Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.08 Аттесен, асаттесен ячĕсене манмастпăр

 

08.05.2010
"Елчек ен"
С.НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн хисеплĕ работникĕ.
Курнавăш ялĕнчен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине 265 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 115-шĕ çапăçусенче пуçĕсене хунă. Ял-йыш, тăванĕсем вĕсене манмаççĕ, асра тытаççĕ. Вăрçă пуçланиччен пирĕн ялта çуралса ỹснĕ 27 çамрăк Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Вĕсене çара 1939_1940 çулсенче илнĕ. Нумайăшĕн 1941 çулхи кĕркунне служба срокĕ вĕçленмелле пулнă. Вĕсем тăван яла таврăнма, мирлĕ ĕçе кỹлĕнме ĕмĕтленнĕ. Анчах хаяр вăрçă çамрăксен ĕмĕчĕсене татнă. 1939 çулта çара кайнă Иван Веселин, Емельян Курчин, Александр Скворцов маларах учителе вĕренсе тухнă. Манăн аннен пиччĕшне _ Василий Трофимович Антонова Хĕрлĕ Çара 1939 çулхи чỹк уйăхĕн 25-мĕшĕнче илнĕ. Чăваш Республикинчен, çав шутра хамăр районтан кайнă çамрăксен ушкăнĕпе пĕрле вăл Хĕвел анăç çар округĕнчи Гродно хулинчи чаçре службăра тăнă, полк шкулĕнче вĕреннĕ. Полк шкулĕнче пирĕн районтан 12 çамрăк кĕçĕн командирсем пулма хатĕрленнĕ. Вĕсен шутĕнче Н.С.Степанов (Ĕнел), В.Ф.Михеев (Лаш Таяпа), В.Е.Багадеров (Тăрăм), А.Р.Мукин (Аслă Пăла Тимеш), Г.Н.Столяров (Элпуç), С.И.Ильин (Çĕнĕ Эйпеç) тата ыттисем. 12 салтакран виççĕшĕ çеç _ В.Михеев, А.Мукин, Н.Степанов тăван ялĕсене таврăннă, ыттисем паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ, хыпарсăр çухалнă. Полк шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн В.Т.Антонова Хĕвел анăç Украинăна куçарнă. Акă мĕн çырнă вăл тăван килне 1940 çулхи юпа уйăхĕн 13-мĕшĕнче янă çырăвĕнче: "Пирĕн полка Хĕвел анăç Украинăри Перемышль хулине илсе çитерчĕç. Граница инçе мар, пĕр икçĕр метртан та ытла мар-тăр. Германи салтакĕсем курăнсах тăраççĕ..." Вăрçă пуçлансанах чикĕ хĕрринче тăнă кукка чаçĕ çапăçăва кĕнĕ. Шел, унăн юлашки кунĕсем çинчен нимĕн те пĕлместпĕр. Тăван яла вăл вилни çинчен 1941 çулхи авăн уйăхĕнче хут килнĕ... Аннен тепĕр шăллĕне _ Петр Трофимовича, 1924 çулта çуралнăскере, 1942 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче вăрçа илсе кайнă. Унăн юлашки çырăвне килтисем 1943 çулхи нарăсăн 2-мĕшĕнче илнĕ: "...Манăн çыру çырма хут çук тесе ан калăр. Может быть ку манăн юлашки çыру пулĕ, тек çыраймастăп, каçарăр..." Юнашар çапăçакан юлташĕсене кашни кун çухатакан салтак çырăвĕ хуйхăллă. Шăпа тăван яла каялла илсе çитермессе туйнă пулас вăл. Петр Антонов рядовой 1943 çулта, çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче, çут çанталăк чĕрĕлсе çитнĕ вăхăтра паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Вăрçăччен Курнавăшра Ел-чĕкри МТСăн трактористсене хатĕрлекен курсĕ ĕçленĕ. Çавна май нумай çамрăк унта вĕреннĕ, районти тĕрлĕ ялсенче ĕçленĕ. Манăн атте, Николай Терентьевич Курчин, Елчĕк МТСĕнчи трактор бригадинче 1934 çулта ĕçлеме пуçланă. 1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 21-22-мĕшĕсенче çĕрлехи сменăра суха тунă. Кăнтăрла иртсен ăна Елчĕкри çар комиссариатĕнчен повестка килсе панă. Каçхине унăн хăйĕн тракторĕпе Елчĕке çитмелле пулнă. Çав кунах вăл МТСран расчет илнĕ, киле кĕске самантлăха таврăнса çамрăк арăмĕнчен, тăванĕсенчен уйрăлса НАТИ тракторпа Елчĕке тухса кайнă. Кун пирки "Колхоз ялавĕ" хаçатăн 1985 çулхи нарăс уйăхĕн 7 тата 9-мĕшĕсенче тухнă 18-19-мĕш номерĕсенче Елчĕк МТСĕн историне халалланă очеркра В.Московский çапла çырнă: "Фронта тухса каймалли повесткăна эпĕ каçхине, июнĕн 22-мĕшĕнче илтĕм, _ аса илет ĕçпе вăрçă ветеранĕ Николай Евдокимович Иванов. _ Июнĕн 23-мĕшĕнче эпир трактор колоннипе Канаш хулине тухса кайрăмăр. Ăна ертсе пыма мана хушрĕç. Çак ултă трактортан 5-шĕ СХТ3-НАТИ, пĕр трактор ЧТЗ (С-60) маркăллăччĕ. Тракторсене эпĕ, Николай Курчин (Курнавăш), Малинин, Карамаликов, Макаров (улттăмĕш çынна астумастăп) тытса пытăмăр. Канаша эпир хамăр тĕллĕн çитрĕмĕр. Унта пире эшелон çине тиерĕç. Çапла пирĕншĕн вăрçă пуçланчĕ". Çак кун районтан пуçласа 19 трактористпа водителе вăрçа илсе кайнă. Нумайăшĕ вăрçă хирĕнче пуçĕсене хунă. Манăн атте Аслă Çĕнтерỹ кунĕчченех фронтра пулнă, каялла тĕрĕс-тĕкел çаврăнса çитнĕ. Анчах шăпа кашни салтакшăн тĕрлĕрен килсе тухнă. Пĕрисем тăван ялпа яланлăхах сыв пуллашнă, теприсем сусăрланса таврăннă. 1939 çулта çар службине кайнă Павел Смирновăн 1941 çулхи кĕркунне служба срокĕ вĕçленмелле пулнă. Анчах çав çулхи утă уйăхĕнче унăн çемйи Павел Смирнов хĕрлĕ армеец çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе вилни çинчен хут илнĕ. Вăрçă пуçлансан хурлăхлă хыпар яла пуçласа килнĕ. Курнавăшри вăтам шкул çуртĕнче краеведени музейĕ ĕçлет. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче уçăлчĕ вăл. (Унăн пỹлĕмĕсене хатĕрлес ĕçре вăл çулсенче эпĕ ертсе пынă "Урожай" колхоз првавленийĕ материалсемпе, ăстасемпе туллин тивĕçтернĕччĕ). Музейĕн пĕр пайне Аттелĕхĕн Аслă вăрçине халалланă. Унта Курнавăшран вăрçа хутшăннă çынсем çинчен, вĕсем хăçан фронта тухса кайнине тĕплĕн çырса кăтартнă. 1941 çулта 76 çынна мобилизациленĕ, 1942 çулта _ 103 çынна. 1942 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче Курнавăшсем пĕр кунта 14 çынна салтака ăсатнă. Вăрçă хирне пĕр кунта пысăк йышпа тухса кайнисем ытти çулсенче те тĕл пулаççĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Курнавăшсем хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнă, орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. Акă, Сергей Димитриев çарта офицер, разведчик пулнă. Вăл Александр Невский орденне тивĕçнĕ. Çак наградăна пирĕн районтан 2-3 çын анчах илнĕ. Ăна çапăçу вăхăтĕнче тăшмана пысăк çухату кỹнĕ, хамăр салтаксене сыхласа хăварнă, çапăçăва лайăх йĕркелеме пултарнă офицерсене панă. Вăрçă пирĕн халăха пысăк хуйхă, нуша кỹнĕ. Пĕр çемьерен 3-4 çын вилнисем те пур. Вăрçа пулах нумай çемье, темиçе ĕмĕре тăсăлнă ратне тĕпĕпех пĕтрĕ. Пирĕн ялтан вăрçа пула 49 хушамат çухалчĕ. Аттесен, асаттесен паттăрлăхĕ, ячĕ-шывĕ пирĕн асăмăртан нихăçан та тухмĕ.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика