Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.04.17 Партизан мăшăрĕ

 

17.04.2010
"Елчек ен"
Пичете Борис БОРЛЕН хатĕрленĕ.
Присоединенное изображение
Елчĕк районĕнчи Патреккелĕнче çуралнă вăл. Анастасия Константиновна Кузнецова-Николаева иртнĕ вăрçă вăхăтĕнче Польшăра партизан отрядне йĕркелесе ярса фашист-семпе вирлĕн çапăçса пуçне хунă паттăрăн мăшăрĕ. Патреккел хĕр ачи Сĕнтĕрвăрри каччипе Яков Николаевич Николаевпа Шупашкарта вăрçă пуçланас умĕн паллашнă. Пединститутра. Сĕнтĕрвăрри каччи Шупашкара Хĕвел анăçĕнчи пограничниксен заставинчен сессине килнĕ пулнă. Литература факультетĕнче куçăмсăр майпа вĕреннĕ вăл. Икĕ çамрăк пĕр-пĕрне юратса пăрахнă. Часах Патреккел хĕрĕ хăйĕн мăшăрĕпе аякри заставăна тухса кайнă. Заставăра Николаевсен хĕр çуралнă. Вăрçă пуçланнă кун Николаевсене шăпа икĕ енне уйăрнă. Асăннă кунран пуçласа А.Кузнецова-Николаева мăшăрĕ пирки пĕр хыпар та пĕлмен. Тĕрлĕ çар архивĕсене çыра-çыра янă хыççăн вăл çак хыпара кĕтсе илнĕ: "Сирĕн мăшăрăр 1941 çулхи июньте хыпарсăр çухалнă". Хыпарсăр çухалнă... Мĕнле кăна шухăш пырса кĕмен пуль тăлăха юлнă çамрăк хĕрарăм пуçне. Тыткăна лекнĕ? Нимĕçсене парăннă? Пулма пултараймасть! Мăшăрĕн шухăш-кăмăлне, Тăван çĕршыва чунтан юратнине тата парăннине питĕ те лайăх пĕлнĕ, ăнланнă Настя ку шухăша пуçа та илмен. Кун хыççăн кун иртнĕ, çул хыççăн çул... Хыпарсăр çухалнă салтаксен мăшăрĕсене куç хỹрипе пăхни те пулнă. Çирĕм çул иртсен тин чикĕри заставăри пограничник арăмĕ мăшăрĕн шăпи çинчен пĕлнĕ. Мăшăрĕ хаяр çапăçура йывăр аманса тыткăна лекнĕ иккен. Тыткăна лекнисене нимĕçсем Польша территорийĕнче усранă. Йĕри-тавра йĕплĕ пралук. Тарма çав тери йывăр пулнă пулсан та Яков тата темиçе çын çывăхри вăрмана çитсе ỹксе пытанма пултарнă. Чылайăшĕ тан мар çапăçура пуçĕсене хунă. Каярахпа чăваш каччи Польша территорийĕнче партизансен отрядне йĕркелет. Хăй чăваш пулнине те пытармасть. Польша партизанĕсем ăна "Чуваш" псевдонимпа пĕлнĕ. Калама çук чăрсăр, харсăр, хăюллă партизан. Юлашки çапăçура _ тăшмансем хупăрласа илсен _ юлашки гранатипе хăйне нимĕçсемпе пĕрле сирпĕтнĕ. Я.Николаев паттăрлăхĕ çинчен те, хăйĕн пирки те çĕршывра чылай вăхăт иртсен анчах пĕлнĕ. СССР Верховной Совечĕн Президиумĕ паттăр салтака 1966 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче кăларнă Указпа Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Манăн килти библиотекăра Альберт Понамаревпа Михаил Иванов çырнă "Человек из легенды" ятлă кĕнеке пур. "Чуваш" партизан отрячĕ çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă унта. Паян эпир вулакансене партизан мăшăрĕн _ Анастасия Константиновнан шăпипе паллаштарасшăн. "Человек из легенды" кĕнекери пĕр сыпăкне кĕскетсе пичетлĕпĕр. "1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ Анастасия Константиновна асне ĕмĕрлĕхе кĕрсе юлнă. Вырсарни кун ирхине ирех Николаевсен алăкне хыттăн шаккарĕç: _ Лейтенант юлташ! Тревога! Мăшăрĕ пĕр самантрах сиксе тăрса тумланчĕ те тухса кайрĕ. Пограничник арăмĕн "тревога" сăмаха час-часах илтме тивет. Часах хăрушă шăв-шавран вăранса кайрĕ хĕрарăм. Пĕтĕм тĕнче кĕрлет. Чỹрече патне чупса пычĕ: çывăхри вăрман çийĕнчен аялтанах самолетсем вĕçе-вĕçе иртеççĕ, çунаттисем çинче _ хура хĕрессем. Кăшт тăрсан пỹрте упăшки чупса кĕчĕ. _ Ачана ил те хăвăрт пуçтарăн! _ кăшкăрса ячĕ вăл халиччен илтмен сасăпа. _ Мĕн пулнă? _ Нимĕçсем чикĕ урлă каçнă! Урамра, алăк умĕнчех, лаша кỹлнĕ икĕ урапа. Пĕрин çинче тин çуралнă ачипе политрук мăшăрĕ Шура выртать. Тепĕр урапа çине Настяпа ачине вырнаçтарчĕç. _ Мĕнле пулсан та станцине çитсе ỹкмелле, _ тет Якку. _ Хăвна та, ачана та упра. Анчах та станцине çитме май килмерĕ. Тỹпере самолетсем кĕрлеççĕ. Тра-та-та... Çулпа пыракан пĕччен çынна пулеметсенчен пĕре-пере ỹкереççĕ. Снарядсем те çывăхрах çурăлма пуçларĕç. Лашасем те хăраса ỹкнĕ, чĕвен тăраççĕ. Снарядсем çывăхран та çывăхрах çурăлма пуçларĕç. Йĕри-тавра вут-çулăм. Çунакан ялтан çĕр каçа тухса кайма май килмерĕ. Тепĕр кунхине Настя ăнсăртран политрука тĕл пулчĕ: _ Политрук юлташ! Яша ăçта! Ăçта ман упăшка? _ Вăл хăй вырăнĕнче. Ăçта кирлĕ _ çавăнта. Виççĕмĕш кунхине тин Анастасия Константиновна çунакан ялран тухса кайма пултарчĕ. Кăкăрĕнче пĕр тумлам сĕт те çук, хăй те çăварне пĕр чĕптĕм те хыпман. Выçă! Темĕнле çурт алăкĕнчен пырса шаккарĕ, намăсланса, вăтанса аллине тăсса пĕр татăк çăкăр ыйтрĕ. Пĕчĕк хĕрĕпе вăрман вĕтлĕхĕнче çĕр каçрĕ. Куçĕнчен куççулĕ тăкăнать. Аса илме хăрушă. Политрук мăшăрне Шурăна Настьăн куçĕ умĕнче тăшман пули лекрĕ. Тỹрех вилсе кайнă амăшĕ çумĕнчи тин çеç çуралнă ачана такамсем илсе кайрĕç. Ирхине вара нимĕç мотоциклисчĕсен аллине çакланчĕ. Ăна ыттисемпе пĕрле темĕнле сарайне хăваласа кĕртрĕç. Кунта вăл заставăра фельдшерица пулса ĕçленĕ Юльăна тĕл пулчĕ. Настьăн ачи выçăпа татăлса йĕнĕрен вĕсене сарайĕнчен кăларса ячĕç. Юльăпа иккĕшĕн те пĕр тĕллев халь: мĕнле те пулин хамăрăннисем патне çитмелле. Вăрманта пытана-пытана кун каçса, çĕрле çăлтăр çулĕпе хĕвел тухăçнелле утаççĕ. Мĕн кăна тỹсмерĕç пулĕ Настяпа Юля икĕ уйăх хушшинче. Белая Церковь ятлă хула çывăхĕнче фронт инçе маррине туйса илчĕç. Малтан юхан шыв урлă каçмалла, кĕпер çук. _ Кăшт çỹлерех ăшăх вырăн пур. Нумаях пулмасть çавăнтан пирĕн салтаксем каçса кайрĕç. Тен, эсир вĕсене хăваласа та çитетĕр, _ терĕ вĕсене пĕр ватă. Анчах çумăра пула юхан шыв хăпарса кайнă. Ишме пĕлекенни Настя кăна. Малтан леш енне Настя каçса пăхма шут тытрĕ. Кĕпине хыврĕ, ун çине ачине, Эммочкăна хучĕ. Шывĕ хăвăрт юхать, анаталла илсе каять. Пуçĕнче пĕр шухăш: ниушлĕ Юльăпа тата хĕрĕпе ĕмĕрлĕхех сыв пуллашĕ-ши? Аран-аран тепĕр çырана ишсе çитрĕ. Ак тĕлĕнтермĕш: çыран хĕрринчи вĕтлĕхре _ совет салтакĕсем. Вун улттăн. Асли _ кĕçĕн лейтенант. _ Тархасшăн, пулăшăр. Эпĕ _ пограничник арăмĕ. Çыран леш енче _ манăн хĕрĕм. Урăх нимĕн те калаймарĕ. Хĕрлĕ армеецсем тỹрех ăнланчĕç ăна. Халĕ _ хамăр территоринче! Хĕрлĕ армеецсене тав туса малалла çул тытрĕç. Хулана çитсен тỹрех _ военкомата. Çумĕнче документсем пулманран кĕртмерĕç Настьăна. Тытăçса тенĕ пек кĕрсе кайрĕ. Сĕтел хушшинче çар çынни ларать. _ Тăшман ярса илнĕ территорипе икĕ уйăх? Пĕчĕк ачапа? Кама та пулин урăххине халап каласа кăтартăр. Хамăрăннисенчен çакăн пек сăмах илтессине Анастасия Константиновна нихăçан та кĕтменччĕ. Çитменнине тата хулара Юля фельдшерицăпа пĕр-пĕрне çухатрĕç. Ирхине ирех татах военкомата çул тытрĕ. Хальхинче тимлĕ пулчĕç. Унăн мăшăрне _ Яков Николаев пограничнике пĕлекенсем те тупăнчĕç. Тăшман ярса илнĕ, оккупациленĕ территорипе икĕ уйăх утса халсăрланса çитнĕ Анастасия Константиновна йывăр чирлесе ỹксен, ăна ура çине тăратма пулăшрĕç. Авăн пуçламăшĕнче тин Анастасия Константиновна Тăван çĕршывне, чăваш çĕршывне çитрĕ."  Е.ПЕТРОВА сăн ỹкерчĕкĕнче: А.Кузнецова-Николаева вăрçă хыççăн чылай çул иртнĕ хыççăн Эмма хĕрĕпе.

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика