Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.04.21 Епле чăтнă-ши анне чĕри?

Епле чăтнă-ши анне чĕри?

21.04.2010
"Елчек ен"
Анатолий САРДАЕВ. Акчел ялĕ.
 Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-70-мĕш çулĕсенче çара каякан çамрăксен юрринчи сăмахсене аса илетĕп. "Телей пĕтнĕ, ай, вăхăтра çуралнă", _ тесе юрлатчĕç вĕсем. Хама та телей пĕтнĕ çул çуралнисен шутне кĕртесшĕн. Мĕншĕн тесен эпĕ синкерлĕ, вăрçă пуçланнă 1941 çулхи авăн уйăхĕнче çуралнă. Аттепе аннен тăххăрмĕш ачи пулнă эпĕ. Тискер вăрçă пулман пулсан манăн шăллăм та, йăмăк та çуралма пултарнă. Икĕ аппа (Нинăпа Лиза) вăрçă пуçланиччен çамрăклах вилнĕ. 1942 çулхи пуш уйăхĕнче аттен вăрçа кайма ячĕ тухнă. Атте пире, хăйĕн çичĕ ачине (асли Ваççа _ 15 çул тултарнă, эпĕ кĕçĕнни _ 6 уйăхра), пĕрин хыççăн тепĕрне ыталаса чуп туса килтен вăрçа тухса кайнă. Фронта тухса кайнă кунран аттерен пĕр çыру та, хыпар та пулман. 1944 çулта аслă тете Ваççа вăрçă вутне кĕрет. Вăл Псков облаçĕнчи Красногородск хули çывăхĕнчи хаяр çапăçура йывăр аманать. Ăна çапăçу хирĕнчен Патăрьел районĕнчи Пуянкасси çамрăкĕ сĕтĕрсе тухса хирти санчаçе çитерет. Виçĕ-тăватă кунтан тетен куçĕсем ĕмĕрлĕхех хупăнаççĕ. Вăл Псков облаçĕнчи хаяр çапăçура паттăрлăх кăтартса вилни, ăна тăванла масара пытарни çинчен пĕлет анне çар командованийĕ киле янă çыруран. Чылай çул арчара упрарĕ ăна анне (халĕ те упранать). Хушăран вуласа чылайччен шухăша кайса ларатчĕ. 1975 çулта аннепе пĕрле Патăрьел районĕнчи Пуянкассинчи Михаил Александрович Алексеев патĕнче пултăмăр. Нумай вăхăт калаçса ларнă май фронтри тата тылри йывăрлăхсене аса илтĕмĕр. Çапла, чылай нуша тивнĕ халăха вăрçă вăхăтĕнче те, вăрçă хыççăн та. Иккĕмĕш аппа Клавье çичĕ класс пĕтеричченех вербовкăпа ĕçлесе çỹресе чылай хулана çитнĕ. Анне вăрçă вăхăтĕнче те, ун хыççăн та почтальонкăра вăй хучĕ, пĕр вăхăтрах правленинче техничкăра тăрăшрĕ. Ачисене ура çине тăратмалла пулнăран ырми-канми ĕçленĕ вăл. Вăл вăхăтра правление хутса ăшăтма вут-шанкă пулман, ирех тăрса çур çухрăмран çурăмпа çĕклесе улăм илсе килмелле пулнă. Килсенче те вутăсăр аптăранă. Хирте хумăл, кантăр туни, хуна, типнĕ ĕне каяшĕ пуçтарнă. Курăк тымарĕ çинĕ, крахмал пуçтарнă. Йывăрлăхсем пирки йăлтах çырса та пĕтереймĕн. Вăл вăхăтра кашни çыннăн пĕр евĕр нуша пулнă. "Елчĕк ен" хаçатра çырнă статьясенче вĕсем пирки час-часах вулатпăр. Кăсăклă саманта анчах аса илес килет. Хама панă пашалăва çурри çирĕм те минтер айне хурса çывăрма выртрăм. Вăрансан алла тỹрех минтер айне чиксе пашалăва шыратăп _ çук. Пуçларăм йĕме. _ Ан йĕр, _ тет мана анне, _ тĕлĕк курнă эсĕ. Пашалу пĕçерме тахçантанпах çăнăх та, крахмал та çук. Еплерех чăтнă-ши аннен çак самантсенче чĕри? Çимелли çеç мар, тăхăнмалли те пулман-çке. "Выльăх çимен курăка Эпир пухса çирĕмĕр. Мĕн пур çăтăк-çурăка Тумтир туса чупрăмăр", _ тесе çырнă пирĕн ентеш Михаил Кадышев. Вăрçă вăхăтĕнчи кашни ачанах пырса тивеççĕ çак сăмахсем. Анне кунĕпе ĕçлесе ывăннă хыççăн çĕрĕпе "чĕпĕ куç" текен лампăпа ут кỹлмелли хатĕр тума сурăх çăмĕнчен кĕçе йăвалани асрах. Аттене мĕн куçĕсем хупăничченех кĕтрĕ вара. Кĕтсе илеймесĕрех 73 çулта пиртен уйрăлса кайрĕ. Халĕ эпир пĕр тăвансем пиллĕкĕн пурăнатпăр. Аслă аппа Раиса (82 çулта) Çĕнĕ Шупашкарта, тепĕр аппа Клавье (80 çулта) Шупашкарта, виççĕмĕш аппа Валя тата тете Петя (70 çул урлă каçнă) ялта пурăнаççĕ. Эпĕ те 70 çула çывхарса пыратăп. Паянхи кун та атте, пичче, вăрçăн йывăр çулĕсем асран тухмаççĕ.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика