Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.08 Аякран салам яратăп

 

08.05.2010
"Елчек ен"
П.ЖИРНОВ.
 Сирĕн патăра Омск облаçĕнчен çыратăп, çыру урлă ентешĕмĕрсене пысăк салам яратăп. Манăн асаттен _ Тĕмер ялĕнче пурăннă Спиридон Федорович Жирновăн 7 ача пулнă. Вĕсенчен 3 ывăлĕ вăрçа хутшăннă. Михаил Спиридонович разведчик пулнă. Украинăри Луганск облаçĕнче пуçне хунă. Атте _ Вениамин Спиридонович _ Ленинград фронтĕнче çапăçнă, вăрçăран аманса таврăннă. Аттен шăллĕн ывăлне _ Анатолий Михайловича фронта вăрçă пĕтес умĕн илсе кайнă. Василий Михайлович Мускаври Фрунзе ячĕллĕ çар академийĕнчен вĕренсе тухнă. Полк штабĕн начальникĕн В.М.Жирновăн пурнăçĕ çул-йĕр çинчи инкекре татăлнă. Тепĕр тăвансен _ Солинсен çемйинчен те вăрçа виççĕн тухса кайнă. Николай Дмитриевич вăрçă хирĕнче вилнĕ. Унăн икĕ пĕр тăванне яла таврăнма пỹрнĕ, вĕсем ĕмĕрĕсене водительте ĕçлесе ирттернĕ. Евгений Алексеевич Скворцов разведчик та пирĕн ратнерен. Хĕвел тухăç Пруссинех çитнĕ вăл, йывăр аманнă, госпитальте хăрах урине татнă. Яла таврăнсан чылай çул шорникре, чăх-чĕп фермин заведующийĕнче ĕçлерĕ ветеран. Çапла, ялти паттăрсем çинчен чылай çырма пулать. Кашниех вĕсем, фронтра е тылра, пĕр ĕмĕтпе _ нимĕçсене çапса аркатса ирĕклĕх çĕнсе илес шанчăкпа пурăннă. Ялтан вăрçа тухса кайнă нумай çынран çурри каялла çаврăнса çитеймен. Чĕррисен те, вилнисен умĕнче эпир ĕмĕр-ĕмĕр парăмра. Районти вăрçăпа тыл ветеранĕсене, ентешĕмĕрсене Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе саламлатăп.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика