Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.08 Чи малтан орден илнĕ

Чи малтан орден илнĕ

08.05.2010
"Елчек ен"
А.ПАВЛОВ, "Хастар пулнăшăн" орден кавалерĕ. Канаш хули.
Çак кунсенче пирĕн çĕр-шыв Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине паллă тăвать. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн Кавал ялĕнчи Павловсем вăрçă хирĕнче тăшмана хирĕç кĕрешнĕ, тылра ырми-канми вăй хунă. Манăн тете, Игнат Павлов, 1919 çулта Кавалта çуралнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ пĕтĕм ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ. 1939 çулта тетене Хĕрлĕ Çара илнĕ. 1940 çулта вăл финн вăрçине хутшăннă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçлансанах Т-34 танкăн механик-водителĕ И.Павлов Хĕвел анăç фронтĕнче Могилов облаçĕнчи Березняки юхан шывĕ çывăхĕнче тăшмана хирĕç çапăçăва кĕнĕ. Чăваш АССРĕнче çуралса ỹснĕ çынсенчен чи малтанхисен йышĕнче ăна 1941 çулхи çурла уйăхĕнче Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Каярахпа И.Павлов тăватă медале тивĕçнĕ. Акă мĕн çырнă уйрăм танк батальонĕн механик-водительне награда пама тăратнă хутра: "И.В.Павлов юлташ шурă финнсене хирĕç пынă çапăçусен участникĕ. 1941 çулхи утă уйăхĕн 15-мĕшĕнчи çапăçура хăйĕн танкĕпе тăшманăн икĕ взвод пехотине, артиллерин икĕ точкине пĕтерсе тăкнă. Фашистсем артиллерирен вăйлă персе тăнине пăхмасăр экипаж танкăн татăлнă гусеницине юсанă". Награда хутне Бритин комбат тата çар комиссарĕ Ремецкий аслă политрук алă пуснă. Игнат Павлов вăрçăран сывă таврăннă, анчах пурнăçран питĕ ир _ 1960 çулта уйрăлса кайнă. Игнат Павловăн пиччĕшĕ Александр Васильев (Павлов) Ленинград фронтĕнче пулнă. Вăл Ладога кỹлли тăрăх хулана апат çимĕç турттарнă. Фашистсем бомбăсем пăрахнă вăхăтра вилмеллех суранланнă. Ăна Пискарев масарне пытарнă. Александр Васильевăн (Павловăн) ашшĕне, Павел Васильевич Васильева, Хĕрлĕ Çара 1942 çулта илнĕ. Вăл та нумай çапăçăва хутшăннă. Ăна та орденсемпе, медальсемпе чысланă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин фрончĕсенче тăшмана хирĕç кĕрешнĕ хамăр тăвансене эпир манмастпăр, асра тытатпăр.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика