Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.04.24 Берлина çитнĕ

Берлина çитнĕ

24.04.2010
"Елчек ен"
Валерий САВИНОВ, 9-мĕш класс. Чăваш Тăрăм шкулĕ.
Вăрçă... Мĕн чухлĕ çын пурнăçне татман-ши вăл, мĕн чухлĕ ачана тăлăха хăварман-ши? Пĕтĕм халăх çине тăнипе, нимĕç фашисчĕсене хирĕç пирĕн асаттесемпе кукаçисем паттăррăн çапăçнипе фашистсене тĕп турĕç. Унтанпа 65 çул çитрĕ. Çăмăлпа килмен Аслă Çĕнтерỹ. Манăн асатте те, Николай Иванович Савинов, Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пулнă. Вăл 1911 çулта Чăваш Тăрăм ялĕнче çуралнă. 1922 çулта ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă. 1930 çулта комсомола кĕнĕ. Активист пулнă, çавăнпа ăна комсомол ячейкин секретарьне суйланă. 1933-1936 çулсенче колхоз йĕркеленĕ вăхăтра пĕтĕм чунтан тăрăшса ĕçленĕ. 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче асатте Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса каять. Малтанах ăна вĕренме яраççĕ. Виçĕ уйăхран вăл артиллерист пулса тăрать. Тăшманран тĕрлĕ хулана ирĕке кăларма хутшăнать. Курск пĕккине те лекет. Одер шывĕ çинче пынă çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн вăл "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медале тивĕç пулать. Асатте çапăçусенче виçĕ хутчен аманать. Госпитальте сывалнă хыççăн татах фронта çул тытать. Варшава, Берлин хулисене илнĕ çĕрте хăюлăхпа паттăрлăх кăтартать. Ăна "Хăюлăхшăн" медальпе тата виççĕмĕш степень Мухтав орденĕпе наградăлаççĕ, 8 хутчен Верховнăй Главнокомандующин Тав çырăвне илме тивĕçлĕ пулать. Çĕнтерỹ кунне Берлинта кĕтсе илет. 1945 çулхи юпа уйăхĕнче тинех тăван яла кăкăр тулли орден-медальпе таврăнать. 1946 çулта вăл Чăваш Тăрăм хĕрĕпе, Мавра Федоровна Галкинăпа çемье çавăрать. Асаннепе иккĕшĕ вĕсем тăватă ывăл пăхса çитĕнтереççĕ: Аркади, Володя, Петĕр, Витали. Вĕсем пурте çемьеллĕ. Савиновсен халĕ 13 мăнук. Асатте вăрçăран таврăнсан та алă усса лармасть, колхозра вăй хурать. Алли-ури пит ăстаран колхозра пĕр хушă платникре ĕçлет, унтан _ арманта. 1958 çулта ăна колхоз председательне суйлаççĕ. "Авангард" колхоза ура çине тăратас тесе нумай вăй хурать: ĕне фермине, лаша витине тĕпрен юсаттарать. Ял çыннисем ăна халĕ те ырăпа асăнаççĕ. Асаттене пĕр вăхăт лавккара та ĕçлеме тỹр килет. Унта та пĕтĕм чунне парса ĕçлет. Ялти халăха кирлĕ таварпа вăхăтра тивĕçтерме тăрăшать. Юлашки çулсенче асатте пушар хурал ĕçченĕнче вăй хунă. 1996 çулхи нарăс уйăхĕнче асатте 83 çула кайса çĕре кĕчĕ. Эп ун чухне иккĕре кăна пулнă. Атте каласа панă тăрăх асатте мана хăйĕн чĕрçи çине лартса утьăкка сиктерме юратнă. "Телейлĕ пул, мăнукăм. Эпир курнине сирĕн нихçан та курмалла ан пултăр", _ тетчĕ тет. Унăн ырă сăнарĕ ĕмĕрĕпех пирĕнпе.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика