Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.08 Чăвашсем, тухăр ман ума!

Чăвашсем, тухăр ман ума!

08.05.2010
"Елчек ен"
Н.МУСТУКОВ.
Трахвин Тихонов Кушкă ялĕнче 1906 çулта çуралнă. Пурнăçĕ çăмăл килмен унăн. Тăваттă тултарсан ашшĕ сарăмсăр вилет. Амăшĕ тепре качча тухсан ачана тăван мар ашшĕ йышăнман. Трахвине çывăх тăванĕсем пăхса ỹстернĕ. Çитĕнсе çитсен Краснодар хулине ĕçлеме тухса каять çамрăк. Унта вăл пĕр хĕрпе паллашать те ăна тăван яла илсе килет. Мăшăрăн ывăл ача çуралать. Шурка ывăлĕ икĕ çула çитсен арăмĕ йывăр чирлесе вилет. Трахвинăн та тепре авланма тивет. Тепĕр арăмĕнчен икĕ ывăл ача _ Хивархипе Федя çуралаççĕ. Вăрçă пуçлансан Трахвине вăрçа илеççĕ. Мăшăрĕ виççĕмĕш ачипе йывăр çын пулса юлать. 1942 çулта Волхов фронтĕнчи Власов генерал ертсе пынă 2-мĕш Ударлă армие çавăрса илсен ытти салтаксемпе пĕрле Трахвин те тыткăна лекет. Польша çĕр-шывне илсе çитереççĕ вĕсене. Тамăкри евĕр пурнăç пуçланать тыткăнрисен. Вĕсем патне пĕринче нимĕç офицерĕ пырать те çапла калать: "Чăвашсем, тухăр ман ума". Çак сăмахсене илтсен Трахвин ун çывăхне пырса тăрать. Унпа пĕрле Аслă Пăла Тимеш ял çынни М.Столяров, Патăрьел район чăвашĕ тата Тутар Республикинчи Пăва районĕнчи чăвашла пĕлекен пĕр тутар тухса тăраççĕ. Нимĕç офицерĕ Кушкă çынни Федор Блинов пулнă. Трахвина тỹрех палласа илет вăл. _ Ял куштанĕсем хушнипе эсĕ вĕт-ха пирĕн çурт тăрринчи хĕç тимĕре сỹтме улăхса кайрăн, _ тет вăл Т.Тихонова. Трахвин çурăмĕ тăрăх сивĕ хум чупса иртет. _ Ну, юрĕ, ан хăра, _ тет ăна Ф.Блинов. Тăваттăшне те машина çине лартса пĕр пуян нимĕç çемйине илсе каять. Нимĕç çемйин çĕр лаптăкĕ пысăк пулнă, выльăх-чĕрлĕхне те йышлă тытнă. Хуçи вăрçăра çапăçнă. Совет Çарĕ Польша çĕр-шывне пырса кĕрсен Трахвинпа юлташĕсем хамăр çарпа пĕрлешсе каяççĕ. Тăван Кушкăна 1945 çулта таврăнать Трахвин. Анчах та нумай пурăнаймасть вăл ялта, ăна тыткăнра пулнă тесе 25 çула тĕрмене хупаççĕ. И.Сталин вилсен амнистипе (7 çул ларнă хыççăн) тĕрмерен тухать. Çапах та тыткăнра пулни ĕмĕрлĕхех ура хурса пырть унăн çемйине. Мăшăрне те, ачисене те яланах: "Санăн мăшăру пленра пулнă, санăн аçу пленра пулнă", _ сăмах тивет. Тĕрмерен таврăнсан мĕн ватăлса виличченех Кушкă ялĕнче ĕçлесе ĕмĕрне ирттернĕ Трахвин.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика