Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.08 Çухатусăр пулман

 

08.05.2010
"Елчек ен"
Ардалион МАКСИМОВ, атом промышленноçĕн тата энергетикăн ветеранĕ. Северск хули.
Астăвăм кĕнекинче Çĕнĕ Пăваран 115 çын вăрçăра вилнĕ тесе палăртнă. Эпир астăвасса вара фронтра 125 çын вилнĕ тесе шутлатчĕç. Списокра Георгий Прокопьевич Марков çук. Вăл Хĕрлĕ Çар ретне 1939 çулта тăнă. Унтан тỹрех вăрçа кĕнĕ. Тăванĕсем каланă тăрăх вăл вилнине пĕлтерекен хут çемйине килнĕ. Петр Трофимович Трофимов та списокра курăнмасть. Кĕнекене Рахмин Николай Андреевича кĕртнĕ. Вăл вăрçăран сывă килнĕ. Ăна кайран тĕрĕс мар репрессиленĕ. Унăн вырăнне Михаил Рахмин пулма пултарать. Ашшĕ ятне астумастăп. Ывăлĕ Володя ятлăччĕ. Халĕ вĕсен çемйи ялта çук. Тата ытти çитменлĕхсем те тупăнаççĕ унта. Çавăнпа та районти çар комиссариатĕнчи кĕнеке тăрăх тепĕр хут тĕрĕслесен питĕ аван пулмалла. Нумай çухату тỹснĕ Çĕнĕ Пăвасем. Акă, Викторовсен çемйинчен Иван Викторович тата унăн виçĕ ывăлĕ - Михаил (Миçук), Васили, Иван пуçĕсене хунă. Миçукне час-часах аса илетчĕ Курчин Петĕр тете. Вĕсем пĕрле питĕ туслă ỹснĕ. Виçĕ пĕр тăван вилнĕ çемьесем тата та пур: Трофимовсем _ Петр, Александр, Николай; Кадышевсем _ Дмитрий, Василий, Аркадий; Купташкинсем _ Николай, Александр, Алексей; Курчинсем _ Николай, Алексей, Илья. Алексей манăн атте пулать. Асаттен ултă ывăлĕ те фронта лекнĕ. Петĕр тете яла хăрах урапа таврăннă. Гурипе Василий тете те фронтран аманса килнĕ. Пирĕн ратнерен, арçын енчен (Курчин, Максимов, Марков, Аверьянов, Шумилкин хушаматлисем) пурĕ вун иккĕн вăрçă хирĕнчех выртса юлчĕç. Мăшăрăн тăванĕсенчен те вун пĕрĕн вилнĕ. Çемьере иккĕн вилнисем те сахал мар. Пĕр сăмахпа каласан, вилĕм кĕмен çурт та юлман ялта. Чылай ветеран яла таврăнсан та ыр курса нумай пурăнаймарĕ, сурансене чăтаймасăр вăхăтсăр çĕре кĕчĕç. И.Краснов, Ф.Курчин, А.Митрофанов офицерсем вут-çулăм витĕр сывă тухайман. Вăрçă инваличĕсем чылай çул хушши ялта тĕрлĕ çĕрте вăй-халне парса тăрăшрĕç. Вĕсен йышĕнче _ Илья Кадышев, Петр Курчин, Георгий Кукурузов, Герасим Иванов, Александр Иванов, Петр Мякинин, Георгий Скирдов тата ыттисем те. Василий Краснов ветеранăн кăкăр тулли орден-медаль пулнипе палăрнă ялта. Вася тетепе Елис аппа чипер пурăнса ывăл-хĕрĕсене йĕркеллĕ ỹстерчĕç. Паллах, кĕске статьяра мĕн пур ветерана аса илеймерĕм. Кашни çемье ĕмĕр асран тухми çухату тỹснине эпир манмастпăр. Çамрăк ăру та вĕсене ĕмĕр асра тыттăр. Эпир çамрăклах инçете тухса кайрăмăр, мирлĕ пурнăçшăн çанă тавăрса ĕçлерĕмĕр.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика