Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.04.28 Уява асра юлмалла ирттерер

Уява асра юлмалла ирттерер

28.04.2010
"Елчек ен"
(Хамăр корр.).
Виçĕм кун район администрацийĕнче Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 65 çул çитнине кĕтсе илес, ирттерсе ярас тĕлĕшпе йĕркеленĕ районти комиссин черетлĕ ларăвĕ пулнă. Ăна комисси председателĕ _ район пуçлăхĕн çумĕ _ вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн ертỹçи Л.Левый ертсе пынă. Вăрçă ветеранĕсене социаллă пулăшу памалли тата вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли ĕçсем мĕнле пыни çинчен халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай начальникĕ И.Аникина каласа панă. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн вăрçă участникĕсене, вăрçăра вилнĕ салтак арăмĕсене, тыл ĕçченĕсене _ пурĕ 1633 çынна пĕр хутчен паракан тỹлевпе тивĕçтернĕ. Çав шутран вăрçă участникĕсене тата вăрçăра вилнĕ салтак арăмĕсене _ 341 çынна _ 5000-шер тенкĕ тỹленĕ. Вăрçă участникĕсене, вăрçăра вилнĕ салтак арăмĕсене _ 16 çынна _ çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 910800 тенкĕлĕх сертификат панă. 4 уйăх хушшинче вĕсем унпа кирек ăçта та хваттер туянма, çурт-йĕр çавăрма тата юсама пултараççĕ. Тата 4 салтак арăмĕпе вăрçă участникне сертификат илме документсем хатĕрлеççĕ. Районĕпе 1648 вăрçă ветеранне, салтак арăмне, тыл ĕçченне "Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул" юбилей медалĕ панă. Вăрçă участникĕсене, салтак арăмĕсене кашни уйăхра коммуналлă пулăшусемпе усă курнăшăн тỹлеççĕ. Район администрацийĕн культура тата архив ĕçĕн секторĕн заведующийĕ А.Александрова Аслă Çĕнтерĕве халалланă мероприятисем ирттерни, район хаçачĕн тĕп редакторĕ Н.Алексеев хаçат страницисенче вăрçă темине, Аслă Çĕнтерỹ кунне кĕтсе илессине мĕнле çутатса тăни çинчен каласа панă. Канашлура Аслă Пăла Тимеш, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсен ертỹçисем В.Рыбкин, В.Афанасьев, Лаш Таяпа ял тăрăхĕн ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан В.Князева ял тăрăхĕсенче Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илес тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçсемпе паллаштарнă.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика