Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.08 Хĕрлĕ Çара пулăшу панă

Хĕрлĕ Çара пулăшу панă

08.05.2010
"Елчек ен"
Р.ХАРИСОВ. Е.ПЕТРОВА.
Елчĕк районĕнче 2 тутар ялĕ анчах. Вĕсенчен пĕри _ Сăрьел. 1670 çулта никĕсленнĕ вăл. Тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме Сăрьелсем яланах хастар хутшăннă. Граждан вăрçинче С.Гарифуллин пысăк паттăрлăхпа палăрнă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçине Сăрьел ялĕнчен 220 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 119-шĕ вăрçă хирĕнче выртса юлнă. Тăван яла çаврăнса çитме пỹрнисенчен чылайăшĕ сусăр пулнă. Иккĕшĕ суккăр, вуннăшĕ урасăр е алăсăр, пĕри икĕ урисĕр таврăннă. Нумайăшĕ пенси çулне çитеймесĕрех çĕре кĕнĕ. "Марс" колхоза 1930 çулта йĕркеленĕ. Унăн ертỹçи пулма А.Гаязова суйланă. Вăрçă çулĕсенче те хуçалăха вăлах ертсе пынă. Чирлĕ пулсан та тивĕçлипе пурнăçланă вăл хăйĕн ĕçне, талантлă, çивĕч ăслă, çирĕп ыйтакан ертỹçĕ пулнипе палăрса тăнă. Хуçалăх патшалăх планĕсене туллин тултарса пынă, районта тата республикăра та ура çинче çирĕп тăракан хуçалăхсен шутĕнче пулнă. "Марс" колхоз 1940 çулта Мускавра иртнĕ Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх куравне хутшăнма тивĕç пулни те маларах каланă сăмахсене çирĕплетет. Вăрçă вăхăтĕнче колхозниксене ĕçшĕн çăнăхпа тырă пама пултарнă хуçалăх. Çавна май ял халăхĕ выçăпа питех аптăраман. Ура çинче çирĕп тăнă "Марс" колхоз çулсеренех пĕр гектартан 20-22 центнер тĕш тырă илнĕ. Вăрçă вăхăтĕнче А.Гаязов Хĕрлĕ Çара пысăк пулăшу панă. Танк колонни тума вăл хăй 105 пин тенкĕ, ЯК-9 самолет-истребитель туянма 110 пин тенкĕ уйăрнă. Хуçалăх шутĕнчен фронта 110 пин пăт тĕш тырă, 170 пуç лаша ăсатнă. А.Гаязов хăйĕн хуçалăхĕнчен фронт валли _ 166 пăт, Ф.Салахиев _ 98 пăт, С.Валишев _ 72 пăт, К.Замалетдинова _ 72 пăт, Г.Салахиева 62 пăт тырă панă. Блокадăри Ленинград халăхне пулăшма та сахал мар аш-какай, çу, пыл, ăшă тумтир уйăрнă. Колхозниксем хăйсен саппасĕнчен патшалăха пурĕ 10 пин пăт ытла тырă сутнă, 500 пин тенкĕлĕх заем облигацийĕсем туяннă. Ял халăхĕ "Йăлтах фронт валли" лозунга мала хурса, Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тĕллевпе пĕтĕм вăя хурса ĕçленĕ. Тăрăшулăхпа тата пысăк кăтартусемпе ĕçленĕшĕн, вăр-çăри салтаксене пулăшу панăшăн хуçалăха Хисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе чысланă. 1943 çулта хуçалăх ятне республика шайĕнче малта пыракан хуçалăхсен хисеп хăми çине кĕртнĕ. Верховнăй Главнокомандующирен И.Сталинран "Марс" хуçалăха икĕ хутчен тав телеграмми килнĕ. Вăрçă хыççăн ял ỹссе, тĕрекленсе пынă. 225 хуçалăхран тăракан ялта çĕнĕ урамсем йĕркеленнĕ. Яла çĕнетсе аталантарас ĕçе вăрçăран таврăннă салтаксем те хастар хутшăннă. Тĕрлĕ должноçсене шанса панă вĕсене. 1946 çулта колхоза ертсе пыма Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă К.Гималетдинова суйланă. 1950 çулччен тỹрĕ те таса кăмăлпа вăй хунă вăл халăх шанса панă ĕçре. 1951 çулта колхоз председателĕн тилхепине тытса пыма Ф.Сабируллина, 1954 çулта С.Сабирзянова шаннă. Сăрьел тата Аслă Пăла Тимеш ял совечĕсен ертỹçинче чылай çул ĕçленĕ Р.Мухаметзянова, "Марс", "Победа" хуçалăхсенче бригадирта тăрăшнă Х.Рахимзянова, Патăрьелĕнче райпо ситеминче ĕçленĕ Р.Хасянова, шкул директорĕнче вăй хунă А.Сунгатуллина та халăх ырăпа çеç асăнать. Вăрçăн тепĕр участникĕ _ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕ Р.Самитов Сăрьел шкулне пĕр теçетке çул ытла ертсе пынă. Çак хастар çын тăрăшнипе 1956 çулта ялта çĕнĕ шкул туса лартнă. "Марс" хуçалăхăн трактор бригадинче механик пулса Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав тата Аттелĕхĕн Аслă вăрçин орденĕсене илме тивĕç пулнă И.Заббаров фронтовик ĕçленĕ. Асăннă ĕçре 30 çул тỹрĕ кăмăлпа вăй хурса "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ята çĕнсе илнĕ вăл. "Марс" колхозăн 7-мĕш бригадинче механикре Аттелĕхĕн Аслă вăрçин тепĕр участникĕ _ Л.Гиззатуллин тăрăшнă. 20 çул ĕçе таса кăмăлпа пурнăçланипе палăрса тăнă вăл, "Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ята тивĕçнĕ. Унăн кăкăрне те Аттелĕхĕн Аслă вăрçин орденĕ (2 степень) капăрлатнă. Мирлĕ вăхăтра Ленин орденĕпе наградăланă. Вăрçă участникĕсем Ш.Бикмиев "Марс" колхозра бухгалтерта, Ш.Сагдиевпа С.Закиров ферма заведующийĕнче, Ш.Галяутдинов Патăрьелĕнчи промкомбинат директорĕнче, К.Юнусов 39 çул вĕрентекенре, М.Багаутдинов 35 çул комбайнерта тăрăшнă. Вĕсем те чылай орденсемпе медальсен кавалерĕсем. Çапла, кирек мĕнле ĕçе шанса парсан та вăрçă ветеранĕсем ĕçе тĕплĕн тунипе, халăх шанăçне тỹрре кăларма пултарнипе палăрса тăнă. Вăрçăра çĕнтернĕренпе 20 çул çитсен ветеран-фронтовиксене пуçласа савăнăçлă лару-тăрура чысланă. Çак пысăк мероприятие Р.Самитовпа Р.Харисов йĕркеленĕ. 1965 çулта вăрçăра вилнисен списокне хатĕрленĕ, активистсем килтен-киле çỹресе вĕсем пирки тĕплĕн ыйтса пĕлнĕ. 1975 çулта ял варрине вăрçăра вилнисене асăнса палăк лартнă, çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче палăк умне ветерансене йыхравласа митинг ирттернĕ. 1980 çулта палăка çĕнĕрен лартнă, ун çине вăрçăран таврăнайман 119 паттăр ятне çырса хунă. 1980 çулта пухура Х.Рахимзянов бригадир Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунисене асăнса аллея лартма сĕнỹ тăратнă. Халăх çак сĕнĕве ырланă. Çак пархатарлă ĕçе ял-йыш вăл вăхăтра Елчĕкри райпо председателĕн çумĕнче тăрăшнă Р.Харисова шаннă. Тăван ашшĕне, икĕ пиччĕшне вăрçă хирĕнчен кĕтсе илеймен Р.Харисов ертсе пынипе 1985 çулта алле-йăна уçнă. Хырсемпе чăрăшсен аллейи тавра карта та тытнă. Паянхи кун çак алле-йăна 120 тĕп чăрăшпа хыр илем кỹреççĕ, тỹпенелле кармашнă май вăрçăра ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă ял çыннисене аса илтерсе лараççĕ. Вăрçă участникĕсемпе тыл ĕçченĕсем обществăлла ĕçсене те активлă хутшăнаççĕ. 1989 çулта вĕсем ялта мечет хута ярасси пирки канашлаççĕ. Вăрçă участникĕ И.Заббаров çак пуçарăва хăй çине илет, ял çыннисем мечет тăвас ĕçе çав çулах пуçăнаççĕ. Тыл ĕçченĕ Р.Салахутдинов, вăрçă ветеранĕ Л.Гиззатуллин, ялти активист Р.Харисов, пĕтĕм ял çынни тăрăшнипе мечет çĕкленсе ларать. Ф.Фасхутдинов тыл ĕçченĕн пуçарăвĕпе ялти активистсем нумаях пулмасть Абдулла Гаязович Гаязова сума суса (унăн ятне Елчĕк районĕн энциклопедине те кĕртнĕ) ун вил тăприйĕ çине палăк лартассипе тата вил тăпри тавра карта тытассипе тимлерĕç. Çак ĕçре пулăшу панăшăн Л.Л.Григорьев уйрăм предпринимателе пысăк тав сăмахĕ калаççĕ Сăрьелсем. Вăрçа хутшăннă ветерансем çулран-çул чакса пыни пăшăрхантарать. Паянхи кун ялта виççĕн çеç юлчĕç вĕсем: С.Давлетшин, И.Заббаров, М.Багаутдинов. Пире çутă пуласлăх туса панă паттăрсен умĕнче эпир ĕмĕрех парăмра, вĕсен умĕнче пуçăмăрсене таятпăр.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика