Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.08 Вĕсем тăван çĕр-шывшăн çапăçнă

 

08.05.2010
"Елчек ен"
Петр КИРИЛЛОВ. Пăва хули.
Çĕр-шыв çине нимĕçсем тапăнса кĕрсен Вăрăмхăва ялĕнче çуралса ỹснĕ çамрăксемпе вăй питти çынсем те алла хĕç пăшал тытнă. Вăрçа хутшăннă, унта паттăррăн кĕрешнĕ ентешсен пурнăçĕпе кăсăкланнăран иртнĕ çул район хаçатĕнче чылай фронтовикăн пурнăçĕпе паллаштарнăччĕ. Анчах ун чухне пурин çинчен те çителĕклĕ материал пуçтарма май килмерĕ. Çавна май ытти архив докуменчĕсемпе нумай ларма тиврĕ. Мана асаттен кĕçĕн шăллĕн шăпи çинчен пĕлме тỹр килчĕ. Астăвăм кĕнекипе паллашнă май Иван Кириллович Кириллов 1943 çулхи чỹк уйăхĕн 4-мĕшĕнче Новгород облаçĕнче вилнине пĕлтĕм, анчах ăçта пытарни паллă мар. Тĕрлĕ çĕре çырусем çырнă хыççăн вара мана архив справки ярса пачĕç. Унта стрелоксен 40-мĕш уйрăм бригадинчи Иван Кириллович Кириллов рядовоя Смоленск облаçĕнчи Кармановски (халĕ Гагарин) районĕнчи Прозоровка ялĕнче пытарни çинчен пĕлтернĕ. Иван пиччепе манăн асатте 1942 çулхи пуш уйăхĕнче вăрçа тухса кайнă. Малтанах вĕсем çар ĕçне вĕреннĕ. Суслонгерь лагерĕ хыççăн Иванпа Евсей Кирилловсем Смоленск тăрăхне лекнĕ. Стрелоксен 40-мĕш бригади малтанах Мускав патĕнчи çапăçусенче паттăрлăх кăтартнă. Пĕр çапăçура Иван мина çине лекнĕ. Пиччĕшĕн алли çинчех куçне хупнă вăл. Тепĕр темиçе кунтан асаттене те сулахай хул пуççинчен амантнă. Пĕр вăхăт Мускавра сипленнĕ хыççăн ăна Канаша ăсатнă. Унти госпитальте сипленнĕ вăхăтра асанне асаттепе тĕл пулма кайнă. Çавăн чухне Евсей мăшăрне шăллĕ вилни çинчен пĕлтернĕ. Сывалса тухнă хыççăн асаттене Старая Русса тăрăхĕнче çапăçакан 182-мĕш стрелоксен дивизине янă. Демянски плацдармĕ нимĕçсене Рамушевски шоссе урлă тĕп вăйсемпе çыхăнтарса тăнă. Ăна çĕмĕрсе тăкнă çĕрте паттăрлăх кăтартнă Евсей Кириллова Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Кириллов рядовой гранатăсем ывăтса тата автоматран персе тỹрех ултă фашиста вĕлернĕ. Кирилловпа Бердников разведчиксем паттăрлăх кăтартнипе пирĕннисем нимĕçсен атакине сирме пултарнă. Çак çапăçура кăна вĕсем нимĕçсен 11 салтакне тĕп тунă. Минометран вут-çулăм тăкăннине пăхмасăр хăюллă чăваш йывăр аманнă разведчика çапăçу хирĕнчен йăтса тухнă. 1943 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче тул çутăласпа разведчиксен взвочĕ тыткăна илмелли задачăна пурнăçланă чухне пулеметсен вут-çулăмне лекнĕ. Çак çапăçура Евсей Кириллов пуçне хунă. Ăна Новгород облаçĕнчи Старая Русса районĕнчи Михалкино ялне пытарнă. 1992 çулта унăн вил тăприне Давыдово ялне куçарнă. Çавăн пекех Григорий Севостьянович Карамаликов (1916 ç.) службăра ăçта пулнине палăртма май килчĕ. Вăл çара 1941 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче кайнă. 6-мĕш гварди кавалери полкĕн минометчикĕ 1942 çулăн малтанхи пилĕк уйăхĕнче командованин приказне пурнăçласа Смоленск облаçĕнче фашистсен тылĕнче çапăçнă. Вязьма, Ельна, Спас-Демьянск районĕсенче пынă çапăçусене хутшăннă. Кавалери полкĕ Всход ялĕ çывăхĕнче Угра юхан шывĕ урлă каçакан кĕпере фашистсенчен туртса илнĕ. Çав çулхи çĕртме уйăхĕнче полк хĕрỹ çапăçусемпе фронт линийĕ урлă каçнă. Çурла уйăхĕнче Г.Карамаликов аманнă. Вăл госпитальте сывалнă. 1943 çулта каллех фронта кайнă. Çĕнтерỹ хыççăн тăван яла таврăннă. Леонтий Степанович Казначеев (1901 ç.) фронта 1942 çулхи кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче тухса кайнă. Вăл стрелоксен 247-мĕш дивизин 916-мĕш полкĕнче çапăçнă. Дивизи Ржевск_Сычево, унтан Хĕвел анăç фрончĕн 20-мĕш армин йышне кĕрсе "Марс" операцине хутшăннă. 1944 çулхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче арми Смоленск облаçĕнче пысăк çапăçусем ирттернĕ. 1944 çулхи утă уйăхĕнче Л.Казначеев службăра тăнă дивизи пĕрремĕш Белорусси фронтне кĕрсе малалла талпăннă. Поляксен Хелм хули еннелле кайса наступлени пуçланă. Операци вăхăтĕнче дивизи чаçĕсем Висла юхан шывĕ патне çитнĕ. Унта хĕрỹ çапăçусем кĕрленĕ. Дивизи Варшава _ Познань тапăну операцийĕсем хыççăн Берлина талпăннă. Служба вăхăтĕнче Л.Казначеев Хĕрлĕ Çăлтăр орден, "Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 ç.ç. аслă вăрçи вăхăтĕнче Германие çĕнтернĕшĕн" медаль илме тивĕçнĕ. Петр Михайлович Казначеев (1925 ç.) Хĕрлĕ Çар ретне 1943 çулхи кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче тăнă. Вăл 56-мĕш гварди çарĕн танк бригадинче çапăçнă. Гвардин кĕçĕн лейтенантне П.Казначеева автоматчиксен взвочĕн командирне лартнă. Вĕсен бригади пĕрремĕш Украина фрончĕн виççĕмĕш танк армин виççĕмĕш танк корпусĕн йышне кĕнĕ. Виççĕмĕш танк армийĕ утă-çурла уйăхĕсенче Орел енчен тапăнса Курск пĕкки патĕнче пысăк активлăх кăтартнă. 1943 çулхи авăн уйăхĕн варринче çар Днепр патне çитнĕ. П.Казначеев службăра тăнă çар Киева ирĕке кăларнă çĕрте палăрнă. Çавăн пекех вĕсем Украинăри, Польшăри çĕршер ялпа хулана нимĕçсенчен хăтарнă. 1944 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче ентеше "Хастарлăхшăн" медальпе наградăланă. Виççĕмĕш гварди танк армийĕ вăрçăри юлашки çапăçăва та хутшăннă. 1953 çулта П.М.Казначеев майора "Çапăçура палăрнăшăн" медальпе чысланă. Леонид Васильевич Паспеков (1905 ç.) стрелоксен 53-мĕш дивизин 223-мĕш полкĕнче службăра тăнă. Полк Мускав тăрăхĕнчи çапăçусене хутшăннă. 1943 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче ентеш ураран аманнă. Ăна госпитале ăсатнă. Сывалнă хыççăн Л.Паспеков тăван яла таврăннă. 1960 çулта вăл çĕре кĕнĕ. Дементий Сергеевич Казначеев (1912 ç.) Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче стрелоксен 518-мĕш полкĕнче çапăçнă. Нимĕçсене Мускав патĕнче çапса аркатнă хыççăн вĕсен полкне пĕрремĕш ударлă армин йышне кĕртнĕ. Унтан вĕсен дивизийĕ Старая Русса тăрăхĕнче хĕрỹ çапăçусем ирттернĕ. 1943 çулхи пĕр хаяр çапăçура Д.Казначеев пуçран аманнă, пĕр куçсăр тăрса юлнă. Госпитальте сывалнă хыççăн ăна демобилизациленĕ. Д.Казначеев III степень Мухтав орденне тата " Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 ç.ç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн" медале илме тивĕçнĕ. Иван Иванович Казначеев (1918 ç.) Хĕрлĕ Çар ретне 1930 çулхи ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче тăнă. Службăна Украинăра ирттернĕ. Вăл çар машинипе çỹренĕ.1941 çулхи çулла артиллери полкĕ Березина юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă Бобруйск хули çывăхĕнчи вăрмана çуллахи лагере тухнă. Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче салтаксене фашистсен бомбисем ыйхăран вăратнă. Пурин те пĕр шухăш явăннă пуçра: "Нивушлĕ вăрçă?" Çапла, çак вăрçă историри пĕтĕм вăрçăсенчен чи хăрушши пулнă. Иван Казначеев тăракан полк Минск, Бобруйск, Гомель, Жлобин, Богачев хулисене хỹтĕленĕ. Нимĕçсем çак хуласене илсен вĕсен полкне Гороховец вăрманне чĕнсе илнĕ. Кунта полка çĕнĕрен пуçтарса салтаксене Сталинграда хỹтĕлеме ăсатнă. Сталинград патĕнчи çапăçу пирки илтмен пĕр çын та çук пулĕ. Унти салтаксен паттăрлăхĕ пирки нумай çырнă. Иван Казначеев ефрейтор Курск пĕкки хыççăн паллă юрăри пекех "çур Европăна" утса тухать. Аслă Çĕнтерĕве Германинче кĕтсе илет. Çĕнтерỹ хыççăн тата тепĕр çул Германинче службăра тăрать. 1946 çулхи çу уйăхĕнче яла таврăнать. Фронтра паттăрлăх кăтартнăшăн И.Казначеева "Çапăçура палăрнăшăн" тата "Хастарлăхшăн" медальсемпе наградăланă. Тăван çĕр-шывшăн çапăçнă ентешсене самантлăха та манмасть ял çынни. Ку вăл ĕмĕртен ĕмĕре пымалли ырă та сăваплă йăла.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика