Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.08 Ветеран тăван ялшăн тунсăхлать

Ветеран тăван ялшăн тунсăхлать

08.05.2010
"Елчек ен"
 Яманчỹрелти ялти библиотекăна Курган облаçĕнчи Золотухин районĕнчи Казанка поселокĕнчен çыру килнĕ. Ăна çак ял çынни, вăрçăпа ĕç ветеранĕ, 84 çулхи Иван Алексеевич Афанасьев çырнă. Мăшăрĕ вилнĕ хыççăн Курган облаçне куçса кайнă вăл, вунă çул ытла ĕнтĕ хĕрĕ патĕнче пурăнать. Иван Алексеевич пурне те салам калать, ялти хыпарсене ыйтса пĕлет. Вăрçă ветеранĕсен сывлăхĕ, кỹршĕ-аршăсем мĕнле пурăнни, вырăнти ял хуçалăх предприятийĕ мĕнле аталанни канăç памасть ватă çынна. Çырăва илсе вуланă хыççăнах Ираида Ермакова библиотекарь Юман тете (ялта ăна пурте çапла чĕнеççĕ) патне телефонпа шăнкăравласа янă. Галина хĕрĕ ашшĕн çырăвĕн конверчĕ ăшне район хаçатĕнче "Золотухинскри пурнăç" ятпа пичетленнĕ заметкăсен ярăмне те ярса панă. Унта Иван Афанасьев пирки çырни пур. Тăван ялти библиотекăра та Юман тете пурнăçĕ çинчен ятарласа альбом хатĕрленĕ. 1926 çулта Афанасьевсен çемйинче йĕкĕрешсем _ Иванпа Клавдия çуралнă. Аслă ачисем чирлесе вилнĕ пулнă. Ывăлĕ çирĕп сывлăхлă ỹссе çитĕнтĕр тесе ашшĕпе амăшĕ сĕм авалтан пынă чăвашсен йăлипе ăна Юман тесе чĕннĕ. Патвар çитĕнекен арçын ачана 5 çул тултарсанах аслисем хăйсемпе пĕрле хире илсе çỹренĕ, вăл çурлапа вырма та часах вĕреннĕ. Вăрçă пуçланнă чухне Иван вун тăваттăра пулнă. Вăй питти арçынсене фронта илсе кайнă, колхозри пĕтĕм йывăр ĕç Юман тете çулĕнчи ачасемпе хĕрарăмсем çине тиеннĕ. Çуллахи вăхăтра вĕсем ир пуçласа сĕм çĕрлеччен хиртен кĕме пĕлмен. Хĕлле вара çапса илнĕ тырра алласа тасатнă çĕрте тимленĕ. Ял çумĕпе çар çулĕ иртнĕ, çынсем каланă тăрăх çак çул Мускавпа Куйбышев хулисене çыхăнтарнă. Юр хỹсе каймассеренех Иван ытти ачасемпе пĕрле çула юртан тасатма тухнă. Тырра 100 çухрăмра вырнаçнă Канаш станцине лавсемпе леçнĕ. Иван Алексеевич аса илсе каласа кăтартнă тăрăх, йывăр михĕсене çĕклеме арçын ачасен вăйĕсем те çитмен, ун чухне вĕсене хĕрарăмсем пулăшнă. Тиевлĕ лавсемпе Канаш станцине çитиччен икĕ талăк иртнĕ. 1943 çулхи чỹк уйăхĕн 13-мĕшĕнче Иван вун çиччĕ тултарнă, ăна çар комиссариатне чĕнтернĕ. Çак вăхăт тĕлне вăл çỹллĕшĕпе те пысăках мар, ырханкка кĕлеткеллĕ анчах пулнă. Çар службинче çичĕ çул пулнă çамрăк 1950 çулта демобилизаци йĕркипе киле таврăнать. Вăрçăра артиллерин 359-мĕш запасри полкĕн стрелокĕ, конвой çарĕсен 242-мĕш полкĕн конвоирĕ пулнă. Ун хыççăнхи çулсенче Шалти ĕçсен министерствин уйрăм 482-мĕш строительство батальонĕн взвод командирĕ таран ỹснĕ. Аслă Çĕнтерĕве Латвири Даугава юхан шывĕ çывăхĕнче кĕтсе илнĕ. Мăшăрĕпе, Валентина Алексеевнăпа, ултă ача пăхса çитĕнтернĕ. Пиллĕкĕшĕ _ хăйсен, пĕри _ тăлăх ача. Пуян, тулăх пурнăçпа рехетленме май килмен пулсан та кашни кунпа савăнма пĕлнĕ вĕсем, ĕçе чунтан юратса, тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Иван Алексеевич молотилка машинисчĕ, кирпĕч заводĕнче мастер-наладчик пулса тăрăшнă. Хăйĕн ачисене те мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма хăнăхтарнă...

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика