Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.08 Салтак аса илĕвĕ

 

08.05.2010
"Елчек ен"
В.ПЕТРОВ, Лаш Таяпа.
 Ĕçпе вăрçă ветеранĕ Сергей Николаевич Абдулкин мĕн виличченех Лаш Таяпара пурăннă. Унăн вăрçă кунĕсене аса илсе çырни шкулти краеведени музейĕнче упранать. Шкул ачисем унăн аса илĕвĕсене 1995 çулта Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 50 çул çитсен çырса илнĕ. Вăл çапла аса илет: "Эпĕ 1925 çулта чỹк уйăхĕнче çуралнă. Пирĕн çемьерен нимĕç захватчикĕсене хирĕç çапăçма виççĕн тухса кайма тиврĕ. Иванпа Михаил пиччесем фронтра пуçĕсене хучĕç. 1943 çулхи кăрлач уйăхĕнче Лаш Таяпаран манпа пĕрле тата тăватă çын салтака кайрĕ. Малтанах 17-18 çулсенчи çамрăксем Иваново облаçĕнчи Шуя хулинче тăракан пехота чаçĕнче виç уйăх çар ĕçне вĕрентĕмĕр. Унтан ултă уйăх Мускав çывăхĕнче сержантсен шкулĕнче пултăмăр. Вĕреннĕ хыççăн Курск енне илсе кайрĕç. Пĕр уйăх зенитлă тупăран пеме вĕрентрĕç. Унтан 255-мĕш зенитлă дивизиона лекрĕм, çавăнтан пире фронта илсе кайрĕç. Харьков, Киев, Ровно хулисене ирĕке кăларнă çĕре хутшăнтăм. 1944 çулта Ровно хулине ирĕке кăларнă хыççăн пирĕн дивизиона çак хуларах хăварчĕç. Нимĕç самолечĕсем кашни каçах хула çине бомбăсем пăрахатчĕç, кăнтăрла "Рамăсем" вĕçсе иртсе разведка тăватчĕç. Пĕррехинче пирĕн расчет "Рамăна" персе антарчĕ. Çу уйăхĕн пĕрремĕшĕнче нимĕçсен 300 бомбордировщикĕ Ровно хули çине бомбăсем пăрахнине нихăçан та манмастăп. Çак кун вĕсем хулана, станцие вут-çулăм ăшне путарчĕç. Цистернăсем сывлăша сирпĕннипе çĕр чĕтресе тăчĕ, бомбăсем хаяррăн шартлатрĕç. Йĕри-тавра пăхма хăрушăччĕ. Боецсем пульăран çеç мар, тăшманăн ирсĕрлĕхĕнчен те вилчĕç. Ровно хулинчен çичĕ çухрăмри ялти апат-çимĕçе вĕсем наркăмăшланă пулнă, çавăнпа 36 боецран иккĕн çеç сывă юлтăмăр _ эпĕ тата пĕр сержант. Çĕнтерỹ кунне Ровно хулинче кĕтсе илтĕмĕр. Комбат пире строя тăратрĕ те нимĕç çарĕсем парăннине пĕлтерчĕ. Эпир пурте савăнтăмăр. Вăрçă пĕтрĕ. Анчах та çар служби малалла тăсăлчĕ. Вăрçă хыççăн эпĕ Горький хулинчи авиаци чаçĕнче службăра пултăм. 1950 çулхи юпа уйăхĕнче çеç тăван яла таврăнма лекрĕ".

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика