Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.04.21 Юлашки юн тумламĕ

 

21.04.2010
"Елчек ен"
Ф.КОЗЛОВА. Тĕмер ялĕ.
 Автобусран анса çу кунĕн илемĕпе киленсе утатăп. Часах мана Хунькка тете (Афеногент Краснов) чĕннине илтрĕм: _ Иван хĕрĕ, васкамастăн пулсан ерипентерех утар-ха, вăрçă хирĕнче аçуна еплерех курни çинчен каласа кăтартмалли пур манăн. Аçу хăй çинчен чăннине каласа тăвансен чĕрисене ан ыраттар тесе тилмĕрсех ыйтнипе эпĕ аннỹне те, ытти тăванусене те нимĕн те шарламарăм, сана акă пĕлтерем, _ тесе пуçларĕ хăй калавне Хунькка тете. _ 1943 çулхи нарăс уйăхĕ, шартлама сивĕ хĕл кунĕ. Эпир эрне каялла виççĕмĕш хут нимĕçсенчен хăтарнă яла чакса кĕтĕмĕр. Ялĕ çунса-ишĕлсе пĕтнĕччĕ-ха вăл, вырăнĕ çеç тăрса юлнăччĕ. Салтаксен кăмăлĕсем пусăрăнчăк, сăн пичĕсем салху. Çапăçусенче юлташĕсене çухатса кĕрт-сăрт тăрăх темиçе талăк ашнăскерсен, уйрăмах аманнисен, калаçма мар, панă апатне çиме те хал юлманччĕ. Эпĕ, вăрçă пуçланнăранпа пĕр чăваша та тĕл пулманскер, самантпа усă курса кашни ушкăнран е уйрăм салтакран чăвашсене курман-и тесе тĕпчетĕп. Сасартăк таçта шала кайнă сасăпа: "Хунькка, эсех-и ку?" _ тени илтĕнсе кайрĕ. Çаврăнса пăхрăм _ палланă çынна никама та курмарăм. "Чăваш-и, ăçтан, кам эсĕ?" _ тетĕп эпĕ те. "Елчĕк районĕнчи Тĕмертен, Иван Козлов эпĕ", _ тет. Ятран каламасан, ăна эпĕ мар, çуратса пăхса ỹстернĕ амăшĕ те паллас çук. Куçĕсем путса кĕнĕ, сулахай енчи пит çăмартинчен сарă тĕслĕ шыв сăрхăнать. Утнă чухне сулахай урине хăй çумне аран-аран сĕтĕрсе илет, ун çине вăл пĕрре те тĕрĕнеймест, сылтăм аллин те лаппи çук, ăна вăл ыратнине чăтайманнипе пулас, час-часах çỹле çĕклет е антарать. Кăштах та пулсан кăмăлне çĕклес, ыратнине мантарас, ытамра ăшăтас тесе ун енне ярса пусрăм. _ Ан перĕнсем, Хунькка, кĕлеткемре пĕр сывă вырăн та çук. Шăпам çапла телейсĕр килчĕ пулĕ манăн, _ терĕ. Аллине чĕркесе янă çĕтĕкĕ юнпа хĕрелнине курсан: _ Кỹр-ха, аллуна йĕркеллĕ çыхса ярам, юн тухать, _ терĕм. _ Ан та тăрмаш, Хунькка, манра юхмалăх юн юлман, юлашки тумлам сăрхăнать пулинех, _ тет. _ Чим, кучченеçпе сăйлам-ха, _ тесе кухня патне чупрăм (эпĕ кухня турттараттăм). Кăлăхах пулчĕ, эпĕ сĕнекен апат-çимĕçе астивсе те пăхмарĕ Иван. Йывăррăн калаçать пулсан та, ял хыпарĕсене пĕр-пĕрне пĕлтертĕмĕр. Фронтри лару-тăру çинчен, ялти чылай киле хура хыпарлă хут çитсе, унта пурăнакансен ĕмĕчĕсене татни çинчен калаçрăмăр. _ Пирĕн киле те çак йывăр хурлăх килсе çапсан епле чăтса ирттерĕç-ши, ытла та пĕр хỹтлĕхсĕр тăрса юлĕç, _ юлашки сăмахне калаймасăрах такăнчĕ те Иван, урăх пĕр сасă та кăлармарĕ. Аманнă аллинчен пĕртен-пĕр тумлам тумларĕ те шап-шур юра хĕретрĕ. Ун хыççăнах Иван та асаплăн туртăнса илсе ыратакан урине уямасăрах чĕркуççисем çине кукленчĕ. Эпĕ пулăшам тесе унта-кунта чупкаларăм _ çук усси пулмарĕ. Çав вăхăтра "Сывлăшри хăрушлăх", "Çапăçăва хатĕрленĕр" тени янăраса кайрĕ. Хĕвĕшỹ пуçланчĕ, кашни васкать, эпĕ те чупрăм. Лав патне çитсен Иван тăраять-ши тесе çавăрăнса пăхрăм та _ хускалмасть, мĕнле кукленнĕ, çаплипех тăр пĕччен ларса юлчĕ. Вăрçă хирĕнче нумай-нумай юн куртăм, Иван пурнăçне тытса тăнă юлашки юн тумламĕ асăмран тухмарĕ. Шап-шур юр çинчи хĕп-хĕрлĕ тумлам умне кукленнĕ салтака тĕлĕкре халĕ те куркалатăп, _ вĕçлерĕ фронтовик калаçăвне, вĕçсĕр юхакан куççульне чармарĕ те, шăлмарĕ те. Атте вилни çинчен пĕлтерекен хурлăхлă хыпар пирĕн киле 1943 çулта нарăс уйăхĕн вĕçĕнче çитнĕ. Хунькка тете аттене курни çинче чылай кайран пĕлтернипе пуль, хыпарĕ тĕрĕс мар тесе шав кĕтеттĕмĕр аттене. Шкулта ĕçлеме пуçласан атте çинчен тĕплĕнрех пĕлтерме ыйтса тĕрлĕ çĕре çырусем çыртăмăр. Пире çакнашкал хурав килчĕ: "Украинăри Сумск облаçĕнчи Шапкино ялĕнче çав тери хаяр çапăçусем пулнă. Çавсенчен пĕринче 1943 çулхи нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче И.И.Козлов пуçне хунă. Унта вилнĕ салтаксене 1953 çулта çĕнĕрен пытарнă. Тăванла масар çине вилнисене чысласа палăк лартнă. Палăк çинче 1900 çулта Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнче çуралнă Иван Иванович Козлов ячĕ те пур", _ тенĕ унта. Эпĕ, çỹлерех асăннă юн тумламĕн пĕчĕк çеç пайăрки, атте пурăнас çуртри çутта сỹнтерес мар тесе тăрăшатăп.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика