Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.04.30 Вăрçă çулĕсем яланах асра

 

30.04.2010
"Елчек ен"
Борис ТИХОНОВ, РФ халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Чăваш халăх ă
Иртнĕ çул çитмĕл пиллĕк тултартăм. Мĕнле каламалла, юбилей! Парнесем, саламлă сăмахсем. Пуринчен ытларах мана вăрçă ветеранĕ, хамăн тахçантанхи тусăм Олимпий Алексеевич Сазонов парни тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Мана вăл 1942 çулхи çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче тухнă хаçат номерĕн копине парнелерĕ ("Колхоз ялавĕ", 47-мĕш номер). _ Сан çинчен çырнă. Вуласа тух. _ Ан тĕлĕнтер! Чăнах та, тĕрĕсех иккен. Пĕчĕк кăна материал. Хаçачĕ те ун чухне икĕ пĕчĕк страницăпа кăна тухса тăнă. Акă вăл, "Пысăк хастарлăхпа ĕçлеççĕ" ятлă статья: "Кивĕ Арланкассинчи пуçламăш шкулта вĕренекенсем колхоз тыррисене çум курăксенчен тасатаççĕ. Вĕсем кулленхи çум çумламалли нормăна тултарса тата ирттерсе тултарса пыраççĕ. Акă, çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче вĕсем 8 гектар тулла çумкурăксенчен тасатрĕç. Çум çумланă çĕрте Тихонов Бориспа Степанова Тамара уйрăмах тăрăшса ĕçлеççĕ". В.ИЧАНКИНА, шкул заведующийĕ". Вăрçă вăхăтĕнче çак заметкăна вуланине астумастăп. Анчах та мĕнле пурăнни, мĕнле ĕçлени халĕ те куç умĕнчех. Асăрхăр-ха, пуçламăш класра вĕренекен, сакăр çулхи шăпăрлансемшĕн те норма пулнă-ши вара? Пулнă иккен. Район хаçачĕн çав номерĕнчех шкул ачисем колхоз ĕçне хутшăнни çинчен калакан тăватă заметка пичетленнĕ. Норма пирки вĕсенче те пĕлтернĕ. Вăрçă çулĕсем халĕ те асрах. Кашни уйăхра кам мĕн чухлĕ ĕç кунĕ тунине кăтартакан стенд пурччĕ. Вĕренỹ çулĕ вăрçă вăхăтĕнче авăн уйăхĕн пĕрремĕшĕнче пуçланман. Татах ĕçе, ĕçе! Никам та хирĕçлесе, кахалланса тăман. Мĕн хушнă, çавна тунă. Фронтпа тыл пĕрлĕхĕ тени пустуй сăмах пулман. Çум çумлама çара уран çỹреттĕмĕр. Пуринчен те ытларах кок-сагыз çумлама хĕнччĕ. Унччен пирĕн тăрăхра нихçан та акса туман курăк. Шăнăр курăкĕ евĕрлĕскер. Анчах та çăвара хыпма çук йỹçĕ. Кĕркунне тымарне пухнă, ăна типĕтнĕ. "Тупă кустăрмисем тума каять" тесе ăнлантаратчĕç аслисем. Чăнах та, тымарне кассан, шурă сĕткен сăрхăнса тухатчĕ. Çав сĕткенпе урана сĕрсен хытарса, çыпăçтарса лартатчĕ. Паянхилле каласан, каучук тумалли тымар çимĕçчĕ ĕнтĕ. Арçын ачасем ытларах ут таврашне туртăнатчĕç. Аттепе пĕр тăван Михаля тетен ывăлĕ Сергей жнейкăпа тырă выратчĕ. Лашисем ырханччĕ, туртаймастчĕç. Икĕ лаша _ тĕпре, виççĕмĕшĕ _ малта, ăна эпĕ утланса ларнă. Жнейка час-часах тăкăлса ларать, ăна манăн лаша çинчен сиксе анса тасатса ямаллаччĕ. Люберец хулинче кăларнă жнейкăна хăш-пĕрисем "лобогрейка" тесе те калатчĕç. Мĕншĕн çапла калани паллă ĕнтĕ: лашасем утса кайсан, кăшт çаврăнăçусăр пулсан, жнейка айне кĕрсе, алă-урасăр тăрса та юлма пулать. Пĕрре эпĕ те çапла суранланнăччĕ. Кок-сагыз сĕткенĕпе сипленме тиврĕ. Ефремов Кулюттипе алăпа вырса кĕлте çыхакансем патне кĕлте çыххи турттарни те халĕ те асрах. Кĕлтесене ридван çине тиеттĕмĕр те пусăран шыв ăсса сапса йĕпететтĕмĕр. Йĕпетнĕ улăм лайăх çыхăнать. Вăй çитнĕ таран уй-хиртен кĕлте те турттарнă, авăн çапнă. Ялта икĕ бригадăччĕ. Кашни бригадăрах _ лашапа ĕçлекен икĕ молотилка. Лаша хăвалакансем _ шкул ачисем. Лашасем çавăрăнса утса маховике çавăрттараççĕ. Молотилкăна вара йĕтемре чи "асли" кĕлте ярса тăрать. Кĕлте çыххине тепĕр çын касса, кĕлтине куçарса парса тăрать. Тепĕр чух ремень маховикрен вĕçерĕнсе каять (ку вăл молотилкăна кĕлте ытлашши ярса тăкăлтарнинчен килет). Çав вăхăтра лашасене туртма çăмăл пулнипе вĕсем хăвăрт утма е чупмах та тытăнаççĕ. Маховикне нимĕнпе те карталаман. Халĕ аса илетĕп те тĕлĕнетĕп: мĕнле эпир çав маховик айне кĕрсе вилмен. Турă сыхланă пуль çав пире. Молотилкăна кĕлте ярса тăма та ăсталăх кирлĕ. Тăкăлтарса лартасран шикленмелле. Манăн анне кĕлтесене ярса тăма лайăх вĕренсе çитнĕччĕ. Ку вара мана савăнтаратчĕ. Çутăлас енне кайсан, ирхи сывлăм ỹксен, йĕтем шăпланатчĕ. Сывлăм ỹкнĕ кĕлте лайăх тĕшĕленмест. Хĕр ачасем пĕр çĕре пухăнса улăм çине канма выртатчĕç. Вилнĕ пек çывăратчĕç. Тепĕр чухне çамкисене тикĕтпе сĕрсе хăварнине те сисместчĕç. Манăн лаша " Иккĕмĕш номерлĕ Агент" ятлăччĕ. Кăштах чуманрахчĕ. Те ватăлнипе халсăрланнăччĕ. Кайран ăна темиçе лашапа пĕрле "анеми" чирĕпе чирленĕ тесе, таçта ăстарĕç. Вăрçăн малтанхи çулĕнчех лайăх лашасене фронта илсе кайрĕç. Яла юлнисем утă-улăм çителĕксĕр пулнине кура çултан çул япăхланса пычĕç. Колхозри пĕртен-пĕр ăйăра кăна сĕлĕ улăмĕ çитеретчĕç. Çапах та паянхи пек акăнмасăр юлнă ана вăрçă вăхăтĕнче пулман. Улăма кам çемйи мĕн чухлĕ ĕç кунĕ тунине кура метрпа виçсе пайлатчĕç. Унтан çавапа касса пайлатчĕç те киле турттарса каятчĕç. Ял çынни темле йывăр пулсан та выльăх тытма тăрăшнă. Çулла тислĕкрен кирпĕч (кизяк) çапатчĕç. Ăна çапма та пĕлмелле, çил вĕрсе тăмалла купаламалла. Çавăн пек купаласан лайăх типсе хытать. Урамра, кашни кил умĕнче тислĕк кирпĕчĕсенчен ăсталанă купасемччĕ. Камăн куписем ытларах та çỹллĕрех _ çавă пуянтарах шутланнă. Вăрçă хыççăн Шăмăршă вăрманĕнчен вутă турттарма çỹренине те астăватăп. Икĕ талăк _ пĕр енне, икĕ талăк _ тепĕр енне. Пĕр вăкăр, пĕр пĕрене, сумкăра вунă çăмарта та çук. Вăкăрсене тăварса ярса çул хĕрринче çитереттĕмĕр. Пĕррехинче (халĕ хăш ял çывăхĕнче пулнине те астумастăп) вăкăрсем улăха кĕрсе кайнăшăн юланутлă тутар ачисем пирĕн ушкăна çавăрса илчĕç те кашнинех саламатпа "хĕртсе" тухрĕç. Кашни вăкăрăн хăйĕн кăлтăкĕ пур. Ăна лашана итлеттернĕ пек тăруках итлеттерейместĕн. Шыва кĕрсе тăрсан, ниепле те тухасшăн мар. Жнейка хыççăн тăкăнса юлнă пучахсене пухасси те шкул ачисен ĕçĕччĕ. Вĕсене пухса йĕтеме илсе каяттăмăр. Хăмăла та сая яман, ăна кĕреплепе пухса, çыхса, çурăм хыçне çакса киле илсе каяттăмăр. Вăрçă вăхăтĕнче ял ачишĕн çулла та, хĕлле те пушă вăхăт юлманпа пĕрех. Хĕлле килсерен пăрçа "сортлама" салатса паратчĕç. Сĕтел çине сарса хуратăн та сортлама тытăнатăн: катăккисене _ пĕр енне, акма юрăхлисене _ тепĕр енне. Миçе килограмм пăрçа илнĕ, çавăн чухлĕ леçсе памалла. Катăк-шăтăк, хурт çинĕ пăрçасене каялла парса яраççĕ. Пăрçа çапнă чухне кăна ăна йĕтемре тăраниччен çиеттĕмĕрччĕ. Кĕсьене тултарса киле илсе таврăнма юраман, уншăн судпа айăплама та пултарнă. Çуркунне, юр кайсан, çĕр улми ани çинче юр айĕнче хĕл каçнă çĕр улмине пухаттăмăр. Шуранкăскере "крахмал" тесе калатчĕç. Вăл та ăшаласа пĕçерсен самаях тутлă апат пулса тăрать. Статистика пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Республикинче вăрçă инваличĕсем тата ветеранĕсем 4,6 пин, вăрçă çулĕсенчи тыл ветеранĕсем 12,6 пин. Вĕсен хушшинче паянхи кун тĕлне 75 çул тултарнисем пачах та çук. Мĕншĕн тесессĕн ("Пенсионер" хаçатра çапла çырнăччĕ), Раççей Федерацийĕн 1972 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнчи ĕç çинчен калакан саккунĕсемпе килĕшỹллĕн 15 çула çитнисене кăна ĕçе илме юранă. Вăрçă вăхăтĕнче кăларнă хаçатра партипе правительство шкул ачисене обязательнăй йĕркепе 50 ĕç кунĕ тумалли пирки постановлени йышăнни çинчен асăннă. Çав постановлени чăнах та пулнă пулсан, ăна кам тата хăçан пăрахăçа кăларнă-ши? "Пенсионер" хаçатăн 2009 çулхи 1-мĕш номерĕнче çапла та çырнăччĕ: Елчĕк районĕнчи пĕр хĕрарăм вăрçă вăхăтĕнче 9 çултан ĕçлеме тытăннă пирки стажа кĕртме тавăç тăратнă. Ватă хĕрарăма икĕ свидетель кун пирки çирĕплетсе хут çырса панă. Елчĕк район сучĕ ватă хĕрарăм ыйтăвне тивĕçтернĕ. Мана тыл ветеранĕн ятне парсан та _ пенси укçине ỹстерес çук. Мĕншĕн тесен йывăр чире пула пĕрремĕш группа инваличĕ шутланатăп. Икĕ тĕрлĕ пенси илме саккунпа палăртман. Çĕнтерỹ ячĕпе тав çырăвĕ илсен, е кăкăрăм çине тыл ветеранĕн медальне çакса ярсан, пĕртте хирĕçлемен пулăттăм. Аслă Çĕнтерĕве эпир те, вăрçă вăхăтĕнчи выçă-тутă пурнăçа тỹссе ирттернисем, вăй çитнĕ таран колхозра ĕçлесе çывхартма тăрăшнă. Вăрçă ачисене кăштах та пулин чыслани паянхи çамрăксемшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Поэт каларăшле, манăн шăпа та пин-пин çын шăпи.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика