Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.05.05 Йывăр вăхăтра пуçĕсене усман

Йывăр вăхăтра пуçĕсене усман

05.05.2010
"Елчек ен"
В.ПЕТРОВ. Лаш Таяпа ялĕ.
2010 çулта Лаш Таяпа ялĕнчи В.В.Андреев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан никĕс шкулĕ 170 çул çитнине уявлама хатĕрленет. Паллах, районти ытти шкулсенчен чи сумли те чи ватти вăл. Унăн историйĕ питĕ пуян. Вăрçă çулĕсенче йывăр пулнă пулин те, ачасене вĕрентме чарăнман. Вăрçă çулĕсенче шкулта ĕçленĕ Олимпиада Дмитриевна Сметанина çапла калани асра: _ Мана, 19 çулхи хĕре, шкула завхоз пулса ĕçлеме илчĕç. Калама çук йывăрччĕ. Кăмакасене кирпĕч çапса хамăрах тăваттăмăр. Чỹречисене лартма кантăк çуккипе фанерпа хуплаттăмăр. Хутма вутă çитменнипе шăмат кунпа вырсарни кун, каникулсенче вăкăрсем кỹлсе ачасемпе Шăмăршă вăрманне вутта каяттăмăр. Вăкăрсем çул çинче йăвана-йăвана каятчĕç. Вутă илсе килсен ăна хамăрах татса-çурса, чĕрĕ пỹленкесене çунтарса нушаланаттăмăрччĕ. Çĕр улми авăрне те çунтарнă. Ачасене питĕ йывăрччĕ. Хальхи пек хутпа кăранташ та çителĕклĕ пулман. Çавăнпа та хăрăмран чернил, хур тĕкĕнчен перо туса кивĕ хутсем çине çыратчĕç. Килĕсенче выçăллă-тутăллă пурăннă пирки ачасене апат та пĕçерсе çитеретчĕç шкулта. Апат-çимĕç çителĕксĕр пулнăран шкул пахчине çиме юрăхлă курăксем те акаттăмăр. Математика учительници, чылайранпа тивĕçлĕ канури Лидия Тимофеевна Сугутская пенсионерка çапла каласа парать: _ Пирĕншĕн вăрçă çулĕсем тĕлĕнмелле йывăр пулчĕç. 9-10-мĕш классенче вĕренекенсене колхозниксемпе пĕрле Улатăр тăрăхне ĕçлеме илсе кайрĕç. Окоп чавтарчĕç, вăрман кастарса блиндажсем хатĕрлеттерчĕç. Пурнăç йывăр пулсан та, ачасем тăрăшса вĕреннĕ, уявсене халалласа концертсем, каçсем ирттерме те вăхăт тупнă. Осип Михайлович Ятманов учитель ертсе пынипе спектакльсем лартнă. Экзаменсене тытса пĕтерсен, ăсату каçĕ хыççăн, арçын ачасем вăрçа тухса кайнă. 1943 çулта Петр Николаевич Никитин вăрçăран аманса таврăннă. Суранĕсене пăхмасăрах шкул директорĕнче вăй хума тытăннă вăл. Учительницăсем урокĕсене ирттерсен тата ачасемпе колхоз хирĕнче ĕçленĕ хыççăн фронт валли ăшă тумтирсем хатĕрленĕ, нускисемпе алсасем çыхса, салтаксем патне посылкăсем ярса панă. Шкул ачисем те ку ĕçе хастар хутшăннă. Суранĕсем тỹрленсе çитсен Петр Николаевич Никитин тепĕр хут вăрçа тухса кайнă. Çапăçу хирĕнчен чылай учитель каялла таврăнайман. М.А.Афанасьев, С.П.Ильин, И.Т.Большаков, П.И.Иванов, А.А.Костин, А.А.Казаков, Ф.И.Сапожников Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн пынă юнлă вăрçăра пуçĕсене хунă...

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика