Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

2010.04.14 "Эп курнине никамăн та курмалла ан пултăр…"

"Эп курнине никамăн та курмалла ан пултăр..."

14.04.2010
"Елчек ен"
Кристина ВАСИЛЬЕВА. Аслă Таяпа ялĕ.
Присоединенное изображение
Ольга Тимофеевна Елчĕк районĕнчи Каркалар ялĕнче йышлă ачаллă çемьере çуралнă. Тăххăрăн çитĕннĕ вĕсем. Аслă Таяпари çичĕ класлă шкул пĕтерсен Канашри фельдшерсем хатĕрлекен шкула вĕренме кĕнĕ. Вăрçă пуçланнине пула вĕсене кĕскетнĕ программăпа вĕрентнĕ. 1942 çулта ăна малтанах Елчĕке ĕçлеме янă. 1944 çулта вара Аслă Таяпари фельдшер çуртĕнче ĕçлеме пуçлать. Вăрçă вăхăтĕнче ялта ваттисем те вĕттисем юлнă. Çамрăк хĕрсене мĕн чухлĕ вăрман касма тивмен-ши? Вăл вăхăтра тухтăрсемпе вĕрентекенсем колхозри пĕр ĕçрен те юлман. Ольга Тимофеевнăна Шупашкара вĕренме янă, акушер пулса тăнă вăл, каярах заведующине лартнă. Питĕ йывăр лекнĕ ăна. Аслă Таяпа ялĕ пысăк, ача çуратакансем нумай пулнă. Çил-тăман-и, аçа-çиçĕмлĕ çумăр-и, çĕрле-и _ Ольга Тимофеевнан лашапа ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсене, чирлĕ çынсене Елчĕке çитермелле пулнă. "Шартлама сивĕре çул çинче çуратнисем те пулнă. Хам çинчи тăлăпа хывса ачипе амăшне чĕркеттĕмччĕ",_ хумханса аса илет вăл. Вăрçă хыççăнах Ольга ял каччипе _ Иван Михайлович Удаловпа çемье çавăрнă. Иван Михайлович кĕрнеклĕ, çỹллĕ, вăйлă арçын пулнă. Вун саккăрта вăрçа тухса кайма тивнĕ унăн. Вăрçăра танкист пулнă. 1944 çулта йывăр аманса килне таврăннă. Тỹрех колхоз председательне лартнă ăна. Çемьере виçĕ хĕр çуралнă. Пĕрремĕш ушкăн инвалидне вăрçă суранĕсем аса илтерсех тăнă. 1953 çулта вăл çывăх çыннисенчен ĕмĕрлĕхех уйрăлса каять. "Ытти ачасем ĕçрен килекен ашшĕсене хирĕç "атте, атте килет" тесе чупатчĕç. Ман хĕрсем те ним ăнланмасăр "атте, атте" тесе вĕсенчен юлмастчĕç. Чĕре йĕплесе ырататчĕ çак самантсенче", _ куççульпе каласа парать Ольга Тимофеевна. "Ача çуратакан хĕрарăмăн хăрах ури тупăкра", _ тенĕ ĕлĕкрен. Медицина паянхи евĕр пысăк пулăшу парайманран ача амăшĕсем час-часах пурнăçран уйрăлса кайнипе каланă пулĕ çапла. Миçе çынна вилĕмрен çăлман-ши О.Васильева? Кашни эрнерех районта тухтăрсен канашлăвĕ пулнă (калаçмалли, сỹтсе явмалли нумай пуçтарăннă), каçхине сакăр-тăхăр сехетченех тăсăлнă вĕсем. Елчĕкрен таврăннă чух Кĕçĕн Таяпа çырми урлă каçнă вăхăтра пилĕк таран шыв ăшне кĕрсе ỹкни те пулнă. Çуркунне икĕ хутчен машинăпа çырмана чăмма та пуçланă. Чирлĕ çынна леçме кайнă чух шартлама сивĕре лаша çуни çинче тăр-тăр чĕтресе пыни те пайтах пулнă. "Киле çитсе кăштах ăшăнсан ура пỹрнисем чăтма çук ырататчĕç", _ каласа парать ватă. Пĕр çĕр хушшинче икĕ чирлĕ çынна Елчĕке леçни те пулнă иккен: пĕрне леçсе килнĕ çĕре теприсем кĕтсе те тăнă. "Ольга Тимофеевна, хăçан çывăратăн эсĕ?" _ тĕлĕннĕ Елчĕк тухтăрĕсем. Пĕринче тата хĕлле канашлуран лашапа таврăннă чух çил-тăманра аташса кайнă. Çĕрĕпе аташса çỹренĕ хыççăн ирпе Кĕçĕн Таяпа фермине çитсе тухнă вăл юлташĕпе. Ирхине çутăлсан тин килне çитнĕ вĕсем. Виçĕ пĕчĕк тĕпренчĕкĕ виçĕ чỹрече çине тăрса йĕре-йĕре çĕрĕпе амăшне кĕтнĕ тет. Вĕсене пĕчченех çитĕнтернĕ хĕрарăм. О.Васильева _ ĕçпе тыл ветеранĕ. Унăн Хисеп хучĕсем нумай. 1947 çулта ăна "Вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медаль парса чыс тунă. Паян кун та вăл типтерлĕ, хастар. Сакăр вун çиччĕре пулсан та ĕçсĕр лармасть: çăм арлать, алса-нуски çыхать. "Елчĕк ен" хаçатăн кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтет. Чĕре витĕр тухнă тертлĕ пурнăçĕ çинчен мăнукĕсене каласа парать. "Ман пурнăç çинчен кĕнеке çырас пулсан никам та йĕмесĕр вулаймĕ", _ тет Ольга Тимофеевна. 

 

Система управления контентом
429380, Чувашская Республика, Яльчикский район, с. Яльчики, ул. Первомайская, д. 16
Телефон: 8(83549)2-51-81; 8(83549)2-51-83; 8(83549)2-56-50
Факс: 8(83549)2-51-81
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика