Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.08 Çутă пуласлăхшăн кĕрешнĕ паттăр

Çутă пуласлăхшăн кĕрешнĕ паттăр

08.05.2010
"Елчек ен"
И. ЛЕОНТЬЕВА. Лаш Таяпа ялĕ.
Мĕн чухлĕ хурлăх, асап кỹмерĕ-ши вăрçă тăнăç та лăпкă пурăнакан халăха. Лаш Таяпаран вăрçа 280 çын тухса кайнă. Вĕсем хушшинче манăн кукка Василий Федорович Михеев та пулнă. Вăрçăра мĕнле çапăçни çинчен каласа пама ыйтсан, мана диван çине ларма ыйтатчĕ вăл. Вăрçăра ỹкерттернĕ сăн ỹкерчĕкĕсене, орденĕсемпе медалĕсене, хăйĕн çинчен çырнă кĕнекесене ума пырса хуратчĕ. Василий Федорович вăрçăри пурнăçĕ çинчен каласа панисем халĕ те асрах. Шел пулин те, паянхи кунччен пурăнаймарĕ, 1997 çулта пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ çывăх çыннăмăр. В.Михеев пирки Совет Союзĕн Геройĕ С.А. Ваупшасов "Партизанская хроника", "На тревожных перекрестках", К.Ф.Усольцев "Люди долга", С.К.Лещеня "С паролем горкома", В.М.Бурмистров "Паттăр янташсен кĕрешỹ çулĕпе" кĕнекисенче çырса кăтартнă. Василий Федорович Михеев Лаш Таяпа ялĕнче 1918 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Унăн ашшĕ _ Федор Иванович Михеев (1892-1970ç.ç.) виçĕ вăрçă участникĕ. Чылай орденсемпе медальсен кавалерĕ ялти сумлă çынсенчен пĕри шутланнă. Василий Федорович çемьере чи асли пулнă. Шкула лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Патăрьелĕнче педагогика училищинче ăс пухнă çамрăк. Çара кайиччен Энтепе ялĕн шкулĕнче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 1939 çулта çар ретне илнĕ ăна. Беларусь çар округĕнчи артиллери полкĕнче вĕреннĕ, унтан ăна чикĕ хĕрринче тăнă артиллери полкне янă. Пысăк тавра курăмне тата ăсталăхне кура В.Федоров сержанта командира лартнă. Вăрçа вăл 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Молодечно хули патĕнче кĕнĕ. Хулашăн хăрушă çапăçусем пынă. Нимĕçсем пирĕн салтаксене çавăрса илнĕ. Боецсем хамăрăннисем патне тухма хăтланни усăсăр пулнă. В.Михеева Червень районĕнчи Дубовручье ялĕнчи Николай Кузьмин колхозник пытарса усранă. Нимĕçсенчен анчах мар, сутăнчăксенчен пытанма та йывăр пулнă. Василий Федоровича шăпа тин йĕркеленнĕ партизансен отрядне шыраса тупма пỹрет. "Непобедимый" ятпа çỹрекен отряда И.М.Кусков лейтенант ертсе пынă. Кусков партизанĕсем часах Градов-Ваупшасов полковник ертсе пыракан ушкăнпа тĕл пулнă. Çак ушкăнпа çирĕп çыхăну тытнă май вĕсем операцисене час-часах пĕрле ирттернĕ, 1942 çулта ушкăнсем пĕрлешнĕ. В.Ф.Михеев тăшмана хирĕç хăюллăн çапăçнă. "1942 çулхи чỹк уйăхĕн 7-мĕшĕнче фрицсене "парне" пама шут тытрăмăр, _ çапла çырса хăварнă паттăр партизан хăйĕн аса илĕвĕнче. - Эпир, партизансем, 30 çынран тăракан ушкăн, нимĕçсен Минск çывăхĕнчи Смолевичи станцинче тăнă эшелонне пырса тапăнтăмăр. Вăл фронта тухса кайма хатĕрленнĕ пулнă. Платформăсенче тăшман техники, вагонсенче хĕç-пăшал пулнă. Эшелона тĕппипех çунтарса ятăмăр, фашистсене пурне те вĕлертĕмĕр. Партизансем пурте сывах таврăнтăмăр". Партизансем çавăн пекех (вĕсен хушшинче Василий Михеев пулеметчик та пулнă) Жодино станцийĕнче тăнă тăшманăн техника тиенĕ çар эшелонне сывлăша сирпĕнтернĕ. Эшелон фронта тухса каяйман. Поездсем çул тăрăх талăк хушши çỹреймен. Пĕррехинче отряд командирĕ В.Михеева 4 партизанпа пĕрле самай аякра вырнаçнă аэродрома питĕ кирлĕ документсем леçме янă. Хăрушлăх сиксе тухас пулсан документсене çийĕнчех тĕп тума хушнă. Партизансем çĕр çухрăм ытла утса документсене аэродрома вăхăтлă илсе çитернĕ. Тепĕр кунах çак хаклă хутсем Мускава çитнĕ. Нимĕçсен тыткăна илнĕ полковникне те çак аэродромах ăсатма тивнĕ В.Михеевпа юлташĕсен. Василий Федорович партизанра 1942 çулхи ака уйăхĕнчен пуçласа 1944 çулхи çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕччен çапăçнă. 1944 çулхи çурла уйăхĕнче партизансем Совет Çарĕпе пĕрлешнĕ. Варшава, Познань хулисене ирĕке кăларнă, Берлина штурмланă çĕре хутшăннă Лаш Таяпа каччи. 1946 çулта тин килне таврăннă, шкулта учительте ĕçлеме тытăннă. Вăрçă чарăннă хыççăн Василий Федорович Дубовручье ялĕнче хăйне пытарса усранă Николай Кузьминран çыру илнĕ: "... Дубовручье ялне фашистсем йăлтах çунтарса ячĕç, 330 çынран пĕрне те хĕрхенмерĕç. Мăшăрăм та, ачасем те çунса кайрĕç, хама тата ытти вăй питти арçынсене Германие илсе кайрĕç. ...Киле таврăнтăм, кунта вара кил-çурт та, тăвансем те юлман". Çакăн хыççăн Василий Федорович ăна Чăваш çĕр-шывне килме чĕннĕ, анчах лешĕ тăван вырăнтан тухма килĕшмен. Тăван çĕр-шыв Василий Федоровичăн тава тивĕçлĕ ĕçĕсене пысăка хурса хакланă. Хĕрлĕ Ялав орденĕпе тата Аттелĕхĕн Аслă вăрçин орденĕпе (2 степень), "Паттăрлăхшăн", "Çапăçури хастарлăхшăн", "Аттелĕхĕн Аслă вăрçин партизанне" (1 степень), "Варшавăна ирĕке кăларнăшăн", "Берлина илнĕшĕн", "Аттелĕхĕн 1941-1945 çулĕсенчи Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" медальсемпе наградăланă ăна. Василий Федорович паттăр партизан çеç мар, хисеплĕ учитель те пулнă. Общество ĕçне хастар хутшăннă вăл. Ăна пурте хисепленĕ, халĕ те ырăпа асăнаççĕ.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика