Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.05. Ветерансем уяв кунĕсенче тỹлевсĕр çул çỹрĕç

 Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче республикăри Министрсен Кабинечĕ постановлени йышăннă. Унпа килĕшỹллĕн 1941-1945 çулсенче Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ туни 65 çул çитнине паллă тунă кунсенче _ 2010 çулхи çу уйăхĕн 3 _ 12-мĕшĕсенче _ Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсем тата вĕсене ертсе çỹрекен çынсем республика территорийĕнчи чукун çул, шыв тата автомобиль транспорчĕпе (таксисĕр пуçне), çавăн пекех хула тата хула çывăхĕнчи транспортпа тỹлевсĕр çỹреме пултараççĕ. Тỹлевсĕр çỹреме вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем çакна ĕнентерекен удостоверени, вĕсене ертсе çỹрекенсем паспорт кăтартмалла. Енчен те республика территорийĕпе çỹреме тỹлевсĕр билетпа тивĕçтермесен, ытти ыйтусем сиксе тухсан 8(8352) 54-05-00, 8(8352) 62-10-31, 8(8352) 62-05-59, 8(8352) 62-72-61 телефонсемпе шăнкăравламалла. Çĕр-шыв тăрăх çул çỹрессинче çакнашкал ыйту тухса тăрсан 8(495) 626-11-61 телефонпа шăнкăравламалла.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика