Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.08 Герой-пулеметчик

Герой-пулеметчик

08.05.2010
"Елчек ен"
М.КРАСНОВ. Аслă Таяпа.
1939 çул. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ. Эпир пуçласа пĕрремĕш класа вĕренме каятпăр. Пире Иван Васильевич Смирнов вĕрентекен тараватлăн кĕтсе илчĕ, хăйпе паллаштарчĕ. Пĕрремĕш класран вĕренсе тухсанах пирĕн учителе çар службине илсе кайрĕç. Ăна взвод командирĕ туса хураççĕ. Вăрçă умĕн вăл пирĕн яла та килсе кайнăччĕ, пирĕн килте те пулнăччĕ. Хăй вăл Комсомольски районĕнчи Хирти Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ỹснĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçлансан И.Смирнов Ленинград фронтĕнче çапăçать. Çак хулана хỹтĕлесе вăл танк айне пулса паттăрла вилет. Ун çинчен вăхăтĕнче чăваш халăх поэчĕ С.Элкер сăвă та çырнăччĕ, ăна эпир "Партизан Железняк" кĕввипе юрлаттăмăр. И.В.Смирнов пĕрремĕш класра сас палли паллама, ручка тытса çырма вĕрентнĕ ачасем халь çĕр-шыв тăрăх саланнă, хăшĕсем пурнăçра çук та ĕнтĕ. Хам çинчен кĕскен. 1946 çулта Канашри педучили-щĕне вĕренме кĕтĕм, ăна 1950 çулта вĕренсе пĕтертĕм. Ун хыççăн хамăр районти Тăрмăш, Шуршу, Чăваш Тăрăм, Аслă Таяпа шкулĕсенче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентрĕм, директор çумĕ пулса ĕçлерĕм. 1979 çултанпа _ мĕн йывăр чирпе чирлесе ỹкиччен _ 1994 çулччен НВП предметне вĕрентрĕм, çамрăксене пуçламăш çар пĕлĕвĕ парса çĕр-шыва сыхлама хатĕрлерĕм. Вĕсем мĕнле салтаксем пулни çинчен командирсен çырăвĕсем лайăх кăтартса паратчĕç. Военрукра ĕçленĕ чухне эпĕ ачасем службăра тăнă командирсемпе яланах çыхăну тытрăм. Вĕсен çырăвĕсенчен икĕ альбом турăм. Пурте миршĕн кар тăрăр, нихăçан та вăрçă ан пултăр.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика