Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.08 Тăватă хут аманнă

Тăватă хут аманнă

08.05.2010
"Елчек ен"
В.ВАСТУЛОВА.
 Пурăннă чухне темиçе хутчен те тĕл пулнă эпĕ Турхан ялĕнчи Алексей Петрович Петров вăрçă ветеранĕпе. Хаяр вăрçă çулĕсене мĕнле тертпе утса тухнине пĕрре çеç каласа кăтартман вăл. Пĕррехинче унăн хĕрĕ Галина Петровна Щипцова Алексей Петровичăн докуменчĕсемпе паллаштарчĕ. Вăрçăра тăватă хутчен аманнине, госпитальсенче сывалнине ĕнентерекен справкăсем упранса юлнинчен тĕлĕнтĕм. Акă, 1943 çулта аманнине ĕнентерекен справкăна консерв хучĕ çине çырнă, пичетпе алă пусса çирĕплетнĕ. Çак хаклă хутсем музейра упрансан питех те лайăх пулма кирлине ăнланса именмесĕрех вĕсене хама пама ыйтрăм. _ Эпĕ пурăннă чух хампа юнашарах пулччăр вĕсем, 4 хутчен аманса та сывă юлнăран мана вăй парса тăччăр, кайран илсе кайма пултаратăр, _ терĕ мана ун чух Алексей Петрович. Чăнах та, 1994 çулта А.П.Петров çĕре кĕнĕ хыççăн Аттелĕхĕн Аслă вăрçи темипе çыхăннă фонда пуянлатма хутсене музея парнелерĕç. Халĕ справкăсемпе пĕрлех тĕрлĕрен наградăсен удостоверенийĕсен копийĕсем Елчĕкри музейре упранаççĕ. А.П.Петров 1910 çулта пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче Турхан ялĕнче çуралнă. 1931 çулта колхоза кĕнĕ, ун чухне колхоз "Звезда" ятлă пулнă. Колхозра счетоводра тăрăшнă. Каярах аслă конюхра, столовăй заведующийĕнче, колхозникре ĕçленĕ. 1928 çулта çемье çавăрнă. Пурнăç юлташне Патăрьел районĕнчи Туçа ялĕнчен _ Варвара Сергеевна Воробьевăна шыраса тупнă. Тăхăр ача çуратса пăхса ỹстернĕ. 5 хĕрпе 4 ывăл ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçлансан 1941 çулхи çурла уйăхĕнче фронта тухса кайнă. Новосибирскри 8-мĕш инженерпа сапер шкулĕнче вĕреннĕ. Тĕрлĕ фронтсенче взвод, отделени командирĕ пулнă. Тăватă хутчен аманнă. Алексей Петрович питĕ ăста минер пулнă, ăна "Отличный минер" значок парса чысланă. Пĕринче йывăр аманнă хыççăн 3 уйăх госпитальте сывалнă. Мĕн виличченех нимĕç пули унăн куçĕ айĕнче курăнса тăнă. Вăрçăран таврăнсан тăван колхозра счетоводра ĕçленĕ, тăрăшулăхĕпе, ĕçе тĕплĕн пурнăçланипе палăрнă. Пархтарлă ĕçшĕн ăна "Ĕç ветеранĕ" медаль панă. Алексей Петрович каласа панисенчен уйрăмах унăн çак аса илĕвĕ манăçмасть: _ Дунай шывĕ урлă каçнă чух пире çыранăн тепĕр енне канат çирĕплетме хушрĕç. Эпир вара тăхлан çумăр витĕр аран-аран тухса çыранăн тепĕр енне каçрăмăр. Çак çапăçура ултă çывăх юлташран ĕмĕрлĕхех уйрăлма тиврĕ. Мана, отделени командирне, Дунай шывĕ урлă каçса задание пурнăçласа паттăрлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăларĕç... А.Петровăн ку орденсăр пуçне тата та наградăсем нумай пулнă: "Хастарлăхшăн", "Çапăçура палăрнăшăн" медальсем, Тăван çĕр-шыв вăрçин орденĕ (2 степень), "Варшавăна ирĕке кăларнăшăн", "Германие çĕнтернĕшĕн" медальсем тата ыттисем те. Европăри тĕрлĕ хуласене ирĕке кăларнăшăн тав хучĕсем те питĕ лайăх упраннă вăрçă ветеранĕн.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика