ 9 ветеран, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче _ 5, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче _ 8, Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче _ 11, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче _ 7, Курнавăш ял тăрăхĕнче _ 11, Тăрăм ял тăрăхĕнче _7, Елчĕк ял тăрăхĕнче 15, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче 14 вăрçă участникĕ пурăнать. Çавăн пекех паянхи кун районта вăрçăра пуç хунă салтаксен 16 арăмĕ, вăрçă хыççăн вилнĕ ветерансен 229 арăмĕ, 1296 тыл ĕçченĕ пурăнать. Ентешсен паттăрлăхĕ, хастар ĕçĕ нихăçан та манăçа тухмĕ, вăл ĕмĕрсем тăршшĕпех сыхланса пырса тĕнчене килекен çĕнĕрен те çĕнĕ ăрусен асĕнче юлĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнине халалланă районти мероприятисем çу уйăхĕн 8-мĕшĕнчех пуçланчĕç. Çак кун ялсенче вăрçăран таврăнайманнисене халалласа палăксем умĕнче митингсем иртрĕç, Аслă Çĕнтерĕве халалласа культура ĕçченĕсем концертсем йĕркелерĕç. Çак кунах район центрĕнчи тĕп лапамри Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуç хунисене сума суса лартнă палăк умĕнче вара "Сыввисем асрах тытаççĕ" ятпа митинг иртрĕ. Унта Афган, Чечен тата ытти хĕрỹ точкăсенчи вăрçăсене хутшăннă ĕнерхи салтаксемпе çамрăксем пуçтарăнчĕç. Воин-афганецсене асăнса лартнă палăк умне чечек кăшăлĕсем хунă хыççăн вĕсем ялавсемпе факелсем йăтса çар комиссариачĕ пулнă çурт умĕнчен пуçласа Тĕп лапама çити утрĕç, çапла майпа Тăван çĕр-шыва хỹтĕлесе пуçĕсене хунисене чысларĕç. Çак пĕлтерĕшлĕ мероприяти паттăррăн вилнисене асра тытма май панисĕр пуçне çамрăксенче патриотла туйăмсем çуратать. Пуçтарăннисене çак кун Çĕнтерỹ уявĕпе Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи пайĕн ертỹçи А.Маурин саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ, тĕреклĕ те хăюллă пулса ỹссе çĕр-шыва тивĕçлипе хỹтĕлеме ырă сунчĕ. Аслă Çĕнтерỹ 65 çул тултарнине халалланă тĕп мероприяти çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Елчĕкри Тĕп лапамра иртрĕ. Савăнăçлă митинг ял тăрăхĕсенчи ветерансемпе тыл ĕçченĕсене, ял çыннисене, предприятисемпе организацисен работникĕсене, шкулсенче вĕрентекенсемпе пĕлỹ илекенсене, хăнасене пуçтарчĕ. Шарсемпе тата ялавсемпе илемлетнĕ Тĕп лапамра çак кун иртенпех патриотла кĕвĕ-çемĕ янăрани чуна хаваслă туйăм парнелерĕ, кунтах ачасен вăрçăпа мире сăнлакан ỹкерчĕкĕсен куравĕ ĕçлерĕ. Ветерансене сумлă вырăна _ Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунисене сума суса лартнă палăк умне лартрĕç. Савăнăçлă митинга райадминистрацин культурăпа архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ А.Александрова ертсе пычĕ. Митинга район пуçлăхĕ Н.Миллин уçрĕ. Вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене, район халăхне Аслă Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламларĕ вăл. Хисеплĕ ветерансемпе тыл ĕçченĕсене нумай çул çĕнтерỹçĕсен ретĕнче пулма çирĕп вăй-хал, канлĕ ватлăх, иксĕлми телей, тăнăç пурнăç сунчĕ. _ Ентешĕмĕрсен паттарлăхĕ, хастар ĕçĕ нихăçан та манăçа тухмĕ. Ĕмĕрсем тăршшĕпе сыхланса юлса çĕнĕрен те çĕнĕ ăрусен асĕнче пулĕ вăл. Тăван çĕр-шывăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне, паянхи ăрăвăн мирлĕ пурнăçĕпе çутă малашлăхне сыхласа хăварма пулăшнăшăн ветерансен умĕнче çĕре çити пуç таятпăр, _ терĕ Н.Миллин. Ун хыççăн митинга хутшăннисем мирлĕ пурнăçшăн кĕрешсе пуç хунисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. "Мĕн чухлĕ хупман-ши илемлĕ куçсем Хаяр тăшманпа çапăçса. Телей яланах пĕрле уттăр тесе Вутра шеллемен пурнăçа" _, илтĕнет ертсе пыраканăн сасси. "Аве, Мария" юрă шăраннă вăхăтра халăх умне çурта çутса Елчĕкри культурăпа кану çурчĕн ĕçченĕсем тухаççĕ. Юрă вăхăтĕнче вĕсем чĕрене хумхатса вăр-çăран таврăнайманнисен ячĕпе сăмахсем калаççĕ: "Эпĕ вĕренсе тухса çынсен сывлăхне сиплесшĕнччĕ". "Эпĕ авланса çемье çавăрасшăнччĕ". "Эпĕ артистка пулас ĕмĕтлĕччĕ...". Вĕсене хумханмасăр итлеме май çук. Маллалла Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă ентешсен ячĕпе Анастасия Александровна Краснова сăмах каларĕ. Çамрăк ăру ячĕпе Ел-чĕкри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулта вĕренекенсем сăмах илчĕç. Вĕсен сăввисемпе юррисем кашнин кăмăлне çĕклерĕç. Тĕп хуламăрта "Всем миром, всем народом, всей землей" ятпа иртнĕ реквием-митинга хутшăннă районти делегатсем митинга Çĕнтерỹ Ялавĕн копине тата Мухтав гирляндине илсе килнине те палăртмалла. Çĕнтерỹ ялавĕн копине Тĕп лапам тăрăх Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен генеральнăй штабĕн полковникĕ Владимир Гурьевич Теллин çĕклесе утрĕ. Елчĕкри культурăпа кану центрĕн работникĕсен, пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулсенче вĕренекенсен, районти культура ĕçченĕсен театрализациленĕ представленийĕ вăрçă умĕнхи мирлĕ пурнăçа ĕнентерỹллĕн, яр уççăн сăнларĕ. _ 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ паянхи пекех ăшă та çутă пулнă. Мирлĕ халăх ĕçленĕ, каннă, савăннă, _ илтĕнет ертсе пыраканăн янăравлă та уçă сасси. Тĕп лапамра çамрăксем вальс çаврăнаççĕ, ял тăрăхĕсенчи культура ĕçченĕсем купăс каласа юрлаççĕ, чăваш, тутар, ытти халăх ташшисене ташлаççĕ. Çĕр-шыв калама çук пысăк хăрушлăха кĕрсе ỹкни пирки никам та тĕшмĕртмест. Тỹперен ăшшине шеллемесĕр çĕр çине сапалакан хĕвел пайăркисем те хăрушлăх пирки систермеççĕ. Сасартăк таврара шăв-шав илтĕнсе каять, бомбардировщиксем аялалла хăрушшăн шăхăрса аннă, бомбăсемпе снарядсем çурăлнă сасăсем тĕнчене кисретеççĕ. Халăхăн савăнăçпа çиçекен сăн-пичĕ шикленỹпе тулать. Пурте вĕсем çĕр çумнелле лăпчăнаççĕ. Халĕ ĕнте ĕнерхи мирлĕ пурнăç пирки ĕмĕтленмелли анчах юлать. Хаярлăхпа, курайманлăхпа тулнă яшсемпе арçынсем ыран хăйсемпе мĕн пулассине тĕшмĕртмесĕрех вăрçа тухса каяççĕ. Вĕсен пĕр шанчăк анчах _ Тăван çĕр-шыва хаяр тăшманран тасатса киле Çĕнтерỹпе таврăнасси. Ял халăхĕ вăрçа каякансене çуран, лашапа ăсатать, хаяр тăшмана çапса аркатса каялла ырă-сывă таврăнма пиллесе чăваш тĕрриллĕ сăмса тутрисемпе ал шăллисем парнелет. Тĕп лапам тăрăх салтак юрри юрлакан арçынсен, кĕрĕлтетсе вăрçă хирне каякан машинăсен колонни пĕрин хыççăн тепри иртет. Уявăн чи хумхануллă саманчĕ _ çамрăк армеецсен парачĕ. Мăнаçлăх туйăмĕ кĕртсе çирĕппĕн пусса иртрĕç вĕсем... Акă тахçантанпах кĕтнĕ Çĕнтерĕве сăнлани. Культура ĕçченĕсем пĕрлештернĕ хорĕ "Победа" юрра шăрантарнă май тỹпене пин-пин çутăпа Çĕнтерỹ салючĕ çĕкленет. Пĕр савăнтарать вăл, пĕр хумхантарать. Халăхăн пит-куçĕ каллех хаваслă сăн-питпе çутăлать. Елчĕкри искусство шкулĕн вĕренекенĕсен "Ангелы" ташă композицийĕ, шкул ачисен юрри-ташши уява хавас сăн кĕртрĕç. Çамрăк ачасемлĕ амăшĕсемпе ашшĕсем, чечексемпе шарсем, теттесем йăтнă вĕренекенсем мирлĕ пурнăçа сăнарласа Тĕп лапам тăрăх колоннăпа утрĕç. Вăрçăра пуç хунисене чысласа палăк умне район пуçлăхĕ Н.Миллин, предприятисемпе организацисен ертỹçисем чечек кăшăлĕсем хучĕç. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов ветерансемпе салтак арăмĕсене, тыл ĕçченĕсене çулсеренех салтак пăттипе хăналать. Çак ырă йăлана кăçал та пурнăçа кĕртрĕç. Ветерансене салтак кухнин пăттипе сăйларĕç. Çĕнтерĕве халалланă уяв программи малаллах тăсăлчĕ. Куракансем Тĕп стадиона пуçтарăнса кашни ял тăрăхĕнчен килнĕ культура ĕçченĕсен, çамрăк "артистсен" юрри-кĕввипе паллашрĕç. Вăрçă темипе шăраннă юрăсем чунсенче патриотла туйăмсем çуратрĕç. Тĕп стадионтах ял тăрăхĕсен специалисчĕсем курма килнисене вăрçă çулĕсенчи музей экспоначĕсенчен хатĕрленĕ куравсемпе паллаштарчĕç. Халăх уявпа питĕ кăмăллă юлчĕ. Хăйсем çак кун чунтан каннине палăртрĕç вĕсем. "Уява тепĕр хулара та кун пек лайăх йĕркелемеççĕ",_ хăй шухăшне пытармарĕ ман хыçри пĕр çулланнă арçын. Тăнăçлăхпа мирлĕ пурнăçа сыхласа хăварнă тата çамрăк ăрăва телейлĕ пурнăç парнеленĕ шурă çỹçлĕ ветерансен умĕнче тепĕр хут çĕре çити пуçăмăрсене таятпăр. Çĕр çинче текех вăрçă ан пултăр.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика